Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пире материк патне юхтарса ҫитернӗ-мӗн, Амальфи леш енне — ют вырӑн, анчах, паллах, хамӑр ҫынсем — вӗсем те пулӑҫсем, кун пек ҫил-тӑвӑл вӗсене тӗлӗнтерсе пӑрахмасть, анчах кӑмӑлӗсене тата ырӑрах тӑвать: хӑрушлӑхра пурӑнакан ҫынсем яланах ырӑ кӑмӑллӑ!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ниҫтан пулӑшу кӗтмесӗр, ӗҫпе те выҫӑпа халтан кайса, кунсерен шанчӑкне ҫухатса пурӑнакан ҫынсем ҫав уйӑх ҫине, шӗвӗр ту тӑррисене, хура ҫӑвар пек ту хушӑкӗсене тата тӑшмансен шӑв-шавлӑ лагере енне хӑра-хӑра пӑхнӑ — пурте вӗсем вилӗме аса илтернӗ, вӑл ҫынсемшӗн ӗнтӗ пӗр ҫӑлтӑр та йӑпатмалла йӑлтӑртатман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫырма леш енчи граб турачӗсем ҫаралса юлнӑ та сывлӑшра ҫӗтӗк тетел пек каркаланса тӑраҫҫӗ; тетеле ҫакланнӑ пекех, тусем ҫинче пурӑнакан улатакка ҫав туратсем хушшинче сиккелет, йывӑҫ тунине хура сӑмсипе таккаса, хурт-кӑпшанкӑсене хӑваласа кӑларать, — вӗсене ӳрӗк кӑсӑясемпе кӑвак кайӑксем — ҫурҫӗртен килнӗ хӑнасем — сӑха-сӑха ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
… Патша пурӑнакан ҫурт йӗри-тавра салтаксем татти-сыпписӗр тачӑ тӑрса тухнӑ, дворец чӳречисем умӗнчи площаде утлӑ ҫар вырнаҫнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
«Ун» ҫинчен нихҫан та лайӑххӑн шухӑшламанни, ӑна пурӑнакан чӗрӗ ҫын пек шутламанни сисӗннӗ, «вӑл» мӗн тума кирлине, мӗн тума пултарассине те лайӑххӑн ӑнланман.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Юлашкинчен тата ҫакӑ та пур: эпир ӑна пурте темле, хамӑрӑн тесе, хисеплеттӗмӗр, пирӗн сушкӑпа ҫеҫ пурӑнакан япала пек шутлаттӑмӑр.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Эпир пурӑнакан ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче ылтӑн ҫевӗҫӗсен мастерскойӗччӗ; унта, ытти ҫӗвӗ-тӗрӗ ӑстисем хушшинче, ытти хӗрсемпе пӗрле, вунултӑ ҫулхи горничная Таня пурӑнатчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Васкамасӑр хӑйсем пурӑнакан хуталла хӑпарса пыратчӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Ун умӗнче вунпӗрмӗш хваттерте пурӑнакан Томна Матвеевна тӑра парать.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайчӗсенче савни шыранӑ.На сайтах знакомств 52-летняя жительница Чебоксар искала жениха.
Паллашу сайтӗнчи виҫӗ савнине укҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23422.html
Калама ҫук хӑватлӑ пулнӑ Соломонӑн чун-чӗре хистевлӗхӗ, ҫавна кура тискер кайӑксем те ним турткалашмасӑрах пӑхӑннӑ ӑна: вӑл хӑйсем пурӑнакан ҫурта килсе кӗрсен, арӑслансемпе тигрсем йӑпшӑнса йӑваланнӑ ун ури патӗнче, йӑпӑлтатса тути-ҫӑварӗпе сӑтӑрӑннӑ ун чӗркуҫҫийӗсем ҫумне, хӑйсен катрашкаллӑ чӗлхисемпе ҫуланӑ унӑн аллисене.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӗп хулара пурӑнакан ҫулланнӑ писателе тӑван вырӑнсем хӑй патне чӗнеҫҫӗ, Кӑпшар хӗррине кайса ларас килет унӑн.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Тӗрӗссипе, иртнӗ ҫул хӑйсенчен виҫӗ килӗ урлӑ пурӑнакан Зина Колесовӑпа, тантӑшӗпе вӑрҫнӑ хыҫҫӑн Машӑна та виҫӗ маркӑллӑ конверт ҫине «срочное» тесе ҫырнӑ ҫыру килнӗччӗ.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ.
Правасӑр водителе пула 18-ти ҫамрӑк вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23383.html
Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл сахалтарах пӑлханма, ӳкӗнме пуҫларӗ, вӑл хӑй аллипе тунӑ капӑр мар, анлӑ тупӑка шӑппӑн та ерипен майлашса выртрӗ; пушхирте турра ӗненсе пурӑнакан ватӑ ҫынсем ҫапла, пурнӑҫран тарса, хӑйсене валли вилӗм шӑтӑкӗ чаваҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна пудра сӗрнӗ, чӗнтӗрлӗ ҫухавиллӗ, ӑссӑр куҫлӑ, аскӑнла кулакан маркизсем курӑннӑ; унтан перӗнсе, ҫакӑнса, пӑвӑнса вилнӗ Вертерсем курӑннӑ; малалла — шанса кайнӑ хӗрсем, ялан юратса йӗрекенскерсем, мӑнастире хупӑннӑскерсем, тилӗрекен ҫулӑмлӑ куҫлӑ, уссиллӗ геройсем, айван та чее Дон-Жуансем, савнийӗсене ӗненмен, ҫапах хӑйсен ключницисемпе пурӑнакан ӑслисем… пурте, пурте курӑннӑ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл — тӳрӗ чунлӑ кил хуҫи, тен, ҫавӑнпа килте йӗркесӗрлӗх ан пултӑр, хваттерте пурӑнакан ҫын ӳсӗр дворник илтсе уҫасса урамра ҫӗрле ан кӗтсе тӑтӑр, тет пулӗ; юлашкинчен тата, нумай шаккаса ачасене вӑратма пулать, тейӗҫ хӑш-пӗрисем!
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хура ӗҫпе пурӑнакан ҫын пек, кӗпе-йӗмне шӑматкун ҫеҫ улӑштарать; анчах апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен укҫа-тенкӗ хӗрхенсе тӑмасть вара.Белье, как чернорабочий, менял только в субботу; но что касалось стола, он не щадил издержек.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав кунах, каҫхине, икӗ хутлӑ ҫуртра (вӑл ҫуртӑн пӗр енӗ Обломов пурӑнакан урамалла тухать, тепӗр енӗ — шыв хӗрринчи урамалла), ҫӳлти хутӗнчи пӗр пӳлӗмре Иван Матвеевичпа Тарантьев калаҫса ларчӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫын ӗнси ҫинче ӗмӗр пурӑнакан пуҫтахсем те пур, пуринчен те кивҫен илсе тултараҫҫӗ те хӑнк та тумаҫҫӗ!
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956