Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑннисене (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял уявӗ ячӗпе пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Эдуард Николаев, Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Ананьев, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Иванов саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Сатлайкӑсем чи малтанах уява пухӑннисене темиҫе теҫетке каяллахи пурнӑҫа тавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

В.Н. Камеко, И.В. Ананьев депутатсем те пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

В.Н. Камеко, И.В. Ананьев депутатсем те пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Чӑнлӑ районӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ Петр Уфимкин пухӑннисене Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ май Владимир Сатай пысӑк чӗреллӗ те ҫемҫе кӑмӑллӑ, ӑслӑ, пултаруллӑ ҫын пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Марье пухӑннисене хӑй патне хваттере янӑ пуҫлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унтан ҫак апата пухӑннисене валеҫсе парса хӑналанӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

«Атай» тата «Мерчен» вокал ансамблӗсем пухӑннисене пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ вӑхӑтра Сархурӑн тата Атайкасси маттурӗсем ҫавасене туптассипе ӑсталӑх кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Этем пурнӑҫӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ хаклӑх – ҫемье. Вӑл ҫирӗп пулсан – пирӗн ҫӗршыв та ҫирӗп. Ун пек ҫӗрте кӑна тӗрев, йывӑр вӑхӑтра пулӑшу кӗтсе илме пулать», – терӗ вӑл пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Альбина Егоровна пухӑннисене ҫитес ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх уявӗпе саламланӑ май Раҫҫейре тата Чӑваш Енре ҫемье институтне ҫирӗплетессипе нумай ӗҫ пурнӑҫланнине палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Хӗрлӗ лапамра пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен аталанӑвӗнче Шупашкарта пурӑнакансен тӳпи те пысӑк пулнине палӑртрӗ.

Глава города Чебоксары Леонид Черкесов, поздравляя собравшихся на Красной площади, отметил, что в развитии Чувашской Республики есть большая заслуга и жителей Чебоксары.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Пухӑннисене Самартан, Тутарстанран, Францирен килнӗ чӑвашсем те йӑхташсенчен салам каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Палӑк умне пухӑннисене Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн Халалне тӗпе хурса пурӑнма сунчӗ, унпа ачасене те паллаштарма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пухӑннисене Тӳртӳллӗ ялӗнчи культура ҫурчӗн «Шевле» ушкӑнӗ юрӑпа‚ «Ҫӑлтӑрсем» ансамбль ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Кӑҫалхи уйлӑх утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланмалла — шӑп ҫак вӑхӑтра унта кайма пухӑннисене Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче кӗтеҫҫӗ.

Старт нынешнего лагеря намечен на 10 часов 3 июля — именно в это время ждут всех, кто собрался посетить его на железнодорожном вокзале Чебоксар.

«Хавал» уйлӑхӗн программи паллӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12748.html

Пухӑннисене ҫавӑн пекех ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева, РФ Юстминӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Дмитрий Сержантов саламларӗҫ.

Собравшихся также поздравили министр юстиции ЧР Надежда Прокопьева, руководитель республиканского управления Минюста РФ Дмитрий Сержантов.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Эппин, малашне пулччӑр», — пухӑннисене вӑрӑм кун-ҫул сунчӗ республика Пуҫлӑхӗ.

«В таком случае, пусть впредь так будет», — пожелал собравшимся долгих лет жизни Глава республики.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Валерий Витальевич конференцире сӳтсе явакан ыйтусен ҫивӗчлӗхне палӑртнӑ, пухӑннисене тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пухӑннисене саламласа конференцин пӗрлехи ларӑвне институт ректорӗ, истори наукисен докторӗ Валерий Андреев профессор уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Пилеш» ача садне ҫӳрекен ачасем вара пухӑннисене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех