Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗҫ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ Татьяна Васильевна, — пӗлтерчӗ мана алӑк умӗнче аллисене ҫурӑм хыҫне тытса тӑракан Яков, — пур енчен те питӗ ӑслӑччӗ ҫав, сирӗн аҫӑра кӳрентересшӗн пулмарӗҫ.

— Покойница Татьяна Васильевна, — так докладывал мне Яков, стоя у двери с закинутыми назад руками, — во всем были рассудительны и не захотели батюшку вашего обидеть.

VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Туссем малтанах килӗшесшӗн пулмарӗҫ, анчах Владимир Петрович хӑйӗннех турӗ.

Приятели сперва не согласились, но Владимир Петрович настоял на своем.

Пирвайхи юрату // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Чартков картинисенче ӗнтӗ чи кирлӗ паха енсем те пулмарӗҫ, ҫав вӑхӑтрах вӗсене ҫынсем мухтарӗҫ, картинӑсене ӑнланакансемпе художниксем ҫеҫ унӑн юлашки картинисене курсан вӗсем начарринчен тӗлӗнсе тӑчӗҫ.

Даже достоинств самых обыкновенных уже не было видно в его произведениях, а между тем они всё еще пользовались славою, хотя истинные знатоки и художники только пожимали плечами, глядя на последние его работы.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Картузне сӗтел ҫине хӑварса, урисем итлесшӗн пулмарӗҫ пулин те, вӗсене урайӗнчен хӑйпӑтса илме нумай вӑй кирлӗ пек, йывӑррӑн тата майӗпен пусса, вӑл алӑк патнелле утрӗ.

Оставив на столе фуражку, он пошел к двери — медленно и так тяжело, будто ноги сопротивлялись и приходилось затрачивать громадное усилие, чтобы приподнимать их от пола.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хыпарӗсем пӑшӑрхантараканнисемех пулмарӗҫ: Фомина Дон сулахай енче шыраҫҫӗ иккен; Рубежнӑйра хӗрлӗармеецсем пуласса пулнӑ, анчах Фомин килӗнче ухтарнӑ хыҫҫӑнах каялла таврӑнса кайнӑ.

Новости, которые передавали им, были утешительны: Фомина искали на левой стороне Дона; в Рубежном хотя и побывали красноармейцы, но после обыска в доме Фомина тотчас уехали.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах казакӗсем ытла ал-хапӑл «хускаласшӑн» пулмарӗҫ

Но казаки не очень-то охотно «шевелились»…

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Яланах ал айӗнче тыткаламалли чи кирлӗ япаласем — супӑнь, сахӑр, тӑвар, краҫҫын, шӑрпӑк, махорка, урапа ҫӑвӗ — сутлӑхра пачах пулмарӗҫ, пушӑ ҫӳлӗксем ҫинче Асмолов фабрики кӑларакан хаклӑ пируссемпе кирлӗ-кирлӗ мар тимӗр-тӑмӑр, туянма ҫын тупаймасӑр, уйӑхӗ-уйӑхӗпе тӑлӑххӑн тусанланса выртрӗҫ.

Мыло, сахар, соль, керосин, спички, махорка, колесная мазь — все эти предметы первой необходимости отсутствовали в продаже, и на голых полках сиротливо лежали одни дорогие асмоловские папиросы да кое-что из скобяных товаров, на которые месяцами не находилось покупателя.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Малтанласа тухса калакансем пулмарӗҫ, кашни хӑй мӗн аса килнӗ, ҫавӑн ҫинчен шапӑлтатрӗ.

Сначала никто не выступал, а все кричали, каждый свое.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вокзал патӗнче вӗсем никама та тӗл пулмарӗҫ, малалла утса кайрӗҫ, ҫапах вӗсем ҫуртсемпе хӳме ҫумӗперех иртсе пычӗҫ.

На привокзальной площади они никого не встретили и дальше пошли шагом, держась поближе к заборам и стенам домов.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

 — Казаксем вилӗпе пӗр пӳлӗмре ҫывӑрасшӑн пулмарӗҫ

— С мертвым ночевать в одной комнатухе не схотели казаки.…

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Корней тайкаланса илчӗ, аллисем чӗтрерӗҫ, саспаллисем куҫ умӗнче сикрӗҫ, вӗсем сӑмаха пӗрлешесшӗн пулмарӗҫ.

Корнея шатало, руки у него дрожали, буквы прыгали перед глазами и не хотели сливаться в слова.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах учителе итлекенсемех пулмарӗҫ.

Но учитель успехом не пользовался.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӳлесшӗн пулмарӗҫ.

Не захотели платить.

«Эп хам пуҫа хамах илсе пырӑп» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ултӑ кун хушшинче нихӑш енче те тыткӑна илнисем пулмарӗҫ.

За шесть дней не было пленных ни с той, ни с другой стороны.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫул ҫинче, хула хӗрринчи урам патне ҫитиччен те, иртен-ҫӳрен ҫынсем хирӗҫ пулмарӗҫ.

За всю дорогу, до самой окраины улицы, почти не попадались люди.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мана кирлӗ начальниксем, инкеке кура, ҫав вӑхӑтра районта пулмарӗҫ.

Тех начальников, до которых было мое дело, на ту беду не оказалось в районе.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун хыҫҫӑн хӗрсем пӗри те вӑкӑр ҫавӑтасшӑн пулмарӗҫ, ҫак ҫӑмӑл ӗҫ патне каччӑна — юлташӗсем пӗрене ҫине ларса станицӑна ишсе кайма сӗннӗ Ҫтаппана тӑратмалла пулчӗ.

После этого случая никто из девушек не хотел становиться к быкам, и на эту легкую работу пришлось послать парня — того самого Степу, которому товарищи советовали плыть на бревне в станицу.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗрарӑмсем пулмарӗҫ.

Баб не было.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑн та ӗнтӗ, хупахран упаленсе тухнӑ чух вулӑсри писӑр курчӗ ӑна, тӳпери уйӑх сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ташлакаласа илнине лайӑхах асӑрхарӗ вӑл, тупата уйӑх ташланине куртӑм тесе, ял ҫыннисене ӗнентерме те хӑтланса пӑхрӗ; анчах лешсем ӗненесшӗн пулмарӗҫ, пуҫӗсене пӑркаларӗҫ, ҫитменнине тата хӑйӗнчен кулма тытӑнчӗҫ.

Правда, волостной писарь, выходя на четвереньках из шинка, видел, что месяц ни с сего ни с того танцевал на небе, и уверял с божбою в том все село; но миряне качали головами и даже подымали его на смех.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Ҫук, тӗл килмерӗ, — тӳрех каларӗ Марийка, — эпӗ унталла-кунталла чупрӑм, темшӗн пӗри те ман тӗле пулмарӗҫ.

— Нет, не пришлось, — прямо сказала Марийка, — я побежала туда-сюда, и почему-то никто мне не не встретился.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех