Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайтах сăмах пирĕн базăра пур.
пайтах (тĕпĕ: пайтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пайтах пулкалать!

Сколько угодно!

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ҫав кун пайтах юн юхре ӗнтӗ, ачасем вара кӑмӑллӑ пулчӗҫ.

День выдался кровопролитный и, значит, очень удачный.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫамрӑк ашшӗн аслисенчен вӗренмелли те пайтах темелле.

Куҫарса пулӑш

Староста удостоверенийӗ яваплӑха тата ӳстерӗ // Н. МИХАЙЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Пайтах.

Довольно.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пайтах вӑхӑт иртсен, ҫак ҫук ҫын ватӑлмалӑх кунӗнче, телейне хирӗҫ, пуйса кайрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

Кивӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсемпе чупса ҫӗмӗрӗлнӗ грузовика хута яма пайтах вӑй хунӑ вӑл.

Он довольно много силы вложил на починку старого, заезжанного военными дорогами грузовика.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Вӑл Генӑпа пӗрле Йӑрар ҫырмисем тӑрӑх пайтах чупнӑ, йӑпӑлтак сӑптӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

…Эпӗ 1937-1939 ҫулсенчи пухусемпе ларусен протоколӗсене тӗплӗ вуланӑччӗ, вӗсенчен ҫырса илнисем те манӑн архивра пайтах.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Анчах та инвестор хӑйӗн укҫи-тенкине хывма пирӗн район экономикине суйласа илтӗр тесен пайтах тӑрӑшса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ҫамрӑклах вӑкӑр пӑхнӑ, Йӗпреҫе тырӑ леҫме те пайтах ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнакансен пурнӑҫӗнче телейӗ те, савӑнӑҫӗ те, хуйхи-суйхи те пайтах пулнӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи пурнӑҫа аса илентӗн те — ӑшшӑн пӑхмалли пайтах ҫав: Чӑваш Республикин экономики ун чухне тӗреклӗрехчӗ, республикӑри аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче самаях тарӑн пӗлӳ паратчӗҫ, пысӑк шайлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пайтахчӗ, чӑваш чӗлхиллӗ хаҫат-журналсем вӑйлӑччӗ, писательсемпе журналистсем еплерех тарӑн шухӑшлӑ ӗҫсемпе савӑнтаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

70 ҫул хушшинче таврари ҫырма-ҫатрана нӳрӗкпе тивӗҫтерекен чӑтлӑх-вӗтлӗх пайтах сахалланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чи пахи, пирӗн каласа памалли те, кӑтартмалли те - пайтах.

Главное, нам есть о чем рассказать и есть что показать.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Ӗлӗкхилле: «Атя-ха, Слава, пулӑш», — тесе ыйтакан паян та пайтах тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Мария Константиновна кун-ҫулӗнче савӑнӑҫлӑ самант та, манӑҫми кун та, кулянмалли вӑхӑт та пайтах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Пирӗн пирки мар вӑл, чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет», — тесе янӑрашакан пайтах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хӑйсен ҫумӗнче Ҫтаппан Осипович пурӑнатчӗ, вӑл аттерен ҫулталӑк аслӑрахчӗ, пӗрремӗш империализм вӑрҫинче пайтах хура-шурӑ курнӑскерччӗ.

Рядом с ними жил Степан Осипович, он был на год старше отца, вдоволь повидавший бед во время первой империалистической войне.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Выҫӑпа пайтах ӗҫленӗ.

Много работали впроголодь.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех