Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лекесрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр миль иртсен романски стилпе тунӑ пек аялалла лапчӑнса аннӑ маччасене пуҫпа лекесрен пӗшкӗнсе ҫеҫ иртсе каймалла пулчӗ, кун пек ҫӗрте никӗс ҫине тӗреклӗн лартнӑ пысӑк юпасем маччасене тӗрелесе ҫӗклесе тӑраҫҫӗ.

Еще через одну милю нам пришлось нагибать головы под сдавленными сводами романского стиля, где мощные колонны, укрепленные в фундаментах, поддерживали их.

XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах Ольсен картти ҫине пӑхсан, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен пӗлтӗм — кукӑр-макӑр тинӗс ҫыранӗ хӗррипе пырсан ҫеҫ ун пек ҫӗрсене лекесрен хӑтӑлма пулать иккен.

Но, глядя на карту Ольсена, я узнал, что их можно миновать, если держаться извилистого морского берега.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Санӑн аллусем хӑрса ларчӗҫ-им? — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Вернер, йӑлтӑртатакан пуличченех тасатса лартнӑ аттисем ҫине лапраллӑ шыв лекесрен айӑккалла сиксе илсе.

— Что у вас руки дырявые, что ли? — сердито заорал Вернер, подскакивая, чтобы грязная вода не попала на его начищенные до блеска сапоги.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Кашни хуларах тата ялта та полици аллине лекесрен хӑраман рабочисем, учительсем, студентсем пулнӑ.

В каждом городе и даже в деревне находились люди — рабочие, учителя, студенты, —

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Кил умӗнчен вун-вун ик утӑм тума та ӗлкӗреймерӗ вӑл, артиллери полковникӗн тумне тӑхӑннӑ ҫынна курчӗ, ӑна куҫ айӗ мӗншӗн кӑвак пирки ӑнлантарма лекесрен хӑра-хӑра чеҫ памалла пулчӗ.

Не сделав и десяти шагов от дома, он увидел человека в форме артиллерийского полковника, которому пришлось отдать приветствие со смертельным страхом быть задержанным и допрошенным относительно синяка под глазом.

Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пӗтӗмпех лайӑх: пуҫласа эпӗ пионер лагерьне пӗччен кайни те, лагерӗ инҫетре, Смоленск таврашӗнчи темӗнле Вонь текен шыв хӗрринче пулни те, унта ҫу каҫмалӑхах кайнӑ май аннепе ялта пурӑнма лекесрен, ирӗн-каҫӑн сӗт ӗҫтересрен, кашни утӑма сыхласа тӑрасран хӑтӑлни те — пурте.

Все было отлично: и то, что я впервые уезжаю один в лагерь, и то, что уезжаю далеко, куда-то под Смоленск, на неизвестную реку Вопь, и то, что пробуду там все лето, а значит, не поеду с матерью в какую-нибудь деревню, где она опять будет пичкать меня с утра до вечера парным молоком и следить за каждым моим шагом.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чук Гекран шӑпах пӗр ҫул аслӑ, ҫавӑнпа та хӑйне ытларах лекесрен хӑраса, вӑл акӑ мӗн шухӑшласа кӑларчӗ:

Но так как Чук был на целый год старше Гека, то, опасаясь, как бы ему не попало больше, он придумал:

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Ҫак вӑхӑтра тӑмана чӗрнине лекесрен те, юс ҫӑварне кӗресрен те питӗ хӑранӑ.

И при этом ужасно как боялся попасть белой сове в когти или горностаю в зубы.

Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.

Пӗр-пӗр завод хуҫин е ҫӗрме пуян сутӑҫӑн ывӑлӗ пулӗ-ха: службӑна лекесрен пытанса юлнӑ та, йӗксӗк, — тӑван ҫӗр-шыв ҫине сурнӑ кӑна вӑл, — халӗ «оборонӑшӑн ӗҫлет», шӳсе купчесе пырать, пуян хӗрарӑмсене савса эпекленет ӗнтӗ…»

Наверно, сын заводчика или какого-нибудь торгового зубра, уклонился, подлец, от службы, — начхать ему на родину, — и «работает на оборону», жиреет, с удобствами любит женщин…»

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха, массӑсен ӑс-тӑнне хускатса яма, вӗсен активлӑхне ӳстерме условисем ҫук; паян сан аллуна суйлав бюллетенӗ тыттараҫҫӗ пулсан — ил ӑна; ҫав бюллетеньпе, тӗрмене лекесрен хӑраса, ҫемҫе пуканран ярса тытакан ҫынсене парламентри ӑшӑ вырӑнсене ӑсатас тесе мар, хӑвӑн тӑшманусене пырса ҫапма лайӑх йӗркеленсе хатӗрленес тесе усӑ кур.

— «Сегодня нет налицо революционной ситуации, нет условий для брожения в массах, для повышения их активности, сегодня тебе дают в руки избирательный бюллетень — бери его, умей организоваться для того, чтобы бить им своих врагов, а не для того, чтобы проводить в парламент на теплые местечки людей, цепляющихся за кресло из боязни тюрьмы.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуля лекесрен чӗлхе вӗрӗп-и?

Заговор что ли от пули сделаю?

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Эсӗ килте аннӳрен лекесрен хӑратӑн-и?

— Это ты насчет того, чтобы дома тебе не попало от матери?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫапах та эпӗ, маврсем патӗнче тыткӑнра хӑраса пӗтнӗскер, каллех вӗсен аллине тыткӑна лекесрен шикленсе пытӑм.

Но в плену я набрался такого страху и очень боялся снова попасть к маврам в плен.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Санька ашшӗ вилни ҫинчен пӗлтерекен хучӗ амӑшӗ аллине лекесрен хӑраса, ӑна яланах хӑйпе пӗрле, кӑкӑр кӗсйинче чиксе ҫӳрерӗ, ҫывӑрма выртнӑ чухне ӑна минтер айне хурать.

Опасаясь, как бы похоронная не попала случайно в руки матери, Санька носил ее постоянно при себе, в грудном кармане, и, ложась спать, всегда клал гимнастерку под подушку.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ыйтӑва татса памасӑр вӗсене инкеке лекесрен, путасран сыхласа хӑварма май ҫук.

И пока его не научатся обеспечивать, до тех пор кораблям грозит опасность перевернуться и потонуть от иной, казалось, и незначительной пробоины.

Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Хӑрамастӑн-и эсӗ пӗрре те пулин вӑлтана лекесрен?

— А не страшно тебе попасть один какой-нибудь раз на крючок?

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сирӗн кампа та пулин куҫа-куҫӑн калаҫмалла, иккӗленекене пулӑшмалла, ҫапла майпа ҫӗнӗ ҫынсене вӗсем тӑшман аллине лекесрен хӑтарса хӑвармалла-и?

Необходимо с кем-нибудь переговорить с глазу на глаз, поддержать колеблющегося и спасти таким образом от провала новых людей?

«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Эпӗ читлӗхе лекесрен хӑрамастӑп!

Я не боюсь попасть в клетку!

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Хапхаран тухсан, иккӗшӗн те пӗр тӑкӑрлӑкпа тӑвалла утмалла пулнӑ пулин те, шуйттанран хӑранӑ пек, пӗр-пӗрин куҫне лекесрен хӑраса иккӗшӗ те икӗ еннелле тапса сикрӗҫ.

За воротами, не глядя друг на друга, устремились в разные стороны, хоть обоим надо одним переулком идти – до росстани.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Патак лекесрен хӑтӑлма май килсен, эпӗ ӳкӗнсе асапланатӑп, лектерсессӗн вара — ӑна хӗрхеннипе ватӑ чӗрем ҫурӑлса каяслах ыратать.

Потакать ему — совесть замучит, а накажешь — сердце разрывается.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех