Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗҫ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла чылайччен калаҫкаласа ларчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Унтан каллех вут умне вырнаҫса ларчӗҫ, лӑпкӑн калаҫа пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Иртсе кайма май ҫуккипе вӗсем те чарӑна-чарӑна ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чылайччен аса илсе ларчӗҫ юлташсем чей ӗҫнӗ май ача чухнехисене.

Друзья долго сидели друзья за чашечкой чая, вспоминая ребячество.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Вара пытанса ларчӗҫ.

И спрятались.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Вӗсем мунча пӗрени хулӑнӑш хӑпарса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

– Юлашки ҫулсенче Шӑмӑршӑра та, ялсенче те ҫӗнӗ ҫуртсем нумай ӳссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

— Ректор мухтаннӑ чух алӑ ҫупса кӑна ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ачасем айӑпа кӗнӗ пек пуҫӗсене усса умӗнчи партӑсем ҫине пӑхса ларчӗҫ.

Все дети сидели, опустив головы, и совестливо глядели на парты.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Арҫынсем тахӑш вӑхӑтра ӑсталама ӗлкӗрнӗ сак ҫине Ираидӑпа Оксана ҫуммӑнах ларчӗҫ.

Ираида и Оксана сели рядышком на моментально импровизированную мужчинами скамейку.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Арҫынпа Литюк «чӑнкӑ» машинӑна кӗрсе ларчӗҫ те аслӑ ҫулпа каялла васкарӗҫ.

Мужчина и Лидия сели на "крутую" машину и обратно поторопились по главной дороге.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ҫак вӑхӑтра ял варринче Т-80 танк тата икӗ зенитка вырнаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ҫак вӑхӑтра ял варринче Т-80 танк тата икӗ зенитка вырнаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Анна Андреевнапа журналист нумайччен калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫамрӑксем тӑрантас ҫине улӑхса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Салтаксем машина ҫине хӑпара-хӑпара ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ялта каҫхине урама тухсан та Валяпа Катюк хурӑн айӗнче кӑвак шуҫӑм вӑраничченех калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Юлташӗсем ӑна сывлаймасӑр итлесе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Шӑрӑх ҫанталӑка пӑхмасӑр сцена умӗнче икӗ-виҫӗ сехет ларчӗҫ, кашни коллектива алӑ ҫупса кӗтсе илсе ӑсатрӗҫ унта пурӑнакансем.

Не смотря на жаркую погоду сидели по два-три часа перед сценой, местные жители каждый коллектив сопровождали аплодисментами.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫывӑхри вӑрмантан шкул садне вӗҫсе килнӗ шӑпчӑксем те вӑхӑтлӑха шӑпланса уҫӑ чӳречесенчен ачасем юрланине итлесе ларчӗҫ.

Прилетевшие из окрестных лесов соловьи, замолкнув на время, слушали через открытые окна как поют дети.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех