Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пуҫӗпех.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пуҫӗпех таврӑнтӑн пулать-и?
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ачасем пуҫӗпех шикленсе ӳкеҫҫӗ.
Патьен // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Перекенсем патша умӗнче пуҫӗпех куҫран ӳкесрен хӑраҫҫӗ.
Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӑл пӗрре пӗр енне, тепре тепӗр енне ыткӑнать, юлашкинчен, тӑван халӑхран пуҫӗпех уйрӑлса кайса, тӑшмансем хушшинчех юлать, — ҫакӑ вара ӑна пӗтӗмпех пӗтерет.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
— Хӑваласа ямастӑр пулсан, пуҫӗпех сирӗн патӑра юлатӑп.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Эпӗ сана нимӗнпе те кӳрентермен, ҫавӑнпа та, ху пуҫӗпех каяссипе каймассине татӑклӑн каласа парса, ман ал-урама ҫыхлантармалла тумӑн, тесе кӗтрӗм.Я тебя ничем не оскорбила, и я ждала, что ты мне развяжешь руки и скажешь, что ты ушел навовсе.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, Григорий пуҫӗпех кайнипе кайманнине тата таврӑнассипе таврӑнмассине пӗлес тесе, килтисенчен вӑрттӑн ун патне Ягоднӑйне ҫыру ҫырса яма шут тытрӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий пуҫӗпех тухса кайнине вӑл халӗ те ӗненмест-ха, ун айӑпне каҫарса, халӗ те кӗтет калла таврӑнасса.Она все не верила, что Григорий ушел навсегда, и, прощая, ждала его.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий ахлатса илсе, пӗтӗм пуҫӗпех шыва чӑмрӗ, ҫапах та тилхепине алӑран ямарӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗлетӗп вӗт-ха эпӗ, кашнинех хӑй ҫивиттийӗ айӗнче сив чире ернӗ пек чӗтресе выртать, пуҫӗпех хӑй тӑлӑпӗ айне кӗрсе кайма хатӗр.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑрҫӑ мӗн чухлӗ вӑхӑт тӑсӑласса лайӑх пӗлмесӗр, вӗсем пурте вӑрҫӑ ӑшне пуҫӗпех путнӑ.Не зная, сколько еще продлится война, они ушли в нее с головой.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
«Вӑрҫӑ ӗнтӗ Андрейран эпӗ мӗн юратнине туртса илчӗ, ҫак вӑрҫах ыран ӑна пуҫӗпех илсе каять те хӑйӗн тарӑн та тӗпсӗр авӑрӗнче ҫавӑрттарса ҫӳреме тытӑнать…» терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халӗ ӗнтӗ, Соня аппаран градуснике пуҫӗпех ыйтса илес тесен, ӑна юрӑхсӑра кӑлармалла.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Утлӑ ҫар тапӑннисене сирсе яракан мел-меслетсемпе Стельковский йӑлтах, пуҫӗпех ҫавӑрса тыткӑнларӗ корпус командирне.Приемами против атак кавалерии Стельковский окончательно завоевал корпусного командира.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ ҫакна пӗлетӗп: утравӑн леш енче тепӗр тинӗс юхӑмӗ пур, темиҫе миля кайсан, ку юхӑм унпа пӗрлешет, унта ҫитиччен аяккалла ишсе тухаймасан, пуҫӗпех пӗтетӗп.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Учителе йӳнӗрех тӳлемелле пулса тӑчӗ (урӑхла каласан, учителе мар, Дмитрий Сергеича), ҫавӑнпа учитель Марья Алексевнӑшӑн татах та лайӑхрах ҫын пек туйӑна пуҫларӗ, Верочкӑна унпа калаҫни усӑллӑ пулӗ, ҫак калаҫусене пула Верочка Михаил Иванычпа венчете тӑма та хӑвӑртрах килӗшӗ, — тесе те шухӑшласа илчӗ Марья Алексевна, — ҫак шухӑш питех те хитре шухӑш пулнӑ, Марья Алексевна ҫак шухӑша хӑй пуҫӗпех шухӑшласа тупас ҫукчӗ те, анчах ӑна пӗр паллӑ ӗнентерӳ тӗл пулчӗ, вара вӑл Дмитрий Сергеичпа Верочка пӗрле пулни Верочкӑшӑн усӑллӑ пулнине асӑрхамасӑр тӑма пултараймарӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
ЦИК-па Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн постановленийӗ тухнӑччӗ ӗнтӗ, анчах унта та ку тӗлӗшпе турех ҫапла каланӑ: икӗ ҫуллӑха хупса лартмалла, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварма юрать, усал туса хӑтланаканнисене крайран пуҫӗпех кӑларса ямалла, тенӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Акӑ, халӗ ӗнтӗ эпир пуҫӗпех пӗтрӗмӗр! — терӗ раскулачить тунӑ пысӑк кил-йышлӑ Гаев.— Вот теперь мы пропали вовзят! — сказал многосемейный раскулаченный Гаев.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Демка, ҫакна кӗтменскер, ахлатса ячӗ, аллинчи хур амин пуҫӗпех хӑй хыҫӗнче ларакан кунтӑк ҫине кайса ӳкрӗ, чӗп кӑларма хунӑ ҫӑмартасене лӑчӑр-лачӑр ҫӗмӗрсе лапчӑтрӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959