Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушмак сăмах пирĕн базăра пур.
пушмак (тĕпĕ: пушмак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл палуба ҫине тепӗр хут тухсан, мӑнтарӑн йӗс плашкасем ҫапнӑ, решеткеллӗ картлашкасем унӑн хӑвӑрт анакан пушмак кӗллисем айӗнче, купӑсҫӑ пӳрнисем айӗнче баян клапанӗсем выляннӑ пек, кӗскен те янӑравлӑн чӑнклатрӗҫ.

и решетчатые ступени парадного трапа, окованные медными плашками, прострекотали звонко и коротко под его быстрыми каблуками, словно клапаны баяна под пальцами гармониста.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл ултӑ вӗр-ҫӗнӗ кӗпе, ултӑ питех те лайӑх мӑй тутӑрӗ, икӗ мӑшӑр перчетке, шлепке, пӗр мӑшӑр пушмак, чӑлха тата хӑйне виҫтерсе ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ костюм илсе килнӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл мана пуҫран тытӑнса ура таранах тумлантарчӗ.

Он привез полдюжины новых, совершенно чистых рубах, шесть очень хороших шейных платков, две пары перчаток, шляпу, башмаки, чулки и отличный, совсем новый костюм со своего плеча, — словом, он одел меня с головы до ног.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хальхинче эпӗ хӳшӗре салтӑнтӑм, ҫие пӗр аялти кӗпе тата пир йӗм ҫеҫ хӑвартӑм, урана ҫараллах сӑран пушмак тӑхӑнса ятӑм.

Только на этот раз я разделся в шалаше, оставшись в одной нижней клетчатой сорочке, в полотняных штанах и кожаных туфлях на босу ногу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шурӑ мӑйна шӑрҫа ҫакӑн, Пилӗкӗнтен — пиҫиххи, Кӑтру валли тутӑр пулӗ, Уруна — йӑлтӑр пушмак.

На белую шею — бусы, На тонкий стан — поясочек, На русые кудри — косынку, На малые ножки — ботинки.

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара, вӑл каларӗшле, «пурнӑҫ хӗсӗк» чухне, урӑхла каласан, пирӗнтен, арҫын ачасенчен, кам валли те пулин атӑ илме е йӑмӑксем валли пушмак илме укҫа ҫитмен пулсан, вӑл пире хӗнекелетчӗ.

И когда, при всем этом, «концы не сходились», как она говорила, то есть не хватало денег на покупку сапог кому-нибудь из нас, братьев, или на башмаки сестрам, — тогда она бивала нас.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр урара — хам пушмак, тепринче — хӗрарӑмӑн, — вӑт татса пама ҫук ыйту!»

На одной ноге своя обувка, на другой — бабья, вот неразрешимый вопрос!»

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пысӑкӑшне пӑхсан, пушмак Куприяновнӑн анчах пулма пултарнӑ…

Судя по размерам, чирик мог принадлежать только Куприяновне…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хӗр кулса ячӗ те хӑй ҫулӗпе уттарчӗ, пушмак кӗлисем ҫеҫ тӑклаттарса пыраҫҫӗ.

Но она засмеялась и пошла своим путем, только каблучки поцокивают.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ, кӑмӑл пулсан, хӑвна валли орден ыйт, мана — пӗрре пӑруланӑ ӗне е пушмак пӑру туянма укҫа пултӑрччӗ, эпӗ ҫавӑнпа та килӗшнӗ пулӑттӑм», тетӗп.

Ты, ежли хочешь, проси себе орден, а мне — лишь бы на корову-первотелку али хотя бы на телушку-летошницу деньжат перепало, и то буду довольный».

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрлесенче ҫӗр ҫӗмӗрсе ташлаҫҫӗ, урасем тапӑртатни кӑна илтӗнсе тӑрать, вӗсен ури тупанӗсене хӗрхенес килет: пурнӑҫӗсене шеллемесӗр, ытла та хытӑ ҫӗре тӑрӑслаттараҫҫӗ-ҫке-ха вӗсем пушмак кӗлисемпе!

А пляшут по ночам так, что ажник стон стоит, ажник вчуже ихних пяток жалко: до того они, не щадя жизни, ими гоцают об земь!

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е вӑл пушмак кантрине ҫыхать, е пӗҫҫи-каҫҫине пуҫӗнчен те ҫӳлӗрех каҫӑртса выртать те хӑйӗн пӳсӗрне каялла пӑчӑртаса кӗртме тытӑнать.

То он чирик завязывает, то ляжет, ноги задерет выше головы и грызь свою вправляет.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лушка ассӑн сывласа ячӗ, унтан, шӗвӗр сӑмсаллӑ пушмак вӗҫӗпе нӳрӗ хӑйӑра чавкаласа, пуҫне усрӗ:

Лушка вздохнула и, роя остроносым чириком влажный песок, потупила голову:

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑшкӑрса ярасса ҫитетӗн — пушмак кирлех-ҫке-ха ӑна!

Хучь кричи — надо ей чиричонки бы!

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл тахҫан Титок арӑмӗн пулнӑ пӗрмеллӗ ҫӑм юбкине илсе тӑхӑнчӗ, урисене чӗриклетекен ҫӗнӗ пушмак тӑхӑнса ячӗ, чечеклӗ шаль тутӑрпа витӗнчӗ те вара пурин куҫне те этем пек курӑнса кайрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫынсем ӑна асӑрхаса илчӗҫ: Демка арӑмӗ сӑнран-питрен пӗрре те начар мар иккен, пӗвӗ-сийӗпе те тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм, Епле-ха унӑн, апӑршан, колхоз пурлӑхӗ умӗнче шак хытса тӑрас мар ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн калама ҫук йывӑр та тертлӗ пурнӑҫӗнче ӗмӗрӗ тӑршшипе те ыррӑн пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫисе курман пулсан, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче пӗр ҫӗнӗ кофта та пулин тӑхӑнса ҫӳресе ҫӗтсе курман пулсан?

Надела сборчатую шерстяную юбку, некогда принадлежавшую Титковой бабе, сунула ноги в новые чирики, покрылась цветастой шалькой, и только тогда кинулось всем в глаза, только тогда разглядели, что Демкина жененка вовсе не дурна лицом и собою бабочка статна; а как же ей, сердяге, было не обмереть над колхозным добром, когда она за всю свою горчайшую жизнь доброго куска ни разу не съела, новой кофтенки на плечах не износила?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗҫҫе пушмак тӑхӑннӑ тӑсланкӑ урисене тӑратса, месерле кайса ӳкрӗ.

Тот упал на спину, задрав длинные ноги в валяных опорках.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина шӗвӗр сӑмсаллӑ пушмак тӑхӑннӑ урине кӗнчеле пускӑчи ҫинчен илчӗ те, лаша купарчи пек сарлака ҫурӑмне каялла авӑнтарса, тутлӑн карӑнса илчӗ.

Марина сняла с подлапника прялки обутую в остроносый чирик ногу, сладко потянулась, выгибая широкую, как конский круп, спину.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кастарнӑ виҫӗ такана тата пушмак пӑрӑва тачанкӑпа улӑштарса яма эсӗ ӳкӗтлемерӗн-и?

— Трех валухов и нетелю за тачанку не ты уговорил сбыть?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хай вӑл, ҫине тӑвӑр та кӗске кӑвак кӗпе, урине пир тӑла ҫинчен йывӑр пушмак тӑхӑннӑскер, пысӑк пуҫне витекен сӑрӑ кӑтрисене хумхантарса, аллисене сулкаласа пычӗ.

Он шел, размахивая руками, одетый в синюю кретоновую блузу, которая была ему коротка и узка, в холщовые порты и в тяжелые опорки, шапка русых кудрей колыхалась на его большой голове.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ун ҫинче ҫав тери хуралса, ҫуркаланса пӗтнӗ хӗрлӗ хӑмач кӗпе, пиртен ҫӗлетнӗ шалпар шӑлавар, пӗр уринче калуш юлашки, тепринче — ҫӗтӗк-ҫатӑк сӑран пушмак.

На нем красная кумачовая рубаха, невероятно грязная и рваная, холщовые широкие шаровары, на одной ноге остатки резинового ботика, на другой — кожаный опорок.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пушмак шел мар-и мӗн сире?

Башмаков не жалко!

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех