Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ Йӗлмел ялне кӗнӗ ҫӗрте ҫумма-ҫуммӑн икӗ масар курӑнса тӑрать.
Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Чӑнах та, Элмет районӗнчи лару-тӑрӑва ытти районсенчипе танлаштарсан, вырӑнти нефть организацийӗсем пулӑшни курӑнса тӑрать.
Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Маратин аврисем ҫатан шалҫисенчен вӑрӑмрах пулнипе таҫтанах курӑнса тӑраҫҫӗ.
Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Вӗсенче пуринче те халӑхӑмӑрӑн улшӑнман пахалӑхӗ-енӗсем (этнические константы) курӑнса тӑраҫҫӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Ҫакӑнта чӑвашсем тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ пулни курӑнса тӑрать.
Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22
Комсомольскинчи «симӗс» лавкка хы-ҫӗнчи ҫӳп-ҫап мӗне тӑрать, таҫтанах курӑнса выртать.
Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Паян ҫак теплицӑсем аякранах курӑнса лараҫҫӗ.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Канаш районӗнчи Янкӑлчри Никоновсен фермер хуҫалӑхӗ икӗ хутлӑ кермен ҫуртран алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнса ларать: хӑватлӑ техника, сӗт-ҫу ферми.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Эпӗ сӗнесшӗнччӗ — ӗлкӗреймерӗм, ҫап-ҫутӑ калушӗ ҫеҫ курӑнса юлчӗ.Я то хотела предложить - не успела, только и углядела мелькающие у не ногах галоши.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Саккунсӑр ӗҫ-хӗле пытармашкӑн Интернет-кафе, букмекер кантурӗ, дилинг центрӗ пек курӑнса ӗҫленӗ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
32. Иоанн хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетсе: эпӗ Таса Сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса анса Ун ҫинче тӑнине куртӑм; 33. эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ; анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ каларӗ: «Кам ҫине Таса Сывлӑш аннине, Ун ҫинчех тӑнине курӑн, Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ Ҫавӑ пулӗ» терӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара тӳпере Турӑ Ҫурчӗ курӑнса кайрӗ, Унӑн Ҫуртӗнче Ун халалӗн арчи курӑнчӗ; ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ вӑйлӑ ҫурӗ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пур тӗлӗшпе те Турӑпа тан пулнӑ, ҫавӑнпа Хӑй Турӑпа тан пулнине вӑрласа тунӑ ӗҫ вырӑнне хуман; 7. чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса, пӑхма та этем пекех курӑнса, Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫутӑра пурте уҫҫӑн палӑрать, пурте ҫиеле тухать, палӑраканни пурте курӑнса тӑрать.13. Все же обнаруживаемое делается явным от света, ибо все, делающееся явным, свет есть.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӗлӗнме те кирлӗ мар: шуйттан хӑй те хӑш чухне ҫутӑ ангел евӗрлӗ курӑнать, 15. ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлекенсем те чӑнлӑхшӑн ӗҫлекенсем пек курӑнса ҫӳрени темех мар; вӗсене юлашкинчен ӗҫӗсене кура пулӗ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав суя апостолсем, ултавлӑн ӗҫлекенсем, Христос апостолӗсем пек курӑнса ҫӳреҫҫӗ.13. Ибо таковые лжеапостолы, лукавые делатели, принимают вид Апостолов Христовых.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унӑн курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать, ҫапла ҫав ҫынсенӗн хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса 24. ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗр каҫхине Павела Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле, тенӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Павела ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: ан хӑра, кала, калама ан чарӑн: 10. Эпӗ санпала пӗрле, сана никам та усал тӑваймӗ — ку хулара Манӑн ҫыннӑм нумай, тенӗ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.