Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кӑшкӑр (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан кӑшкӑр, анне, — терӗ ӑна салхуллӑн аслӑ ывӑлӗ, вунӑ ҫулхи Савка, нимӗҫсем ҫине куҫхаршисем айӗпе пӑхса.

— Не кричите, мама, — мрачно сказал ей старший сын, десятилетний Савка, исподлобья глядя на немцев.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Эс ытлашши ан кӑшкӑр.

— Ты особо не кричи.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Ан кӑшкӑр, йытӑ ами…

— Замолчи, сука…

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Анчах Сережа, унӑн Серёжи, халиччен хӑлхинчен пӗрре ҫеҫ мар лӑсканӑскер, амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те, вӑтаннипе, кӳреннипе хӗрелсе кайса: — Ан кӑшкӑр! Кунтан ниҫта та каймастӑп! — тесе пат татса хучӗ, чарӑнса тӑмасӑрах, малалла утрӗ.

Но Сережа, ее Сережа, которому она не раз драла уши, сурово взглянул на мать и, заливаясь краской стыда и обиды, отрезал: — Не кричи! Никуда отсюда я не пойду, — и не останавливаясь, прошел мимо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ, питех ан кӑшкӑр, кам та пулсан кӗрӗ те илтӗ, — хӑраса пӳлчӗ ӑна Климка.

Климка испуганно перебил его: — Ты не кричи так, а то зайдет кто — услышит.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ан кӑшкӑр!

— Не кричи!

Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.

Кам та пулин «хоп-па» тесе кӑшкӑр ҫавӑнта — вӑл халь-халь ташша ямалла.

Казалось, крикни кто «гопля» — и он пустится в пляс.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кирлӗ мар чух вӑл ҫилпе те пырса ҫакланать, кунта ак, ҫурӑлса каяс пек тарӑхсан та тупма ҫук, хурах кӑшкӑр хӑть!

Когда не надо — его ветром надует, а тут, как на пропасть, не найду, да и все, хучь криком кричи!

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ мана ан кӑшкӑр, кунта эсӗ пӗчӗкҫӗ хуҫа ҫеҫ, ҫулталӑкӗпе те икӗ кун кӑна килте пулатӑн.

— Ты на меня не дюже шуми, хозяин ты тут небольшой, в году два дня дома бываешь.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӑх пурте ӗҫре, хӑть хурах кӑшкӑр!

Народ весь в работе, прямо хучь криком кричи!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсенчен чи усалтараххи кӑшкӑр та тӑк ҫакна: «Ку санашкал тӑм писмен ӗҫӗ мар!

Самый лютый из них как зашумит: «Это не твоего ума дело!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Юрать, ан кӑшкӑр!

— Ладно, не рычи!

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Правӑсем ҫинчен ан кӑшкӑр, — тенӗ Пробатов.

— О правах не кричи, — сказал Пробатов.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чӑн калатӑп сана — эпӗ нимӗн те пӗлместӗп; ҫавӑнпа эсӗ, тархасшӑн, ан кӑшкӑр ман ҫине!

— Говорю тебе честно — я ничего не знаю, и ты на меня, пожалуйста, не кричи!

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ан кӑшкӑр эсӗ.

— Не кричи.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫук, Шошин, ан кӑшкӑр, пурпӗрех ним усси те ҫук!

— Нет, Шошин, не кричи, это бесполезно!

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Тӑхта-ха, ан кӑшкӑр! — чарчӗ ӑна Пятышев.

— Обожди, не кричи! — остановил его Пятышев.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах эпӗ малтанах пӗлетӗп: сана ытлашши каласа парӗҫ, кайран вара хӑть караул кӑшкӑр

А только я заранее знаю: наговорят тебе лишнее, такое наговорят, что хоть караул кричи…

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сережа, эсӗ Семен ҫине ан кӑшкӑр, — калаҫӑва хутшӑнчӗ пырса тӑнӑ Ирина, — Семен халӗ те санӑн тусу.

— Сережа, а ты на Семена не кричи, — вмешалась разговор подошедшая Ирина, — Семен и есть твой друг.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, — терӗ Сергей, аллинчи саламат аврипе карттӑ ҫинелле кӑтартса, — ҫулсем пирӗн ниме юрӑхсӑр, машинӑсене пӗр хӗрхенмесӗр вататпӑр, йӗпе-сапаллӑ кӗр килсен вара — хӑть те хурах кӑшкӑр! — Ку тӗлте саламат аври вылянса илчӗ те карттӑн пӗтӗм тӑршшӗпех чупса тухрӗ.

— Как вы знаете, — сказал Сергей, — дороги у нас никудышные, машины бьем нещадно, а в дождливую осень — хоть караул кричи! — На этом месте рукоять нагайки остановилась и пробежала по всей карте.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех