Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маччаналла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Самӑр судья ҫӑварне кӳпшек аллипе хупласа анасларӗ, хӗрлӗ мӑйӑхли тата ытларах шурса кайрӗ, вӑл хӑш чух аллине ҫӗклерӗ те, тӑнлав шӑмми ҫине пӳрнипе хыттӑн пусса, хурлӑхлӑн чарӑлнӑ куҫӗпе маччаналла пӑхрӗ.

Толстый судья зевал, прикрывая рот пухлой рукой, рыжеусый побледнел еще более, иногда он поднимал руку и, туго нажимая на кость виска пальцем, слепо смотрел в потолок жалобно расширенными глазами.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӗсем, маччаналла пӑхса, вырӑнӗсем ҫинче ним хускалмасӑр выртнӑ.

Они неподвижно лежали в постелях с глазами, устремленными в потолок.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Маччаналла махорка тӗтӗмӗ мӑкӑрланса хӑпарать.

К потолку поднимались клубы махорочного дыма.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шубин каллех маччаналла тинкерчӗ; Zoé ӑна кӑштах йӑл кулса ответлерӗ.

Шубин опять возвел глаза к небу; Zoé ответила ему полуулыбкой.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Пар-ха хама! — терӗ те Жиган, пӗр шӑтӑкран маччаналла кӗрсе кайрӗ.

— Давай! — И Жиган полез в щель, под крышу.

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ӑвӑс пек сарӑхнӑ пичӗпеле, хупнӑ куҫӗсемпе, кӑвакарнӑ куҫ хупанкисемпе вӑл маччаналла пӑхнӑ; сывлани палӑрмасть; вӑл вилнӗ ҫын пек туйӑнать.

Лицо его, желтое, как воск, с закрытыми глазами, с посинелыми веками было обращено к потолку, не было заметно дыхания: он казался мертвецом.

X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Вӑл, маччаналла пӑхса, шухӑша кайрӗ.

Она подняла глаза к потолку и задумалась.

XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Сергей Николаевич, шурӑ сӑнлӑ чӑмӑркка этем, малтан хуҫа ҫинелле, унтан маччаналла пӑхрӗ.

Сергей Николаевич, кругленький человек с пухленьким белокурым лицом, посмотрел сперва на хозяина, потом поднял глаза к потолку.

Пирвайхи юрату // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Тепӗр пуҫӗнчен хунарпа маччаналла тӗллесе ҫутатрӑм.

Этот листок я приклеил на один конец цилиндра и этим цилиндром накрыл включённый заранее фонарик.

Планетари // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 18 с.

— Егорыч чарӑнчӗ, вӑрах хушӑ маччаналла тӗлсӗррӗн пӑхса выртрӗ.

— Егорыч помолчал, долго смотрел отсутствующим взглядом в потолок.

11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Егорыч вӑрах хушӑ маччаналла тӗллесе выртрӗ, унтан ассӑн сывласа ячӗ те хушса хучӗ:

Егорыч долго смотрел отсутствующим взглядом в потолок, потом, вздохнув, добавил:

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Берлин патӗнче, урӑхла каласан, лазаретра, манпа пӗрле пӗр артиллерист выртсаччӗ, — калаҫрӗ Егорыч, куҫне маччаналла тӗлленӗскер.

— Лежал со мной под Берлином, то есть в лазарете, один артиллерист, уставившись взглядом в потолок, рассказывал Егорыч.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Палатӑра вӑл маччаналла пӗр шарлами пӑхса выртрӗ, йӑтӑнса килнӗ усал шухӑшсене ҫаплах пӑрса ывӑтаймарӗ.

В палате он молча смотрел в потолок яг яе мог совладать с приливом горьких мыслей.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ҫуса яр хуть хӑвӑн тусанна, ашшӗ, тетпӗр эпир ӑна, вара тыт пире, ывӑт маччаналла — пире ку питех те килӗшет!

«Да отмой хоть черноту-то самую, батя, — говорим мы ему, — а потом уж бери нас, подбрасывай к потолку — нам это очень даже нравится!»

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сак ҫине выртать те Гришатка трубан пӗр вӗҫне куҫӗ тӗлне тытать, тепӗр вӗҫне маччаналла тӗллет.

Ляжет Гришатка на лавку, один конец трубы к глазу, второй в потолок.

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Степан кӑвакарса тискерленсе кайнӑ, кашкӑр кичемлӗхӗ вӗчӗлтетнипе, ҫуркаласа пӗтернӗ кӑвак татӑксене маччаналла вӑркӑнтарса кӑна ывӑтать; шӑхӑрса тӑракан ҫивӗч хурҫӑ вӗсене сывлӑшра турам-турамӑн таткалать.

Посеревший, дикий, в волчьей своей тоске, Степан подкидывал к потолку голубенькие искромсанные шматочки; повизгивающая отточенная сталь разрубала их на лету.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анфиса Марковна сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, типшӗм пӳрнисемпе ҫиттине тыткаласа пӑхрӗ; унӑн маччаналла пӑхакан куҫӗсем ҫамрӑксенни пек ҫуталса кайрӗҫ, кӑштах шуралма ӗлкӗрнӗ сӑн-пичӗ ҫинче кӑмӑлне хытарни палӑрчӗ, хӗрӗсем ҫакна ӑнланса илчӗҫ: амӑшӗ паха та питӗ кирлӗ япала ҫинчен кӗтмен ҫӗртен каласа парасси килнине хӑй ӑшӗнче тытса тӑрать иккен.

Анфиса Марковна присела у стола, потрогала суховатыми пальцами скатерть; черные глаза ее заблестели свежо, в чертах слегка побледневшего лица отразилось усилие, и дочери поняли, что она удерживает себя от внезапного желания поведать им что-то необычайно важное.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑй патне килсе кӗрсен, Ромашов хӗҫне те хывмарӗ, кравать ҫине пальти-мӗнӗпех йӑванса кайрӗ те, маччаналла тӑнсӑррӑн та шӑтарасла пӑхса, темӗнчченех ним сиккелеми выртрӗ.

Придя к себе, Ромашов, как был, в пальто, не сняв даже шашки, лег на кровать и долго лежал, не двигаясь, тупо и пристально глядя в потолок.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вилнине асӑнас литурги пит чаплӑн пуҫланчӗ; кадилӑран тухакан кӑвак тӗтӗм маччаналла хӑпарать; алтарь умӗнче тем пысӑкӑш ҫурта лартмаллисем, вӗсенче ҫурта ҫунать, люстрӑсене те ҫутса янӑ, ҫапла пӗтӗм чиркӳ ӑшӗ ҫап-ҫутӑ курӑнать.

Заупокойная литургия началась торжественно; синие облака курений поднимались из кадильниц к сводам; перед алтарем стояли большие подсвечники с горящими свечами, зажгли все люстры, так что вся церковь была залита светом.

XXI. Вилӗ кӗлли туни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

N господин, тем аса илме хӑтланнӑ пек, маччаналла тӗллесе пӑхать те каллех калаҫма тытӑнать.

Господин N, глядя вверх, будто что-то припоминая, добавил:

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех