Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллать (тĕпĕ: кӑмӑлла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Элле, тупӑнӗ-ши пӗр-пӗр йывӑра илмен ҫамрӑк ҫын, калӑпӑр, чипер хӗре тӗл пулса, хӑй вӑхӑтне вӑл кӑлӑхах ирттернӗ май, ун ҫине пӑхма та пуҫлать пулсан, анчах хӗрӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен урӑх качча, лешӗн пекех палламанскере, кӑмӑллать пулсан, кӳренме пӗлмен ҫамрӑк тупӑнӗ-ши, тетӗп эпӗ (паллах ӗнтӗ, пысӑк светри ҫамрӑксене илетпӗр-ха эпир, хӑйсен кӑмӑлӗсене вылянтарма хӑнӑхнӑ ҫамрӑксене).

И вряд ли найдется молодой человек, который, встретив хорошенькую женщину, приковавшую его праздное внимание и вдруг явно при нем отличившую другого, ей равно незнакомого, вряд ли, говорю, найдется такой молодой человек (разумеется, живший в большом свете и привыкший баловать свое самолюбие), который бы не был этим поражен неприятно.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫурран чупма та кӑмӑллать.

Любит бегать босиком.

Спортра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Ҫулла вара ҫурт умӗ тӗрлӗ тӗслӗ ҫеҫкепе илӗртсе тӑрать - алли те, чунӗ те ҫепӗҫ ҫынна ҫеҫ кӑмӑллать чечек.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Тен, чун савнийӗр эсир ҫӳрекен клуба кӑмӑллать?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Унсӑр пуҫне техника тасалӑха кӑмӑллать, — тесе пультпа машинине урай варринче чуптарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Йӗркелӗхе кӑмӑллать арҫын.

Мужчина предпочитает порядок.

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ытларах лӑсӑллӑ в ӑрмансен уҫланкисене кӑмӑллать, хутӑш вӑрмансенче те ӳсет, тепӗр чухне тахҫан вӑрман ешернӗ хирсенче те тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Вӑл та юрра-кӗвве питӗ кӑмӑллать.

Он тоже очень любит музыку.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пур предмета та кӑмӑллать вӑл.

Все предметы нравятся ему.

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Уйрӑмах чӑваш чӗлхипе тӑван сӑмах урокӗсене кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Светлана Александровна каланӑ тӑрӑх - йӑран ҫинче ӗҫлеме, пахчаҫимӗҫе ҫӗнӗ технологипе усӑ курса ҫитӗнтерме кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Вӗсене пӗлӗшӗсене парнелеме кӑмӑллать.

Предпочитает дарить их знакомым.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Уйрӑмах гладиолуссене кӑмӑллать вӑл.

Особенно ей нравятся гладиолусы.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Кашнин хӑйӗн характерӗ пулнине, кашнин патне «подход» тупма пӗлмеллине те палӑртса хӑварать: пӗри ҫепӗҫ сӑмахсене кӑмӑллать иккен, теприне вара патак юнаса кӑтартни кӑна пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ялта ҫуралса ӳснӗскер ҫӗр ӗҫне кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Валерия пушӑ вӑхӑтра бисерпа тӗрлеме кӑмӑллать.

Валерия в свободное время любит вышивать бисером.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Спектакльсенче выляма чунтан кӑмӑллать.

От души любит играть в спектакле.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Хӑй суйланӑ профессие питӗ кӑмӑллать.

Очень любит выбранную профессию.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чиркӳ евӗртерех (ӑна хӑпартаканни авалхи архитектурӑна кӑмӑллать пулӗ) керменсем те, пысӑк мар пӗр хутлӑ тӑпӑл-тӑпӑл ҫуртсем те (ара, этеме пурӑнма тем пысӑкӑш лаптӑк тӗрӗссипе кирлех те мар-ха ӗнтӗ) пур.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

- Алевтина Вениаминовна, уйрӑм кил хушма хуҫалӑхне /ЛПХ/ аталанма паракан кредита халӑх ытларах кӑмӑллать, ҫакӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех