Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Асӑрханӑр, шкулта вируссем!

Автор: Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем

Ҫӑлкуҫ: «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Хушнӑ: 2016.03.20 14:39

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 256

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Ҫулсеренех эпир шкула ҫӳретпӗр. Ҫапла кулленех пире мӗн чухлӗ «вирус» хупӑрланине тӗшмӗртейместпӗр те. Эпир вара шкулта мӗнле вируссем ҫӳренине тата вӗсемпе мӗнле кӗрешмеллине тупса палӑртас терӗмӗр. Халӗ вӗсенчен чи анлӑ сарӑлнисене пӑхса тухӑпӑр. Ку пур шкулпа та ҫыхӑннӑ.

1. Тупӑшу вирусӗ.

Ҫак чир сӑлтавӗсем мӗн пӗчӗкренех, ачасене тантӑшӗсемпе танлаштарма пуҫланӑ вӑхӑтрах, вӑй илеҫҫӗ. Вирус пурнӑҫӑн тӗрлӗ хутлӑхне лекет: спорта, вӗренӗве, пултарулӑха, туслӑха, арҫын ачасемпе хӗрачасен хутшӑнӑвне. Кашни ҫын пӗрремӗш ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне тата парӑну кулянӑвне лайӑх астӑвать. Ҫак вируспа чирлисем ыттисене юратмаҫҫӗ, вӗсенче тӑшмана ҫеҫ кураҫҫӗ, вӗсенчен ҫӳллӗрех пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Антивирус программине 2-мӗш пунктра пӑхӑр.

2. «Стенасемпе партӑсем ҫинчи сӑмах ирӗклӗхӗн» вирусӗ.

Тупӑшу курайманлӑха куҫсан палӑрма пуҫлать ку чир. Ӑна пула шкул пурлӑхӗ шар курать. Икӗ пулӑмӗнче те пулӑшакан антивирус: командӑсене пайланса тупӑшмалли мар, ушкӑнри ҫынсене пӗрлештерекен мероприятисем ирттерни /ҫулҫӳрев, субботник, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗ тата ытти те/.

3. Сас-хура вирусӗ.

Ку чир шкулти пур ачана та ҫавӑрса илнӗ. Унӑн тыткӑнне ҫакланнисен чӗлхи ҫинче сӑмах тӑмасть, хыпарсем ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫсе саланаҫҫӗ, кама е мӗне те пулин «кӑшламаллах» вӗсен. Ку вируспа чирлисенчен аяккарах ҫӳресен аванрах, мӗншӗн тесен унран сывалма ҫав тери йывӑр /нумай ӗҫлемелле пулать/. Чир-чӗре малалла аталантарас мар тесен ҫапларах сӗнӳсем паратпӑр:
1. Ют вӑрттӑнлӑха упрама пӗлӗр;

2. «Ҫӗр хут илтнинчен пӗр хут курни аванрах», — тенине асра тытӑр.

4. «Ик айкки те тӑвайкки» вирусӗ.

Шухӑшсӑр пӑхни, сӳрӗклӗх, вӗрентекен асӑрхаттарсан та ним пулман пек ларни, ыйхӑлани, юнашар лараканпа хутшӑнманни — асӑннӑ вирус паллисем.

Унпа кӗрешмелли меслет — мӗнпе те пулин кӑсӑклантарни, мероприятисене хастар хутшӑнтарни, кружоксемпе секцисене ҫӳреттерни. Чи кирли, кашни ҫитӗнӳшӗн мухтамалла. Чиртен сыватма пулатех.

Вируссемпе Евгения Анисимова тата Анастасия Пынзарь, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем кӗрешнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех