Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иез 20

Пай: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 13:33

Пуплевӗш: 44; Сӑмах: 1081

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫиччӗмӗш ҫулта, пиллӗкӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисем Ҫӳлхуҫаран ыйтма килчӗҫ те ман умӑма ларчӗҫ. 2. Вара мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 3. этем ывӑлӗ! Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе калаҫ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир Манран ыйтма килтӗр-и? Эпӗ пур! сире хурав памастӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм. 8. Анчах вӗсем Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ, Мана итлесшӗн пулмарӗҫ; пӗри те йӗрӗнчӗкӗсене хӑй куҫӗ умӗнчен сирмерӗ, Египет йӗрӗхӗсене пӑрахмарӗ, Эпӗ каларӑм вара: Египет ҫӗрӗ варринче пӗтӗм ҫиллӗме вӗсем ҫине ярӑп, вӗсем ҫине пӗтӗм хаярлӑхӑма кӑларӑп. 9. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна ытти халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухма Эпӗ Хама вӗсене ҫав халӑхсем умӗнче уҫса кӑтартнӑччӗ.

10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм. 13. Анчах та Израиль халӑхӗ пушхирте Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗ: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсене йышӑнмарӗҫ, вӗсене туса тӑнӑ пулсан, этем вӗсем урлӑ чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ, Эпӗ каларӑм вара: вӗсене пӗтермешкӗн пушхирте вӗсем ҫине хаярлӑхӑма кӑларӑп, терӗм. 14. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ. 15. Эпӗ те, пушхирте вӗсене хирӗҫ аллӑма ҫӗклесе, тупа турӑм, вӗсене Хам палӑртса хунӑ ҫӗре, — унта сӗтпе пыл юхса выртать, пӗтӗм ҫӗр илемӗ вӑл, — кӗртместӗп тесе тупа турӑм. 16. Вӗсем Манӑн йӗркемсене йышӑнманшӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене туса тӑманшӑн, Манӑн шӑматкунӑмсене уяманшӑн ҫапла турӑм: вӗсен чӗрисем хӑйсен йӗрӗхӗсем енне сулӑнчӗҫ. 17. Анчах Манӑн куҫӑм вӗсене вӗлерме хӗрхенчӗ; Эпӗ вӗсене пушхирте пӗтермерӗм.

18. Эпӗ пушхирте вӗсен ывӑлӗсене каларӑм: аҫӑрсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсен йӗркисене ан тытӑр, хӑвӑра вӗсен йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр. 19. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр. 20. Манӑн шӑматкунӑмсене хисеплесе, уяса тӑрӑр, вӗсем Манпа сирӗн хушшӑмӑрта астутарса тӑракан паллӑ пулччӑр, вара эсир Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр пулнине пӗлсе тӑрӑр, терӗм. 21. Анчах вӗсен ывӑлӗсем те Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ: Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнмарӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене — пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, этеме чӗрӗ тӑвакан йӗркесене — тытса тӑмарӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ. Эпӗ каларӑм вара: вӗсем ҫине ҫиллӗме кӑларӑп, пушхирте пӗтӗм хаярлӑхӑма вӗсем ҫине ярӑп, терӗм; 22. анчах Эпӗ аллӑма сиртӗм, ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн, ӑна халӑхсем хушшинче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ. 23. Ҫавӑн пекех, Хамӑн аллӑма пушхирте ҫӗклесе, вӗсене халӑхсем хушшине салатса яма, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалама тупа турӑм, 24. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсене пӑрахрӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ, куҫне ашшӗсен йӗрӗхӗсем ҫинчен илмерӗҫ. 25. Эпӗ вара вӗсене ырӑ мар ӗҫсемпе усал йӗркесем тума чармарӑм, ҫавнашкал ӗҫсемшӗн вӗсем чӗрӗ юлма пултараймарӗҫ, 26. вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлсе тӑччӑр тесе, вӗсене пӗтерес тесе, Эпӗ вӗсене чӳк туса ирсӗрленме те чармарӑм, вӗсем ӗнтӗ кирек хӑш вартан малтан ҫуралнине вут-ҫулӑм витӗр кӑларчӗҫ.

27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ. 29. Эпӗ вӗсене каларӑм: эсир мӗнле тӳпем вырӑна ҫӳретӗр? терӗм; ҫавӑнпа та вӑл вырӑна паянхи кунчченех Бама теҫҫӗ.

30. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир аҫӑрсен тӗслӗхӗпе хӑвӑра ирсӗрлеместӗр-и, вӗсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳреместӗр-и? 31. Хӑвӑр парнӗрсене кӳрсе, хӑвӑр ывӑлӑрсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларса, эсир хӑвӑра паянхи кунчченех пӗтӗм йӗрӗхӗрпе ирсӗрлететӗр, эсир вара, Израиль килӗ, Манран ыйтасшӑн-и? Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире хурав памастӑп.

32. Эсир мӗн шутлани нимӗн те пулмӗ. Эсир: «суя тӗнлӗ халӑхсем пек, ют ҫӗрӗн йӑхӗсем пек, йывӑҫпа чула ӗҫлесе тӑрӑпӑр» тетӗр.

33. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа тытса тӑрӑп. 34. Сире хӑвӑр саланнӑ халӑхсемпе ҫӗршывсем хушшинчен илсе тухӑп, сире ҫирӗп аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа пӗр ҫӗре пуҫтарӑп. 35. Сире халӑхсен пушхирне илсе килӗп те ҫавӑнта сирӗнпе куҫа-куҫӑн сутлашӑп. 36. Сирӗн аҫӑрсемпе Египет ҫӗрӗн пушхирӗнче мӗнле сутлашрӑм, сирӗнпе те ҫавӑн пек сутлашӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 37. Эпӗ сире туя айӗнчен кӑларӑп та сире халалран тухасран тӑлӑ хурӑп. 38. Сирӗн хушшӑртан пӑлхавҫӑсене тата Мана пӑхӑнманнисене суйласа илӗп. Эпӗ вӗсене халь пурӑнакан ҫӗртен илсе тухӑп, анчах вӗсем Израиль ҫӗрне кӗреймӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр.

39. Эсир вара, Израиль килӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Мана итлеместӗр пулсан, кашнийӗ хӑйӗн йӗрӗхӗсем патне кайтӑр, ҫавсене пуҫҫаптӑр, анчах хӑвӑрӑн парнӗрсемпе, хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсемпе Манӑн таса ятӑма урӑх ан ирсӗрлетӗр.

40. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче ҫеҫ, Израиль ҫӗрӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫинче ҫеҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗн — ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ вӗсем, пурте, кашни ҫын таранччен — Мана ҫавӑнта пуҫҫапмалла; Эпӗ вӗсене кӑмӑллӑн йышӑнӑп; Эпӗ унта сирӗнтен парнесем, малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсемпе пӗтӗм таса япалӑрсене ыйтӑп. 41. Сире халӑхсем хушшинчен илсе тухсан, сире хӑвӑр сапаланса пурӑнакан ҫӗршывсенчен пӗр ҫӗре пуҫтарсан, Эпӗ сире тӗтӗрекен ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗме йышӑннӑ пек йышӑнӑп, ытти халӑхсем умӗнче Эпӗ сирӗнте ҫуталса тӑрӑп. 42. Сире Израиль ҫӗрне, — аллӑма ҫӗклесе, сирӗн аҫӑрсене пама пулнӑ ҫӗре, — илсе кӗрсен, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлетӗр. 43. Вара унта хӑвӑр ҫулӑрсене, хӑвӑра ирсӗрленӗ пӗтӗм ӗҫӗре аса илетӗр те хӑвӑр тунӑ усал ӗҫсемшӗн эсир хӑвӑртан хӑвӑр йӗрӗнетӗр. 44. Израиль килӗ, Эпӗ сире усал ӗҫӗрсене кура мар, аскӑн ӗҫӗрсене кура мар, Хам ятӑмшӑн сут тӑвӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

45. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 46. этем ывӑлӗ! кӑнтӑр еннелле ҫаврӑнса тӑр, кӑнтӑр енне кала, кӑнтӑр хирӗнчи вӑрмана малашне мӗн пулассине пӗлтер. 47. Кӑнтӑр вӑрманне кала: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сан ӑшӑнта вут чӗртӗп, вӑл вара санӑн пур ешерекен йывӑҫна та, пур хӑрнӑ йывӑҫна та ҫунтарса ярӗ; тӗлкӗшекен ҫулӑм сӳнмӗ, вӑл кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫитиччен пурне те ӗнтсе ярӗ. 48. Вара кирек мӗнле чун та ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, чӗртнине курӗ, ҫак вут-ҫулӑм сӳнмӗ, тесе калать те. 49. Эпӗ каларӑм вара: ах Ҫӳлхуҫа Туррӑм! вӗсем ман ҫинчен: «вӑл юптармасть-ши?» теҫҫӗ, терӗм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех