Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

майри (тĕпĕ: майра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килте шӑв-шав пуҫланнӑ: пурте, ватти те, вӗтти те, чупса ҫитнӗ, чӗп амӑшӗпе чӗпсем вырӑнне унта улпут майри хӑй Илья Ильичпа уткаласа ҫӳреме пултарни ҫинчен шухӑшласа, сехӗрленсе ӳкнӗ.

В доме сделался гвалт: все прибежали, от мала до велика, и ужаснулись, представив себе, что вместо наседки с цыплятами тут могла прохаживаться сама барыня с Ильей Ильичом.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗҫсӗр тарҫӑсем урам алӑкӗ умӗнче лараҫҫӗ; унта хаваслӑ шӑв-шав, кулни, тӑмра сасси илтӗнет, хӗрсем хурчкалла выляҫҫӗ; Обломов тавра ун ачисем ҫуйӑхса чупаҫҫӗ, ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑпарса лараҫҫӗ, мӑйӗнчен ҫакӑнаҫҫӗ; сӑмавар умӗнче… ҫак таврари патша майри, Обломовӑн турри… хӗрарӑм ларать!

Праздная дворня сидит у ворот; там слышатся веселые голоса, хохот, балалайка, девки играют в горелки; кругом его самого резвятся его малютки, лезут к нему на колени, вешаются ему на шею; за самоваром сидит… царица всего окружающего, его божество… женщина!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав хӗрес майри вӗт — эпӗ, карт каласа кӑтартнӑ инкек вӑл манпа пулса иртет…

Ведь эта трефовая дама — я, это со мной будет несчастье, про что сказали карты…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Астӑватӑн-и, эп сана хӗрес майри пирки калӑначчӗ?

Помнишь, я тебе говорила про трефовую даму?

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пысӑк юрату ӳкет сире темлерех хӗрес майри енчен.

Падает вам большая любовь со стороны какой-то трефовой дамы.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Майри окрисполком патӗнчен тухрӗ.

Она вышла у окрисполкома.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗт майри тата, тем те пӗр каласа, сехӗрлентерсе хӑварчӗ…

Тут еще молочница приходила, такое наговорила…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Телейлӗ ҫул пултӑр, турӑ сире иксӗре те телей патӑр!» — терӗ ӑшӑ кӑмӑллӑн пуп майри.

Счастливый путь, и дай бог вам обоим счастия!» — говорила добрая попадья.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Отец Герасимпа майри крыльцо ҫине тухрӗҫ.

Отец Герасим и жена его вышли на крыльцо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуппа майри Пугачев вӗсен ултавне, Марья Ивановна пирки суйнине, пӗлни ҫинчен илтсессӗн, сӑхсӑхса илчӗҫ.

Поп и попадья крестились, услыша, что Пугачеву известен их обман.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуп майри мана, мӗн турӑ пӳрнӗ унпала тенӗ пек, хӑналантарма тытӑнчӗ.

Попадья стала угощать меня чем бог послал.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пупӗ те, майри те мана хирӗҫ чупса тухрӗҫ.

И он и попадья выбежали ко мне навстречу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Швабрин айӑплӑ, вӑл эсӗ пуп майри патӗнче курнӑ чирлӗ хӗре ирӗксӗрлесе пурӑнать, ӑна вӑйпа качча илесшӗн, — терӗм эпӗ.

— Швабрин виноватый, — отвечал я. — Он держит в неволе ту девушку, которую ты видел, больную, у попадьи, и насильно хочет на ней жениться.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Цыган майри графиня те-ха!

Цыганка-графиня!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Революциччен ку ҫуртра пӗр цыган майри — графиня хуҫа пулнӑ.

До революции дом принадлежал старой цыганке-графине.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл крепӑҫрех, пуп майри патӗнче юлни ҫинчен каласа патӑм эпӗ.

Я отвечал, что она осталась в крепости на руках у попадьи.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗскӗн Марья Ивановнӑн, сирӗнсӗр пуҫне, никам хӳтӗлекен те, йӑпатакан та ҫук ӗнтӗ», — терӗ пуп майри мана ӑсатнӑ чух.

Бедная Марья Ивановна, кроме вас, не имеет теперь ни утешения, ни покровителя», — говорила мне попадья, провожая меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ, отец Герасим та унӑн ырӑ майри те хама йӑпатнине итлемесӗрех, Марья Ивановна умӗнче нумайччен тӑтӑм.

Долго стоял я перед нею, не слушая ни отца Герасима, ни доброй жены его, которые, кажется, меня утешали.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуп майри мана унӑн пӳлӗмне илсе кӗчӗ.

Попадья ввела меня в ее комнату.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуп майри мана хирӗҫ тухса, хурлӑхлӑ хыпар каласа пачӗ.

Попадья встретила меня с печальным известием.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех