Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Юрӑ 8

Пай: Библи –> Соломон юррисен юррийӗн кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:22

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 257

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ах, эсӗ аннем кӑкӑрне ӗмсе ӳснӗ пулсассӑн,
манӑн пиччем пулнӑ пулсассӑн!
урамра тӗл пулсан та чуптӑвӑттӑм сана,
никам та хурламӗччӗ уншӑн мана.

2. Сана ҫавӑтсах илсе кайӑттӑм,
ертсе килӗттӗм аннемҫӗм килне.

Эсӗ мана вӗрентӗттӗн,
эпӗ сана техӗмлӗ сим пыл,
нар улмийӗн сӗткенне ӗҫтерӗттӗм.

3. Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче,
сылтӑмми мана ыталать.

4. Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире:
вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине
ан татӑр,
ан вӑратӑр ӑна.

5. Кам-ши ку — хӑйӗн савнӑ каччийӗ ҫине таянса
улӑхать пушхиртен?

Улмуҫҫи айӗнче эп вӑратрӑм сана:
ҫавӑнтах-ҫке аннӳ те ҫуратнӑ сана,
ҫавӑнтах-ҫке сана кун ҫути вӑл кӑтартнӑ.

6. Эс мана, пичет пек, ху чӗрӳ ҫине хур,
ҫӗрӗ пек тӑхӑнтарт пӳрнӳне:
юрату вилӗм пекех вӑл хӑватлӑ;
кӗвӗҫӳ — тамӑк евӗр тискер;
унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем;
юрату вӑл — хӑрушла вут-ҫулӑм.

7. Юрату ҫулӑмне аслӑ шыв сӳнтереймӗ,
юханшывсем те хуплаймӗҫ ӑна.

Кам та кам юратушӑн
мӗнпур пурлӑхне пама хатӗр,
йӗрӗнсе ҫеҫ хӳтерӗҫ ӑна.

8. Пирӗн пӗр йӑмӑк пур, вӑл пӗве ҫитеймен-ха,
кӑкӑрӗ те чӑмӑртанман-ха;
ӑна ҫураҫма тытӑнсассӑн,
пирӗн унпа мӗн тумалла пулать-ха?

9. Вӑл хӳме пулаясчӗ,
ун ҫине кӗмӗл кермен лартнӑ пулӑттӑмӑр;
пулаясчӗ вӑл алӑк,
эпир ӑна кедр хӑма ҫаптарӑттӑмӑр.

10. Эпӗ — хӳме,
икӗ кӑкӑрӑм — икӗ пашне пек;
ҫавӑнпа ӗнтӗ савнийӗм умӗнче
эпӗ пӗве ҫитнӗ хӗр пек пулайӑп.

11. Соломонӑн Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи пулсаччӗ;
вӑл ӑна тара парсаччӗ;
кашни хуралҫийӗн унти ҫырлашӑн ӑна пин кӗмӗл укҫа памаллаччӗ.

12. Манӑн иҫӗм пахчийӗ вара — хампа пӗрлех.

Соломон, пин кӗмӗлӗ сана,
икҫӗр кӗмӗлӗ пахча хуралҫисене пултӑр.

13. Сат пахчинче пурӑнакан пикеҫӗм!
юлташӑмсем сан сассуна тӑнлаҫҫӗ,
ан чарсамччӗ мана та ӑна итлеме.

14. Васка, савнӑ каччӑм, васка;
ырӑ шӑршӑ саракан сӑрт ҫинчи
ту качаки евӗрлӗ
е ҫамрӑк пӑлан евӗрлӗ пул!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех