Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

перет (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий учӗ ҫинчен анчӗ те, сӑмсине пӳрнипе пӑчӑртаса (вилнӗ салтакран виле шӑрши перет), унӑн кӗсйисене ухтарчӗ.

Григорий слез и, зажимая нос (от мертвого разило густо-сладким трупным запахом), обыскал его.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, стена ҫумне хирӗнсе тӑнӑ вӑкӑр пек, хӑйӗннех перет.

Митька уперся в свое, как бугай в стену.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арчасенче нумай вӑхӑт хушши выртнӑ юбкӑсенчен, мундирсенчен тата тутӑрсенчен нафталинпа темӗнле йывӑр-пылак шӑршӑ перет.

От слежавшихся в сундуках юбок, сюртуков и шалек пахло нафталином и еще чем-то сладко-тяжелым, — так пахнут старушечьи затасканные канунницы.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла каласанах, Вакула хӑраса ӳкрӗ, сӑмахӑм ытла тӳрӗ пулчӗ пулас, калас сӑмахӑма ҫемҫетме те пӗлеймерӗм, терӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, Пацюкӗ ӗнтӗ катки-чашкине, ярса илсе тӳрех пуҫран перет пуль тесе, вӗри ҫӑмах яшки пите сирпӗнесрен, кӑштах аяккалла чакса питне ҫаннипе хупларӗ.

Проговоря эти слова, Вакула испугался, подумав, что выразился все еще напрямик и мало смягчил крепкие слова, и, ожидая, что Пацюк, схвативши кадушку вместе с мискою, пошлет ему прямо в голову, отсторонился немного и закрылся рукавом, чтобы горячая жижа с галушек не обрызгала ему лица.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Акӑ ҫапла тумалла та — ӗҫӗ те пӗтрӗ, автомат вӗҫӗмсӗр перет».

Вот так надо сделать — и дело с концом, автомат будет стрелять бесконечно».

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Акӑ ҫакӑн пек куҫарса лартсан пӗрерӗн перет, — терӗ вӑл пӗрмаях хӑй ӑшӗнче, малта шуса пыракан партизансем хӑварнӑ йӗрпе пынӑ чух пӗр самантлӑха чарӑнса, — акӑ ҫакӑн пек тусан — вӗҫӗмсӗр перет».

«Вот если так переставить, то будет стрелять по одному, — говорила она все время про себя, скользя по следам, оставленным впереди ползущими партизанами, на мгновение останавливаясь, — а вот так — будет стрелять бесконечно».

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах Умрихин хӑйӗннех перет.

Но Умрихин — свое:

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Вӑл ун патӗнче ҫунат айӗнчи пек пурӑнчӗ, вара хӑй юрама пӗлнипе аслӑ вырӑна ларчӗ»; «Критика ҫук ҫӗрти вырӑн яланах ҫӗрӗк тата ҫӗрне шӑршӑ перет».

«Он был у него как под крылышком, а выдвинулся своим подхалимством», «Там, где нет критики, там место всегда гнилое и воздух с душком».

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Каллех хӑйӗнне перет!

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эпӗ сана калатӑп: кансӗрлет, тетӗп, — хӑйӗннех перет Тимофей Ильич.

— А я тебе говорю: мешает, скажу, — на свем же настаивал Тимофей Ильич.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Курӑксем хушшинче ҫавасем йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫулса пыракан утӑ хура йӗр пек выртса пырать, ҫӗр ҫырли шӑрши перет, утӑ ҫулакан машинӑсем янӑраҫҫӗ — эх, мӗнле юрӑ ку!

В траве блестят косы, темнеют валки, пахнет земляникой, звенят сенокосилки, — это же такая песня!

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫав тери хыпӑнса ӳксе, анчах та пӗлсе, витӗр курса перет вӑл.

Он действовал с лихорадочной, но расчетливой и зоркой быстротой.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗри тӗрлӗ шӑтӑксенчен перет, тепри пур, щельсене тӑпра чышать, теприсем тата, винтовкӑсемпе, чул муклашкисемпе, тупӑпа пулемёт кӗпҫине, танк бронине кӳпкеҫҫӗ.

Они стреляли в разные отверстия, забивали жалюзи землей, били камнями по стволам орудия и пулемета, по теплой броне…

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑраххӑн пынӑҫем вӑраххӑнтарах пырса, танк окопсем ҫинелле тупӑран перет; тулхӑра-тулхӑра тӗтӗмпе ҫулӑм пӗрӗхтерсе пынӑнах туйӑнать вӑл.

Танк отвечал из пулемета; похоже было — он чихал огнем и дымом.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тумтирсем вӗсен тӗссӗрленсе, лӳчӗркенсе, таткаланса пӗтнӗ, вӗсенчен йӳҫенкӗ тар шӑрши перет.

Обмундирование у них выгорело, от него сильно пахло терпким потом.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Упӑшкин кӑмӑлне ӑнланса илме ку ҫителӗклӗ пулчӗ: халь вӑл хӑйӗннех перет ӗнтӗ.

Это значило, что от мужа сейчас больше не добьешься ни слова…

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Хушӑкран нӳрӗ, ҫӗрӗк шӑрш перет.

Из расщелины тянуло затхлой прохладой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Лешӗ хӑйӗннех перет: «Уйрӑлӑр луччӑ», — тет.

Тот заладил одно: «Лучше разойтись, лучше разойтись».

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

— Пирӗн Гурка лешсем ҫине перет, — терӗ вӑл, пуҫӗпе пӑшал пенӗ еннелле кӑтартса.

— Наш Гурка в них палит, — сказал он, указывая головой по направлению выстрела.

XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ӑна приказ параҫҫӗ: пер, вӑл тытать те перет, — кама, мӗншӗн?

Ему приказывают: стреляй, и он стреляет, — кого? за что?

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех