Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 11

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 19:43

Пуплевӗш: 38; Сӑмах: 397

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кунсем хӑйсен ӗмӗрхи черечӗпе йӗркеленсе иртсе пычӗҫ. Ҫутҫанталӑк саккунӗ хушнӑ пекех. Сергей урине тунӑ операци лайӑх иртрӗ. Кузнецов вӑл тепрер уйӑхран тӑрса пӗрремӗш утӑмсем тӑвасса ҫирӗп шанса тӑчӗ. Ҫав куна хирург уяв пекех кӗтрӗ.

Петровсемшӗн вара питӗ тертлӗ те асаплӑ вӑхӑт пуҫланчӗ. Вӗсене тӑтӑшах пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ: мӗнле пурӑнмалла малашне? Сергее вӑхӑт-вӑхӑт ҫӗнӗ ҫул тупӑннӑн, ӑнӑҫлӑх пур пек туйӑнать. Анчах лайӑхрах шухӑшласа пӑхать те умма каҫса каймалла мар ҫӳллӗ стена тухса тӑрать: алӑсем ҫук, вӑл пӗр чӗптӗм хевтесӗр… Арканать вара пӗтӗм ӗмӗт. «Юрру вӗҫленнӗ сан, йӗкӗт!» — хӑлхаран кӗвӗҫтерсе пӑшӑлтатать сутӑнчӑк туйӑм. «Ан пӑлхат, йӗксӗк! Эпӗ хам юрра юрласа пӗтерӗп-ха!» — сиксе тӑрса пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ярас килет ҫакна хирӗҫ. Чӗрене каллех хӑйне хӑй хӗрхенес, шеллес шухӑш хӗсӗнсе кӗрет те ҫӗнӗрен пуҫланать вара иккӗленӳ: тен, пурнӑҫ текен юрӑ чӑннипех те вӗҫленнӗ унӑн?

Сергей арӑмӗ ҫине пӑхать. Ун куҫӗсенче вӑл пулӑшу тупасшӑн. Лешӗ, пӗчӗк те ырханскер, ларнӑ та такам тивӗҫсӗр кӳрентернине тарӑхнӑ шкул ачи пек кӑна курӑнать. Сӑмси шӗвӗрленсе кайнӑ, куҫӗсем путса аннӑ. Сергей арӑмӗн питне тимлӗн пӑхать, кӗтмен ҫӗртенех вӑл унра темӗнле ҫӗнӗлӗх пуррине туйса илет. Таня сасартӑках кӳреннӗ хӗрачаран ҫитӗннӗ ҫын пулса тӑрать. Шалти хӑвачӗпе хавхалантаракан, ҫӗклентерекен вӑйлӑ хӗрарӑм. Ҫӗнӗрен чакать, ҫухалать вара усал шухӑш-кӑмӑл, ҫӗнӗрен ҫуралаҫҫӗ, ҫунатланаҫҫӗ шанӑҫпа тулнӑ ырӑ плансем.

Август пуҫламӑшӗнче сисӗнмеллех начарланса кайрӗ Егорыч сывлӑхӗ. Старик ҫакна пытарасшӑн тӑрӑшрӗ, хӑйне хӑй хавхалантарасшӑн хӑтланчӗ, анчах вӑл куллен кун ытларах та ытларах палӑра пуҫланӑ пулсан, ӑҫта пытарса ҫитерӗн-ха ӑна? Сайрарах та сайрарах янӑрарӗ унӑн кӗмсӗти кулли, нумай пулмасть кӑна хӑваслӑн ҫиҫнӗ куҫӗсенче ҫутӑ сӳннӗҫемӗн сӳнсе пычӗ, больницӑн пӗр евӗр тӑсӑлакан пурнӑҫӗ пирки хайланӑ тӗрлӗ шӳт те пӗтсе ларчӗ вунпӗрмӗш палатӑра.

Григорий Васильевич яланах хавассӑн калаҫма тӑрӑшрӗ старикпе, анчах хӑйӗн, палатӑран кайнӑ чух, кашнинчех куҫ харшисем канӑҫсӑррӑн пӗркеленсе тӗксӗмленчӗҫ, хулпуҫҫийӗсем лӑштӑрах усӑнчӗҫ — Егорычпа мӗнле, Григорий Васильевич? — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ ӑна хӑлхинчен Сергей. — Вӑл пачах ҫывӑрмасть темелле, асапланать. Эсир ҫавна курмастӑр-им вара?

— Ҫапла, Сережа, ҫапла… тавтапуҫ, эпӗ куратӑп, — тӗксӗмлӗхне пытармасӑрах тавӑрчӗ Кузнецов.

— Егорыч, капла тӗрӗс мар, — шӳтлерех каларӗ ӑна пӗррехинче Сергей. — Эпӗ ура ҫине тӑма хатӗрленетӗп, сирӗнпе пӗрле уҫӑ сывлӑшра канса ҫӳресшӗн, эсир пур…

— Ҫак ҫатӑрласа тытнӑ лапӑркка ятӑр-ха ак, Сережа, вара ҫӳрекенсен обществине ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пекех таврӑнӑпӑр! Этемӗн ҫирӗп пулмалла, хӑйне хӑй алӑра тытмалла, унсӑрӑн юрамасть. Мачча, тем тери ҫӳллӗ пулсан та, пусать, пӑчӑ ун айӗнче. Тепӗр чух кӑкӑр тӗлӗнче кӗпене ҫурса тӑкас та тӳпене пӑхас, йывӑҫсене итлес килет. — Егорыч чарӑнчӗ, вӑрах хушӑ маччаналла тӗлсӗррӗн пӑхса выртрӗ. Унтан йӑвашшӑн хушса хучӗ:  — Урама эпир санпа, Сережа, тухатпӑр. Тухатпӑрах.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех