Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑннисене (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ Андрей Аркадьевич вара алла микрофон тытсах пухӑннисене тав сӑмах каларӗ, пурне те Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячӗпе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Пухӑннисене пурне те чӗнсе каланӑ чухне вӗсем паллӑ тунӑ: 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа чылай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, анчах эпир ҫӗнтерекенӗн ятне - халӑх ятне пӗлетпӗр, астӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Пухӑннисене республикӑри профессионал артистсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паян Шупашкарта - Хресчен уявӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... chen-uyave

Пухӑннисене ЧР Пуҫлӑxӗ Олег Николаев уяв ячӗпе саламларӗ, кӑҫaлхи ҫитӗнӳceмшӗн тав турӗ, малашлӑx тӗллевсене тишкерсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян Шупашкарта - Хресчен уявӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... chen-uyave

Пӑлаки аппа хӑюсӑррӑн кӑштӑртатса тӑрать те: — Ваҫук куллен мана пулӑшнӑран ун пирки ырӑ сӑмах калать ку тесе ан шутлӑр тата, — пухӑннисене тимлӗн пӑхса ҫаврӑнать хайхи.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене саламланӑ май ҫапларах каланӑ:

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

Пухӑннисене Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи ҫамрӑк артистсем Геннадий Волков академикӑн хайлавӗ тӑрӑх сценка лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Марина Николаевна пухӑннисене уяв ячӗпе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Ҫакӑн пек курав ирттерни пухӑннисене черетлӗ хут чечексен илемӗпе пуянлӑхне, паллах, хамӑр таврари тӗнчене уҫма май панӑ.

Проведение такой выставки позволило присутствующим в очередной раз открыть для себя красоту и богатство цветов, и, конечно же, окружающего нас мира.

Чечексем пирӗн ӗмӗр тӑршшӗпех юнашар пыраҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ra-3466770

Вӑл пухӑннисене массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пичет кӑларӑмӗсене аталантармалли паянхи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Абзелил район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Руслан Халилов пухӑннисене салам сӑмахӗ каланӑ май журналистсем летопись ҫыракансем кӑна мар, пурнӑҫри пулӑмсене ӑнкаракансем шутланнине те палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Мероприяти ӑшӑ та кӑмӑллӑ иртнӗ, пухӑннисене нумай аса илӳпе савӑнӑҫ парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Пухӑннисене ПР Пичет агентствин ертӳҫи Максим Ульчев, унӑн ҫумӗ Марат Газизов, Абзелил район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Руслан Халилов саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Журфест -2023» 400 яхӑн журналиста пухрӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/festival/2023-08 ... hr-3395389

Сцена ӑстисен юрри-кӗвви пухӑннисене хавхалану кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр палӑк // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... bba%d0%ba/

Канашлу вӗҫенче Андрей Назаров пухӑннисене ӗҫсене палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлемелли ҫинчен тепӗр хут аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Назаров студентсен кампусне тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗрӗсленӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Ҫак ҫӗр ҫинче эпир 353 ҫул пурӑнатпӑр, 1670 ҫултан пуҫласа… – терӗ Ильдус Хамзевич пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Республика Пуҫлӑхӗ пухӑннисене «Чӑваш Ене, Раҫҫее хӑтлӑрах, илемлӗрех тӑвакансем» тесе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков уява пухӑннисене саламланӑ май фестивале пурте чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине, наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма тата хак пама хавас пулнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Аса илтеретпӗр, уява пухӑннисене саламлама Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, Финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Петрова, Атӑлҫи федераци округӗн Строительсен Союзӗн вице-президенчӗ, Чӑваш Енӗн Строителӗсен Союзӗн председателӗ Энвер Аблякимов, Раҫҫей Федерацийӗн Хисеплӗ строителӗ Владимир Скосырский, «Саморегулируемая организация «Строители Чувашии» Ассоциацийӗн Правленийӗн председателӗ Алексей Грищенко тата та ытти сумлӑ строительсем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, Олег Николаев строительство пайӗнче ӗҫлесе пысӑк хисепе тивӗҫнӗ ветерансене уйрӑммӑн палӑрса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех