Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӗсем пиллӗкӗн пӗр тӑван, — каласа пама пуҫларӗ лазутчик хӑйӗн ҫурма вырӑсла чӗлхипе, — акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш тӑванне вырӑссем вӗлерчӗҫ, иккӗшӗ анчах юлчӗҫ; вӑл джигит, паттӑр джигит, — терӗ лазутчик, чеченец ҫине кӑтартса.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Огнянов кунта Дойко бай трактирӗнче каҫ выртма шут тытрӗ, вӑл пӳлӗме кӗрсе тӑма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ун хыҫҫӑнах башибузуксем — пурӗ вун пиллӗкӗн — пӑшалӗсене ҫӗклесе пусма тӑрӑх хӑпара пуҫларӗҫ, вӗсене жандарм ертсе пыратчӗ, Бойчо ҫав жандарма шӑпах тӗрӗк ялӗнчи кофейньӑра курнӑччӗ.
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мӗн пурӗ аллӑ ҫын е ытларах та пухӑнчӗҫ; ҫӗвӗҫсем ҫирӗм хӗр ытла, — улттӑшӗ ҫеҫ хутшӑнман, — ватӑ хӗрарӑмсем виҫҫӗн, пӗр вунӑ ача, ҫӗвӗҫсен амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем тата шӑллӗсем, виҫӗ ҫамрӑк ҫын, каччӑсем: пӗри — сехет ӑсти патӗнче вӗренекенскер, тепри — вак-тӗвек таварсемпе сут тӑвакан, виҫҫӗмӗш — уезднӑй училище учителӗ, лешсем иккӗшӗ те хӑйсене ҫак учитель евӗрлех тыткалаҫҫӗ; тата ҫамрӑк ҫынсем пиллӗкӗн, тӗрлӗ ӗҫпе пурӑнакансем, вӗсем хушшинче икӗ офицер, университет студенчӗсемпе медик-студентсем пӗр сакӑр ҫын.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Илья Ильичӑн мӗн те пулин тӑвас килсен, вӑл куҫне ҫеҫ хӗссе илет — виҫӗ-тӑватӑ тарҫӑ ун кӑмӑлне тултарма ыткӑнаҫҫӗ; мӗн те пулин ӳкерет-и вӑл, мӗнле те пулин япала илсе килмелле пулать-и, вӑл илеймест, мӗн те пулин пырса памалла-и, чей илсе килмелле-и унӑн, ҫивӗч ачан, пурне те хӑйӗн тӑвасси килет, анчах акӑ сасартӑк ашшӗпе амӑшӗ, виҫӗ инкӗшӗ, пиллӗкӗн пӗр харӑс кӑшкӑрса пӑрахаҫҫӗ:
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем унта вун пиллӗкӗн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вара пиллӗкӗн пӗр тӑван: Пуҫ-пӳрне, Палан-ӳте, Ӳте-тирек, Сӗм-сӗмекке тата Кача-папак — пиллӗкӗн пилӗк ҫӗрӗллӗ телей шырама тухса кайнӑ.И пошли искать счастья по свету пять братьев: Большой, Указательный, Средний, Безымянный и Мизинчик.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Полицие ҫырса панӑ хута эпир пиллӗкӗн алӑ пуснӑ, ахӑртнех вӑл пӗлнӗ те кун пирки, халь пиртен ҫапла майпа кулма шутланӑ…
Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Курах кайрӗҫ хайхисем кунта, ҫултан инҫех те мар — пиллӗкӗн.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Сӑмах май, Чӑваш енрен ку мероприятие пиллӗкӗн кӑна хутшӑннӑ.К слову, от Чувашского края к этому мероприятию присоединились только впятером.
Вӑрнар студенчӗсене Крыма чӗннӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2747-v-r ... ryma-ch-nn
Йышлӑрах ҫемьесем Сергей Никифоровпа Николай Шоркинӑн: пӗринче ҫиччӗн, тепринче пиллӗкӗн.Большие семьи у Сергея Никифорова и Николая Шоркина: в одной всемером, в другой впятером.
Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet
Ҫемьере эпир пиллӗкӗн ӳснӗ.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
17. Пӗри хӑратнипе пинӗшӗ тарӗ; пиллӗкӗн хӑратнипе тарсассӑн вара эсир, ҫӑлӑнса юлнисем, ту тӑрринчи патак пек, сӑрт тӑрринчи ялав пек тӑрса юлатӑр.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вуникӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑрах израильсем пӗтӗмпе, чурасемпе хӑрхӑмсемсӗр пуҫне, хӗрӗх икӗ пин те виҫҫӗр утмӑлӑн пулнӑ; чурисемпе хӑрхӑмӗсем вӗсен ҫичӗ пин те виҫҫӗр хӗрӗх ҫиччӗн пулнӑ; кӗлӗ каласа юрлакансемпе псалом юрлакансем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӑх йышӗ хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле: Форос ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл иккӗн; Сафат ывӑлӗсем — тӑватҫӗр ҫитмӗл иккӗн; 10. Арес ывӑлӗсем — ҫичҫӗр аллӑ улттӑн; 11. Фааф-Моав ывӑлӗсем Иисуспа Иоав ывӑлӗсемпе пӗрле — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуниккӗн; 12. Илам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑн; Зафуя ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл пиллӗкӗн; Хорве ывӑлӗсем — ҫичҫӗр пиллӗкӗн; Ванний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑрӑн; 13. Вивай ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр виҫҫӗн; Арге ывӑлӗсем — пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗн; 14. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр ҫиччӗн; Вагой ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр улттӑн; Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑваттӑн; 15. Езекия ӑрӑвӗнчи Атир ывӑлӗсем — тӑхӑрвун иккӗн; Килан тата Азинан ывӑлӗсем — утмӑл ҫиччӗн; Азар ывӑлӗсем — тӑватҫӗр вӑтӑр иккӗн; 16. Аннис ывӑлӗсем — ҫӗр пӗррӗн; Аром ывӑлӗсем — вӑтӑр иккӗн; Вассай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; Арсифуриф ывӑлӗсем — ҫӗр иккӗн; 17. Ветирус ывӑлӗсем — виҫӗ пин те пиллӗкӗн; Вефломон ывӑлӗсем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; 18. Нетофа ҫыннисем — аллӑ пиллӗкӗн; Анафоф ҫыннисем — аллӑ саккӑрӑн; Вефасмон ҫыннисем — хӗрӗх иккӗн; 19. Кариафири ҫыннисем — ҫирӗм пиллӗкӗн; Кафирпа Вирог ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗн; 20. хадиасейсемпе аммидейсем — тӑватҫӗр ҫирӗм иккӗн; Кирампа Гаввис ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗррӗн; 21. Макалон ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗн; Ветолий ҫыннисем — аллӑ иккӗн; Нифис ывӑлӗсем — ҫӗр аллӑ улттӑн; 22. Каламолал тата Онус ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫирӗм пиллӗкӗн; Иерех ывӑлӗсем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн; 23. Санаас ывӑлӗсем — виҫӗ пин те виҫҫӗр пӗррӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Бела ывӑлӗсем: Ецбон, Уззий, Уззиил, Иеримоф тата Ири — пиллӗкӗн; вӗсем ӑру пуҫлӑхӗсем, вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ.7. Сыновья Белы: Ецбон, Уззий, Уззиил, Иеримоф и Ири, пятеро, главы поколений, люди воинственные.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Уззий ывӑлӗсем: Израхия; Израхия ывӑлӗсем вара: Михаил, Овадиа, Иоиль тата Ишшия — пиллӗкӗн.3. Сын Уззия: Израхия; а сыновья Израхии: Михаил, Овадиа, Иоиль и Ишшия, пятеро.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Зоровавель ывӑлӗсем: Мешуллам тата Ханания, вӗсемпе пӗртӑван хӗр Шеломиф пулнӑ; 20. унтан тата пиллӗкӗн: Хашува, Огел, Берехия, Хасадия тата Иушав-Хесед.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Зара ывӑлӗсем: Зимри, Ефан, Еман, Халкол тата Дара — мӗнпурӗ вӗсем пиллӗкӗн.6. Сыновья Зары: Зимри, Ефан, Еман, Халкол и Дара; всех их пятеро.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.