Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмелле сăмах пирĕн базăра пур.
кӗтмелле (тĕпĕ: кӗтмелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтмелле мар, тӑрӑшмалла-и?

— Не ждать, а хотеть? — переспросила девочка.

Улттӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Старостӑна лармалла пулман, шӑпланмалла, кӗтмелле пулнӑ…

Не в старосты надо было выскакивать, а еще хитрее — уйти в себя и ждать…

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Санӑн отрядпа мар ертсе пымалла, сурӑх кӗтӗвӗ кӗтмелле! — терӗ Фомин ҫине пӑхмасӑр Григорий, йӗнер ҫинчен анса тӑрса.

— Тебе не отрядом командовать, а овец стеречь! — сказал Григорий, спешиваясь и не глядя на Фомина.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫура-ҫура ҫыхса хумалла та типсе сараличчен кӗтмелле.

Остается ждать пока высохнут и станут желтыми.

Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.

Хӑҫан кӗтмелле сана?

Когда тебя ждать?

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсир хӑвӑра мӗнле тыткалани ҫинчен эпӗ вӑраха хӑвармасӑр ҫар штабне пӗлтеретӗп тата шантарсах калатӑп: результачӗсене нумай кӗтмелле пулмасть.

О вашем поведении я немедленно сообщу в штаб армии, и, смею вас уверить, результаты не замедлят сказаться.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вёшки ҫине вӗсем тӳрӗрен каҫса килмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунта мар, е шыв ӑшӑх та авӑрсем пит тарӑнах мар ҫӗрте е ҫырма-ҫатраллӑ, вӑрманлӑ улах вырӑнта Дон урлӑ каҫасса кӗтмелле.

В лоб на Вешки они не пойдут, и нам следовает ждать переправы не тут, а либо там, где мелко, где броды образовываются на россыпях, либо там, где местность потаенная, в складках и в лесу.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сирӗн Канашӑр пухӑнасса икӗ эрне ҫурӑ кӗтмелле мар!

Ждать две с половиной недели, покуда соберется ваш Круг, нельзя!

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Нумаях кӗтмелле мар ӗнтӗ.

— Ведь уже недолго ждать.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн кӗтмелле?

— Чего ж ждать?

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Нумай кӗтмелле пулать!

— Долго ждать!

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗн кӗтмелле?

Чего ждать?

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Нумай кӗтмелле, — ҫаплах шӑппӑн та хурлӑхлӑн каларӗ Ирина.

— Долго ждать, — все так же тихо и грустно проговорила Ирина.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— …кӗтмелле пулнӑ пӑртак.

— …надо было ожидать.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл Сергее: тата пӗр-икӗ кун кӗтмелле пулать, терӗ.

И он сказал, что придется подождать денька два…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗскер кӗтмелле унтан лайӑххине?

Чего еще желать лучшего?

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каллех атте хулана каяссине кӗтмелле, хӑҫҫан тата кайӗ-ши?..

Опять будем ждать очередной поездки отца в город, и когда еще поедет?..

Атте хулана кайсан // Микулай Павловский. https://www.facebook.com/permalink.php?s ... 4345864182

Кашни киле кӗмессеренех — Сергей Платонович аллинче вексель — кӗрен тӗрӗллӗ симӗс хут — утӑ ҫулмалли машинӑшӑн, хӗр валли хатӗр-хӗтӗр илнӗшӗн панӑскерсем (хӗре качча пама вӑхӑт ҫитнӗ, анчах Парамонов хуҫа магазинӗнче тулӑ хакне хӗстерсех лартнӑ, — «Кӗтмелле пар, Платоныч!» тесе тархасласах ыйтма тивет.

Что ни двор — то вексель у Сергея Платоновича: зелененькая с оранжевым позументом бумажка — за косилку, за набранную дочери справу (подошло время девку замуж отдавать, а на Парамоновской ссыпке прижимают с ценой на пшеницу, — «Дай в долг, Платонович!»)

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Апла пулсан, шӑпа мӗнле килсе тухассине нумай кӗтмелле мар…

Значит, недолго и ждать, что скажет судьба…

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр тесен, мӗн кӗтмелле?

А впрочем, чего ждать?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех