Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Вӑл Ҫӳлхуҫана парне пама юраман таса мар выльӑх пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пырас пулать, 12. священник ӑна хак хурӗ: аван-и вӑл, начар-и — священник епле хак хурӗ, ҫапла пулӗ; 13. кам та пулин ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ хак ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам та кам йӑнӑшпа сӑваплӑ парнесенчен мӗн те пулин ҫиет, унӑн ҫав сӑваплӑ япалана священника памалла, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсир, [хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Турӑ парас] ҫӗре ҫитсессӗн, унта ҫимӗҫ ӳстерекен пӗр-пӗр йывӑҫ лартсассӑн, унӑн ҫимӗҫне касман ҫимӗҫ вырӑнне хурӑр: вӗсене виҫӗ ҫулччен касман ҫимӗҫ вырӑнне хурас пулать, вӗсене ҫимелле мар; 24. тӑваттӑмӗш ҫулхине унӑн мӗнпур ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа уявӗсене халалласа памалла; 25. пиллӗкмӗш ҫул эсир унӑн ҫимӗҫне ҫиме пултаратӑр, вӑл ӳстернӗ пӗтӗм ҫимӗҫе хӑвӑр валли пуҫтарса илме те юрать.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн, 3. е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн, 4. ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр; 5. е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр; 6. хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр; 7. священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 15. кам та пулин йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, Ҫӳлхуҫана халаллани тӗлӗшӗнчен йӑнӑшпа ҫылӑх тусассӑн, Ҫӳлхуҫана вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр така кӳтӗр, ӳкӗнӗҫ парни пама, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, таса сикль виҫипе кӗмӗл сикль кӳтӗр; 16. ҫав сӑваплӑ япалашӑн тавӑрса патӑр — вӑл ун тӗлӗшӗнчен ҫылӑх тунӑ; ун ҫумне тата унӑн хакӗн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр та священника патӑр, священник ӑна ӳкӗнӗҫ парни пама кӳнӗ такапа тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Республикӑри кашни пиллӗкмӗш предприяти ҫӗнӗ йышши тавар туса кӑларать.Каждое пятое предприятие Чувашии выпускает инновационную продукцию.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749
Пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне сӑвӑ ҫырас туйӑм вӑраннӑ Ирина Петровӑра.
Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Вируссемпе Евгения Анисимова тата Анастасия Пынзарь, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем кӗрешнӗ.
Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Драма театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ялти клубра анне ячӗпе пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ тӳлевсӗр спектакль лартрӑмӑр.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ҫакӑ - пӗтӗм коллективӑн пиллӗкмӗш пайӗ.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Надежда Львовна шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе пиллӗкмӗш ҫул ӗҫлет.
Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Пиллӗкмӗш хут иртекен турнир район пуҫлӑхӗсем килнипе ҫеҫ мар, сакӑр команда тытӑҫнипе те паллӑ пулчӗ.
Ялта футбол аталанать // Александр МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ахальтен мар ҫар комиссариачӗсен республикӑри ӑмӑртӑвӗнче Патӑрьелсем пиллӗкмӗш ҫул — пӗрремӗшсем.Не спроста в республиканском соревновании военных комиссариатов Батыревцы уже пятый год — первые.
Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ку манӑн Патшалӑх Канашне тата Чӑваш Республикин халӑхне янӑ пиллӗкмӗш ҫыру, ҫавӑнпа та эпӗ маларах тунӑ ӗҫӗн хӑш-пӗр пӗтӗмлетӗвне илсе кӑтартас тетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945