Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь ӗнтӗ е ӗҫ тухӗ, е пуҫӗпех пӗтсе ларӗ…
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Петчек дворецӗнче Елинексене шӑпах ҫав каҫхине арестлеме шут тытни, вӗсем патне гестаповецсен пысӑк отрячӗ пырса тухни вара — пуҫӗпех ӑнсӑртран пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Степан Иванович тӑрантарса пурӑннӑ ҫерҫисем пуҫӗпех харсӑрланса ҫитрӗҫ.Воробьи, прикормленные Степаном Ивановичем, совершенно обнаглели.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хамӑн пурнӑҫри хама тивӗҫ ӗҫсенче эпӗ яланах ҫав тери йӗркесӗр кая юлса пынӑ — нихҫан та вӑхӑт пулман манӑн, анчах халӗ ӗнтӗ пуҫӗпех кая юлтӑм пулас…
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кайран вара 17… ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 6-мӗш кунӗнче турӑ ирӗкӗпе унӑн ашшӗ вилнӗ; ӗҫе суд урлӑ татса пама ыйтакан-шыраканӗ генерал-аншеф Троекуров 17… ҫултанпа мӗн ачаранпах ҫар службинче тӑнӑ, службӑра чухне ытларах чикӗ леш енчи походсенче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ашшӗ вилни ҫинчен те, ун хыҫҫӑн мӗнле имени юлни ҫинчен те хыпар илме пултарайман, халӗ, ҫав службӑран пуҫӗпех отставкӑна тухса, хай ашшӗн К… тата Р… уездӗнчи тӗрлӗ ялсенчи… 3000 таран чунлӑ именине тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн, ҫӳлте асӑннӑ именисенчен Кистенӗвкӑри … чунлӑ (хальхи ревизи тӑрӑх вӑл ялта пурӗ… чун шутланать) именипе ҫӗрӗ-шывӗ тата пӗтӗм ытти пурлӑхӗпе маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Андрей Дубровский ним закон тӑрӑх ҫирӗплетмесӗрех усӑ курса пурӑннине пӗлет.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Горбунов Ваньӑна разведкӑна никам ирӗк памасӑрах илсе кайнӑ, ҫавӑнпа та уншӑн батарея командирӗ умӗнче хӑйӗн пуҫӗпех ответ тытнӑ.Горбунов взял Ваню в разведку без разрешения и отвечал за него перед командиром батареи головой.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Эпӗ сана пуҫӗпех пӗтрӗн пуль тесе.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня тунма нимӗнле май та ҫуккине, вӑл хӑй пуҫӗпех пӗтнине ӑнланса илчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Юлашкинчен херача кӗписем курӑнма пӑрахрӗҫ, Том вара пуҫӗпех хуйха ӳкрӗ.Под конец никого больше не стало видно, и Том совсем упал духом.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Пуҫӗпех ялта пурӑнасси пулаймарӗ-ха, мӗншӗн тесен ватӑлсах ҫитмен хальлӗхе.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Куракан та тӗрлӗрен: пӗрин куҫӗ — пушӑ, тепри спектакле пуҫӗпех путнӑ, малалла мӗн пуласса кӗтет вӑл.
Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
Ялта ҫӗнӗ пурнӑҫ йӗркелесе ярас юхӑма пуҫӗпех кӳлӗнет.
Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Роле ҫиелтен шӑйӑрттарса выляма ҫук, сӑнара пуҫӗпех путмалла.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Халӗ Николай Владимирович пуҫӗпех парламент ӗҫне путнӑ темелле, ҫапах пӗрле предприятие ҫӗкленӗ ҫынсемпе ҫыхӑну татмасть.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20
5. Македонирен Силапа Тимофей ҫитсессӑн вара, Павел, иудейсене вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса, Иисус ҫинчен Вӑл Христос иккенне уҫҫӑн кӑтарта-кӑтарта панӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Египета таврӑнсассӑн, усаллӑхӗн ӗҫне татах нумайлатса, маларах асӑннӑ ҫынсемпе, хӑйпе пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗне хутшӑнакансемпе, тата тӗрӗслӗхе пуҫӗпех маннӑ тусӗсемпе пӗрле пӗр вӗҫӗм ӗҫкӗре чарусӑр асни-иртӗнни анчах мар, виҫесӗр чӑрсӑрланса ҫитсе, вӑл унта иудейсене ылханса пӗтернӗ; патшине кура тусӗсем те чылайӑшӗ унӑн еккине килтерсе пынӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем пуҫӗпех асӑху ӑшне путрӗҫ; Эпӗ вӗсене пурне те хаса парӑп.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ саншӑн ӗҫлесе тӑма килӗшмен халӑхпа патшалӑхсем пӗтеҫҫӗ, ун пек халӑхсем пуҫӗпех тӗп пулаҫҫӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Авраам тӑнӑ та ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче, Хет ывӑлӗсем умӗнче, ҫӗре ҫити тайӑлнӑ; 8. [Авраам] вӗсемпе калаҫса каланӑ: эсир манӑн вилнӗскерӗме пытарттарма килӗшетӗр пулсассӑн — итлӗр-ха мана: Ефронран, Цохар ывӑлӗнчен, маншӑн ыйтӑр-ха, 9. вӑл мана хӑйӗн хирӗ вӗҫӗнчи Махпела теекен сӑрт хӑвӑлне патӑрччӗ, ҫын пытармашкӑн мана ӑна пысӑк хакпа сирӗн умӑрта пуҫӗпех патӑрччӗ, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакнашкал эпизодра хам ҫинчен манса сӑнара пуҫӗпех путатӑп.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №