Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лев 22

Пай: Библи –> Левит

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.28 20:26

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 616

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: вӗсем Израиль ывӑлӗсенӗн сӑваплӑ япалисене сыхлануллӑн тыткалаччӑр, Мана халаллакан парнисем урлӑ Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа. 3. Вӗсене кала: сирӗн ӑрӑвӑр ҫынни — кирек хӑш сыпӑкри ҫын та — хӑй таса мар чухнех Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана халаллакан сӑваплӑ парнесем патне пырас пулсассӑн, ҫав чуна Манӑн куҫӑм умӗнчен пӗтерччӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр]. 4. Аарон вӑрлӑхӗнчен тухнӑ ҫын тилҫеллӗ пулсассӑн е юхакан чирлӗ пулсассӑн, хӑй тасалса ҫитиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; кам та пулин пӗр-пӗр вилӗ таврашне сӗртӗнсессӗн е камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, 5. е кам та пулин пӗр-пӗр ҫӗлен-калтана сӗртӗнсе тасамарлансассӑн, е ҫынна сӗртӗнсе унӑн кирек мӗнле тасамарлӑхне те пула таса мар пулса тӑрсассӑн, 6. ҫавсене сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ, хӑйӗн ӳтне шывпа ҫуса тасатиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 7. хӗвел ансан, хӑйне тасатсан вӑл сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать, мӗншӗн тесессӗн ку — унӑн ҫимӗҫӗ. 8. Унӑн виле ашне, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫимелле мар, унпа ирсӗрленмелле мар. Эпӗ Ҫӳлхуҫа. 9. Вӗсем Эпӗ хушнисене астуса тӑччӑр, ҫакна пӑсса хӑйсем ҫине ҫылӑх ан илччӗр, ҫылӑхпах вилмелле ан пулччӑр. Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа [Турӑ].

10. Урӑх ҫын никам та сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; священник патне вырӑнаҫнӑ ҫын та, кӗрӗшсе ӗҫлекен те сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 11. священник хӑй валли кӗмӗл тӳлесе ҫын туянсассӑн, ҫав ҫын сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать; унӑн килӗнче ҫуралса ӳснисем те унӑн ҫӑкӑрне ҫиме пултараҫҫӗ. 12. Священник хӗрӗ ют ҫынна качча кайсассӑн, унӑн вара сӑваплӑ парнене кӳнине ҫимелле мар; 13. священник хӗрӗ тӑлӑх арӑма юлсассӑн е ӑна уйӑрса янӑ пулсассӑн, унӑн ачисем пулмасассӑн, вӑл ашшӗ килне таврӑнса ҫамрӑк чухнехи пек пурӑнсассӑн, вӑл ашшӗ ҫӑкӑрне ҫиме пултарать; урӑх ҫыннӑн ӑна никамӑн та ҫимелле мар. 14. Кам та кам йӑнӑшпа сӑваплӑ парнесенчен мӗн те пулин ҫиет, унӑн ҫав сӑваплӑ япалана священника памалла, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла. 15. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен сӑваплӑ парнесене священниксен хӑйсен те вараламалла мар, 16. хӑйсен сӑваплӑ пайӗсене ҫинӗ чухне вӗсем йӗркесӗр ӗҫ туса хӑйсем айӑпа ан кӗччӗр: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.

17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Израиль килӗнчен е ютран килсе Израиль ҫыннисем хушшине [вырӑнаҫнисенчен] кам та пулин пӗр-пӗр сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе хӑйӗнчен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳрет пулсассӑн, 19. вӑл ҫапла Турӑран ырӑлӑх тупас тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр ар выльӑх пулмалла, шултӑра выльӑх, сурӑх, качака пулмалла; 20. айӑплӑ выльӑха нихӑшне те [Ҫӳлхуҫана] ан парӑр: вӑл сире ырӑлӑх кӳмӗ. 21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.

26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. пӑру е сурӑх путекӗ, е качака путекӗ ҫуралсан унӑн ҫичӗ кун амӑшӗ ҫумӗнче пулмалла; саккӑрмӗш кунран пуҫласа унтан малалла вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳме юрӑхлӑ пулӗ; 28. анчах ӗнине — пӑруланӑ пӑрушӗпе, сурӑхне пӑранланӑ путеккипе пӗрле пӗр кунта ан пусӑр. 29. Ҫӳлхуҫана тав парни кӳретӗр пулсассӑн, вӑл сире ырӑлӑх кӳмелле пултӑр, ӑна ҫапла кӳрӗр; 30. ӑна ҫав кунах ҫисе ямалла, ирччен унран нимӗн те ан хӑварӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа.

31. Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа. 32. Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларӑр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Эпӗ сӑваплӑ пулам. Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, 33. сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех