Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑнма (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бытовка патне арҫынсем пуҫтарӑнма пуҫлаҫҫӗ: Тарас, Раман, Санькка, Петӗр, Николай тата палламан темиҫе арҫын.

К бытовке начинают собираться мужчины: Тарас, Роман, Саша, Петр, Николай и ещё несколько незнакомых.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Пассажирсене каялла пуҫтарӑнма чӗнсе, пӑрахут ҫинче пӗр ҫур сехет хушши чанне ҫапса тӑнӑ.

Пароходный колокол звонил уже с полчаса.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ир пулнӑ ҫӗре хатӗрленсе тӑмашкӑн халех пуҫтарӑнма тытӑнмалла.

Значит, готовиться надо уже сейчас.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав тӗлелле шкул ачисем каллех пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ: хӑйӗн хуйхине пытармалла, хуҫӑлнӑ кӑмӑлне лӑплантармалла тата хӑйӗн ҫине кӑнтӑрла хыҫҫӑнхи вӑрӑм та кичем уроксен йывӑрлӑхне тиентермелле пулчӗ.

а в это время в школу уже начали собираться другие дети; ей пришлось затаить свое горе, унять свое страдающее сердце и нести крест весь этот долгий, скучный, тяжелый день.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вунӑ сехет ҫурӑ тӗлӗнче пӗчӗк чиркӳн ҫурӑк чанӗ ҫапма тапратрӗ, ҫавӑнтах вара ирхи проповедь итлеме халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ.

Около половины одиннадцатого зазвонил надтреснутый колокол маленький церкви, а скоро начал собираться и народ к утренней проповеди.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

– Пулла кайнӑччӗ, ҫумӑр умӗн лайӑх хыпрӗ те киле пуҫтарӑнма ӗлкӗреймерӗмӗр.

— Поехал в рыбалку, перед дождем хорошо клевало и не успели собраться домой.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫимӗк, Микула, Хӑят уявӗсенче те пуҫтарӑнма калаҫса татӑлчӗҫ тӑхӑрьялсем.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ҫакӑншӑн намӑсланнӑ сала ҫыннисем (пурнӑҫран уйрӑлнисен ас тӑвӑмне упрамалла мар-шим вара?) йӑнӑша тӳрлетме ҫӑва ҫинчи субботнике ҫитес канмалли кунсенче пуҫтарӑнма калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

25. Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар.

25. Не будем оставлять собрания своего, как есть у некоторых обычай; но будем увещевать друг друга, и тем более, чем более усматриваете приближение дня оного.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗрех пӗлес тесе, пинпӳ тепӗр кунне унӑн сӑнчӑрне хывса илтернӗ те аслӑ священниксемпе пӗтӗм синедриона пуҫтарӑнма хушнӑ, унтан Павела вӗсем умне кӑларса тӑратнӑ.

30. На другой день, желая достоверно узнать, в чем обвиняют его Иудеи, освободил его от оков и повелел собраться первосвященникам и всему синедриону и, выведя Павла, поставил его перед ними.

Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара пысӑк кавар тунӑ, ҫынсем Авессалом тавра пуҫтарӑнма тытӑннӑ, нумайлансах пынӑ.

И составился сильный заговор, и народ стекался и умножался около Авессалома.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех