Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртсе (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун виллине вӑрмана сӗтӗрсе кӗртсе пӑрахрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

«Вырӑс вӑрманӗ» роман авторӗ Л. Леонов, танлаштарас пулсан, произведение юрату ахальтен ҫеҫ кӗртсе яман.

Автор романа «Русский лес» Л. Леонов, если сравнить, то любовь в произведение внесена не просто так.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пире автор позицийӗ тӗлӗнтерет: партиллӗ тӗрӗс критикӑна вӑл кутӑнлӑх шутне кӗртсе ярать, герой ҫиллине пытарса усрани ҫирӗплӗхе пӗлтерет, тет пулас.

Нас поражает позиция автора: справедливую партийную критику он превращает в упрямство, по его мнению, видимо, что скрытие гнева героя означает его твердость.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Надежда Голландцева, Ольга Прокопьева, Валентина Тихонова гол кӗртсе палӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Ҫӗрсемпе усӑ курни кӑна мар, цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртсе, тӑпран агрохими тытӑмӗ ҫинчен калакан информацие пӗтӗмлетсе, ҫӗрсемпе усӑ курнин пахалӑхне хак парса пысӑк та пахалӑхлӑ тухӑҫ туса илни пӗлтерӗшлӗ.

Важно не только осваивать земли, но и получать богатый, качественный урожай за счет внедрения цифровых технологий, обобщения информации об агрохимическом составе почвы, оценки качества используемых земель.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хамӑр умри задачӑсене пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр.

Мы воплощаем в жизнь стоящие перед нами задачи.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Тата мана киревсӗр сӑмахсем кӗртсе яни, ҫынран хӑйӗнчен килмен инкекшӗн вӗчеленсе виртлени килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Вилнисене чӑваш йӑлипе мунча кӗртсе асӑнни, тӑвансемпе рет тухни, амӑшӗ «вӑрлӑх туртма» кайса ҫӳрени, ашшӗн тӗрмери тата вӑрҫӑри инкекӗсем, пӗтӗм ялпа вӑрманта утӑ ҫулни, кил-ҫурт ҫавӑрни, амӑшӗ Шур Хулари ывӑлӗ-хӗрӗ патӗнче виҫшер кун пурӑнса курни-шухӑшлани – тата ытти нумай ӳкерчӗке Иван Павлович Егоров хӑйӗн чӑн ятӗнченех питӗ ҫыпӑҫуллӑн, лайӑх фотоӳкерчӗкри пек пӗр ним сиктермесӗр «натурально» ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пин ҫурӑ гектара ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Ҫакӑн пек пысӑк хака Чӑваш Ен кооператорӗсем инноваци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑшӑн, укҫа-тенкӗпе пурлӑх никӗсне упранӑшӑн, ял ҫыннисене тӗрев панӑшӑн тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Ҫакӑ ахальтен марах, мӗншӗн тесен хӑмла ҫитӗнтерсе ӑна пуҫтарса кӗртсе кирлӗ вырӑна ҫитересси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ маррине маларахри ҫулсенче хӑмла татса кӑна курнисем те чухлаҫҫех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Мӗншӗн-ха ялти ватӑсен Мархвапа (РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх артистки Любовь Федорова) Лаврен Васильчӑн (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) хӗрӗпе ывӑлне вӑйпах, туй тумасӑрах, хут уйӑрттармасӑрах - ашшӗн кашни сӑмахне итлекен каччӑна «киле кӗртсе» - арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма хӗтӗртмелле?

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Анчах алӑкӗ питӗрӗнчӗк пирки унта кӗртсе хӑварайман.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Юлашкинчен Валерӑна килне кӗртсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

2011 ҫулта Чӑваш Ен 825,2 пин тонна пухса кӗртсе федерацин Атӑлҫи округӗнче — тӑваттӑмӗш, 2012 ҫулта 900 пин тонна ытла пуҫтарса Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Сӑвӑм вӑхӑчӗ ҫитсен вӗсене зала вуникшерӗн-вуникшерӗн кӗртсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ку сӑмах пурне те килӗшрӗ, ӑна ырларӑмӑр, программӑна кӗртсе ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Ӑна вӑл пӗр поэмӑна кӗртсе хӑваратӑп терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Колхозӑн лаша кӳлмелли хатӗрӗсене те вӑлах йӗркене кӗртсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Куславкка тата Патӑрьел районӗсенчи шурлӑхлӑ лаптӑка типӗтсе усӑ курма хӑтланни хуҫисенех йывӑрлӑха кӗртсе ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех