Шырав
Шырав ĕçĕ:
Крыльца патне ҫитсен, Шошин ҫӑмӑл та кӑмӑллӑ туйӑмпа миххине ҫӗре пӑрахрӗ; хашканӑ май тарланӑ ҫамкине ҫӗлӗкӗпе шӑлса илчӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Халь урӑх приказ пур! — терӗ те Усачев, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан миххине майларӗ.— А теперь есть другой приказ! — Усачев оглянулся, поудобнее устроил мешок на плече.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тимофей Ильич миххине ури патне лартнӑ та, кунта юлас-ши е каяс-ши, тесе шутланӑ пек, ҫаплах алӑк патӗнче тӑрать-ха.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Артамашов лашасем чупса пынӑ ҫӗртенех сиксе анатчӗ те, хапхисене килти пекех уҫса ярса, тачанкӑна кӗртсе яратчӗ, вара Хохлаков арӑмӗпе, Марфа Семеновнӑпа, тата кучӑрпа пӗрле ҫиелтен марльӑпа ҫӗленӗ корзинкӑсене, ҫӑнӑх миххине, темле ҫыхӑсемпе витресене ҫенӗхе илсе кӗретчӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Блиндажра Матвей Юргин ҫук, ҫавна кура вара Петро Семиглаз, миххине сӗтӗрсе кӗртсе, пӗтӗм отделенине пӗлтерчӗ:
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Володя бутылкӑсем чикнӗ хаклӑ миххине инҫетри кӗтессе тирпейлесе хучӗ те — халӗ вӗсем хӑрушсӑр вырӑнта теме пулать — хӑй кӗнӗ ҫӗрелле тухма тытӑнчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хӑйӗн йывӑр та кӗмсӗртетекен миххине сӗтӗрсе, подвалӑн кирпӗч картлашкисем тӑрӑх сыхланса антарчӗ те ҫӗр айӗнчи хӳтлӗхе кӗрсе кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Егорушка Пантелее те, ҫӑм миххине те, хӑйне те курмарӗ; вӑл нумаях пулмасть уйӑх ҫутатнӑ еннелле чалӑшшӑн пӑхрӗ, анчах унта та, лав ҫинчи пекех, сӗм-тӗттӗм иккен.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Карӑнса та чӗтренсе, чӑпта унталла-кунталла туртӑнчӗ, ҫӑм миххине, Егорушка питне ҫапа-ҫапа илчӗ.Встрепенувшись, рогожа рванулась во все стороны и захлопала по тюку и по лицу Егорушки.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫӑм миххине ҫыхнӑ пӑява ҫирӗпреххӗн тытса, Егорушка каллех кӑмӑллӑн кулса ячӗ, кӗсйинчи пӗремӗкне майлаштарчӗ, вара килте вырӑн ҫинче ҫывӑрса кайнӑ чухнехи пекех ҫывӑрма пуҫларӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Миххине вӑл часах салтса уҫрӗ.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ хам чечексене ҫав труба тӗлӗнче тӑваратӑп та, малтан кӑмӑлласах колхозсем ҫинчен, рабочи класс ҫинчен, ытти япаласем ҫинчен каланине итлетӗп, кайран вара пуҫа хуть сӗлӗ миххине чик: Мускавран такам ӑйӑр пек: «Налей еще немного, давай выпьем, ей-богу», — тесе ахӑрса ярать, вара, каласан ӗненмӗр, ырӑ ҫынсем, манӑн ҫав тери ӗҫес килсе каять те ним тума аптраса ҫитетӗп!
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй вара будка айӗнчен хӑйӗн миххине туртса кӑларчӗ, пуҫланӑ чӗрӗк эрех кӗленчине кӗсйине чикрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Щукарь мучи, ним тума аптӑранипе шак хытса кайса, аллинчи миххине лаштӑрах ҫӗре ӳкерет, ҫӗлӗкне хывать те ытла та вырӑнсӑр вӑхӑтра пулин те сывлӑх сунать: «Ырӑ сывлӑх сунатӑп, Афанасий Петрович!» — тесе хурать.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мекеҫленнипе хӑмла ҫырли пекех хӗрелсе кайнӑ Ҫемен миххине урлӑ ытамласа тытрӗ те йӑтса уттарчӗ…
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑватӑ миххине Ҫемен пырса пушатрӗ, анчах пиллӗкмӗшӗн анине салтса ярсан, Ушаков ҫакӑн ҫине хурчӑка пекех сиксе ӳкрӗ: — Санӑн аҫу ҫакнашкал вӑрлӑхпа акма хатӗрленнӗччӗ-им-ха вара? — терӗ те, Ҫеменӗн сӑмси умне тӳрех пӗр ывӑҫ хайхи вӑрлӑха ывӑҫласа пырса кӑтартрӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Амӑшне ҫӑнӑх миххине ҫавӑркаланӑ пек тыткаланӑ хушӑра эпӗ ачана сӑнарӑм, вӑл урайӗнче, чӳрече патӗнче ларать, ун умӗнче — хулӑн хӑмасенчен ҫапса тунӑ ещӗк, ещӗкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе: ОСТОРОЖНО Т-ВО Н. Р. и К° — тесе ҫырнӑ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ҫурма ҫӗрӗшнӗ фотопленкӑсен миххине тупрӑмӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытла ӗшеннӗскер, ҫурӑм миххине хӑрах алла тытрӑм, тепӗр аллӑмра чемодан, эпӗ «Охотнӑй рядри» станцинче метрона антӑм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ромашов миххине ӳкерчӗ те кӑштах куҫне хупса тӑчӗ, эпӗ ӑна тепӗр пӳлӗмрен пӑхса тӑтӑм.Я видел из передней, как он уронил мешок и немного постоял с закрытыми глазами.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951