Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курӑнса (тĕпĕ: курӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула ҫав тери пушанса юлчӗ, ҫынсем вилсе пӗтнӗ пек курӑнса ларчӗ вӑл.

На весь долгий день городишко опустел и словно вымер.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӳречесенчен самантрах старик фермерӑн тата унӑн икӗ патмар ывӑлӗн пуҫӗсем курӑнса кайрӗҫ.

Из окон сейчас же высунулись головы старика и двух его дюжих сыновей.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӑрахут ҫутисем вӑльт-вальт курӑнса пристань ҫумӗпе иртсе кайнӑ чухне Гек хуралта тӑнӑ.

Гек уже стоял на своем посту, когда огни пароходика замелькали мимо пристани.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӗттӗмре ҫутӑ курӑнса кайинччӗ теме пуҫларӗ вӑл.

Ему захотелось, чтобы перед ним блеснул свет фонаря.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем ҫав хупӑ ҫурта нумайччен аякран пӑхса тӑчӗҫ, чӳречинче кӗҫех кӑвак вут ҫути курӑнса кайӗ тесе хӑйсем хушшинче шӑппӑн калаҫрӗҫ, — ҫавӑн пек тухатса лартнӑ вырӑнсенче ҫапла калаҫма тивет те ӗнтӗ.

Мальчики долго смотрели на окна, ожидая, не мелькнет ли в них синий огонек, разговаривая тихими голосами, в таких местах только так и надо разговаривать.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Аялта, айлӑм варринче, тухатса хунӑ ҫурт пӗччен ҫеҫ курӑнса ларать, ӑна уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑрать.

Внизу, посреди освещенной луною долины, стоял дом с привидениями.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо индеец яланах ӑна тӗлӗксенче курӑнса «Сана пӗтеретӗп!» — тесе питӗ хӑрушшӑн юнарӗ.

Индеец Джо заполнял все его сны и всегда глядел на него мрачно и угрожающе.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Индеец Джон пичӗ ҫинче темӗнле йӗрӗннӗ пек кулса илни курӑнса кайрӗ.

Презрительная улыбка скользнула по лицу индейца Джо.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Лӑпах учитель пуҫӗ тӗлӗнче маччаран ҫӳлелле каймалли алӑк пур, ҫав алӑкра кайри урисенчен кантрапа ҫыхнӑ кушак курӑнса кайрӗ, кушакӗ ан ҫухӑртӑр тесе, унӑн пуҫне тутӑрпа хытӑ туртса ҫыхса лартнӑ.

Над самой головой учителя приходился чердачный люк, вдруг из этого люка показалась кошка, обвязанная веревкой; голова у нее была обмотана тряпкой, чтобы она не мяукала.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра кӗнеке страници ҫине мӗлке пырса ӳкрӗ: алӑкра Том Сойер курӑнса кайрӗ те куҫ хӗррипе вӑл кӗнеке ҫинелле пӑхса илчӗ.

В это мгновение чья-то тень упала на страницу — на пороге стоял Том Сойер, заглядывая в книжку через ее плечо.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак пӗтӗм истори Тома урӑхла майлӑ курӑнса кайрӗ.

Теперь все дело представилось в ином свете.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ.

В беспрерывном сверкании молний, загоравшихся в небе, все на земле становилось видно отчетливо, резко и без теней: гнущиеся деревья, волны на реке и белые гребни на них, летящие хлопья пены, смутные очертания высоких утесов на том берегу, едва видные сквозь бегущие тучи и пелену косого дождя.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтра хапха патӗнче татах тепӗр хӗрача кӗпи вӗлт курӑнса кайрӗ, Томӑн чӗри картах турӗ.

Но вот еще одно платье мелькнуло в воротах, и сердце Тома запрыгало от радости.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том пӗрмай кӗтрӗ те кӗтрӗ, инҫетре ҫутӑ кӗпе курӑнса кайсанах хӗпӗртенипе тӑрӑс-тӑрӑс сикме те хатӗр пулчӗ, ҫывӑхарах ҫитсен, ҫавӑн пек кӗпе тӑхӑннӑ хӗрачана вӑл Бекки пулманшӑн пӗтӗм чунтан-вартан кураймарӗ.

Том все смотрел и смотрел на дорогу, загораясь надеждой всякий раз, как вдали появлялось развевающееся платьице, и проникаясь ненавистью к его владелице, когда становилось ясно, что это не Бекки.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кравать ҫумӗнчи кармалли айӗнчен айӑпа кӑтартакан япала — чей кашӑкӗ курӑнса тӑрать.

Ручка ложки предательски торчала из-под кровати.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн куҫӗнче ҫав тери асап курӑнса тӑчӗ.

В его глазах было видно страдание.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл тӑпра сийне хырса пӑрахрӗ те, ҫӳхе хыр хӑма татӑкки курӑнса кайрӗ.

Потом он разгреб землю руками: показалась сосновая щепка.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫур сехетрен вӑл, тӑлӑх арӑм Дуглас ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе кайса, Кардиф тӑвӗ тӑрринче курӑнми пулчӗ, шкул ҫурчӗ аялта, хыҫалти айлӑмра, аран ҫеҫ курӑнса ларать.

Через полчаса он уже обогнул дом вдовы Дуглас на вершине Кардифской горы, откуда школа на дне долины едва виднелась.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том юри хыттӑнах хирӗҫ тӑнӑ пек пулчӗ, анчах хуллен-хулленех хӑйӗн аллине доска ҫинчен сирсерех пычӗ, юлашкинчен вара: «Эпӗ сире юрататӑп!» тесе ҫырнӑ сӑмахсем курӑнса кайрӗҫ.

причем Том делал вид, будто сопротивляется, а сам мало-помалу отодвигал свою руку, пока не показались слова: «Я вас люблю»!

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн шлепки темӗн пысӑкӑш ишӗлсе аннӑ япала пек курӑнса ларнӑ: хӗррисенчен аялалла ҫур уйӑх евӗрлӗ пысӑк татӑк усӑнса тӑнӑ.

Вместо шляпы он носил какую-то просторную рвань, от полей которой был откромсан большой кусок в виде полумесяца.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех