Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳлек ҫил хӗрарӑм тутрисен вӗҫӗсемпе вылякалать, кӗлетсем ҫине витнӗ хӑмӑшсене чӑштӑртаттарать, ҫеҫенхиртен унта куштӑркаса выртакан ҫӗрӗн тӑварсӑр шӑршине тата ҫамрӑк курӑксен йӳҫсе ҫитеймен виноградӑнни пек шӑршине варкӑштарса килет.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тарӑн та теттӗм шӑтӑкра, аравсен сӑрӑ амбриллӗ банксем, Ливан латӑнӗн пакечӗсем, ароматлӑ курӑксен тӗркисемпе ҫусем тултарнӑ кӗленче савӑтсем хушшинче, урисене хӑй айнелле хуҫлатса та ӳркевлӗ куҫӗсене хӗскелесе, ватӑ, мӑнтӑр, пӗркеленчӗк питлӗ, кастарнӑ египет ҫынни, хӑй те ҫав шӑршӑпа пуланса исленнӗскер, ним хускалми ларнӑ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫаплах мӗнпур чӗрчун ӑшчикне пӗлнӗ вӑл, тискер кайӑксен туйӑмӗсене уйӑрма пултарнӑ, ҫилсем епле пула-пула кайнипе ӑҫтан ӑҫталла вӗрнине, ӳсентӑрансен тӗрлӗ пахалӑхӗсене, курӑксен сиплӗ вӑйӗсене чухланӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӑйӗн яланхи йӑлипе курӑксен пурнӑҫне сӑнаса пынисене, хӑҫан акнине, шӑтса тухнине, чечеке хӑҫан ларнине ҫырса пырать.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Улӑха тухсанах Санька, авӑнакан хӑва хуллине хуҫса илсе, чечек пуҫӗсене, вӑрӑм курӑксен тӑррисене ҫапса тата-тата ӳкерчӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Стенасем ҫинче, час-часах тӗл пулакан симӗс мӑйӑхлӑ сунарҫӑсемпе хӗрлӗрех кӑвак йытӑсем тата никам пӗлмен генералсен сӑнӗсем вырӑнӗнче, типӗтнӗ курӑксен кӗлтисем, шанӑҫтарнӑ тымарсен ҫыххисемпе апат-ҫимӗҫ савӑчӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗр хускалман шӑрӑх сывлӑш чебрец тата анис текен курӑксен пуҫа анратакан шӑршипе тулнӑ.Неподвижная духота насыщена пряными запахами чабреца и тмина.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Манӑн ҫул йывӑҫ тӗмисен хушшипе авкаланса тӑсӑлать, вӑл ҫӳллӗ курӑксен сулхӑнӗнче шыв шарласа юхакан пӗчӗк шырлансене анса хӑпарать; йӗри-тавра Бештау, Змеиная, Железная тата Кукша ту кӑвак кӳмерккисем амфитеатр пек ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗрпӳртӗн уҫӑ алӑкӗнчен, хурӑнсемпе чечекленекен курӑксен нӳрӗ шӑршипе пӗрле, шӑпчӑксем каҫса кайсах юрлани илтӗнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑш вӑл кун тӗрлӗ курӑксен шӑршипе, тусан тата вӗриленсе кайнӑ ҫӗр шӑршипе тулнӑ пулнӑ, курӑк айӗнче каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетнӗ, таҫта тӳпере, ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ хуйхӑллӑ уй ҫинче, ҫӳлте, тӑрисем хӑйсен вӗҫӗмсӗр юррисене шӑрантарнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗт часах нимӗҫ самолёчӗсем ҫинчен те, хӑрушлӑх ҫинчен те манса кайрӗ те, хӑйӗн ҫав тери кӑмӑллӑ та уҫӑ сассипе ҫав кунсенче фронтра пурте юратнӑ юрра, — хӑйӗн ҫӗрпӳртӗнче ларакан ҫар ҫынни инҫетри савнийӗ пирки тунсӑхланине палӑртакан юрра, юрлама тытӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Иртнӗ ҫул выльӑх апатне ҫителӗксӗр хывнӑран кӑҫал кукуруза, пӗр ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкне пысӑклатма палӑртнӑ.
Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet
ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрне вӗҫне республикӑра нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗн ҫуррине ҫулнӑ, 101,1 пин тонна утӑ хатӗрленӗ – кирлин 12 проценчӗ ҫеҫ, 280,1 пин тонна сенаж хывнӑ –17 процент.
Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Суха пуссинче, кӗрхи культурӑсен, нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗнче 3 агрегат нӳрӗк тытнӑ.
Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Хальлӗхе кунти ӗҫченсем нумай ҫул ӳсекен курӑксен пуссисене сӳрелеме пуҫланӑ, ҫӗр типсе ҫитменни ытти ӗҫсене тума чӑрмантарать-ха.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
1 апат кашӑкӗ курӑксен пуххине ҫур литр шыва ямалла, 10 минут вӗретмелле.
Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№
Пире ҫапла тархасламашкӑн санӑн каччу ыттисенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара?» 10. Манӑн савнийӗм шурӑ ӳтлӗ, хӗрлӗ сӑнлӑ, вунӑ пин каччӑран чаплӑрах вӑл: 11. пуҫӗ — таса ылтӑн; кӑтри — хумлӑ-хумлӑ, хура курак пек йӗпкӗн хура; 12. куҫӗсем — юхӑм шыв хӗрринче пурӑнакан, сӗтре чӑпӑл тӑвакан, киленсе ларакан кӑвакарчӑнсемех; 13. пичӗ — ырӑ шӑршӑллӑ чечек пахчийӗ, техӗмлӗ курӑксен йӑранӗ; тути — лили чечекӗ, мирра сӑрхӑнтармӑш; 14. аллисем — ахахлӑ-мерченлӗ икӗ ылтӑн чӑмӑр; хырӑмӗ — сапфир чулӗпе эрешленӗ, ӑстайлӑ якатнӑ сӑлан шӑммийӗ; 15. ури тунисем — ылтӑн никӗс ҫине лартнӑ икӗ мрамор юпа; пӗвӗ-сийӗ — Ливан тӑвӗ евӗр, кедр йывӑҫӗ пек мӑнаҫлӑн курӑнать; 16. чӗлхи-ҫӑварӗ — шерпет, кӑмӑлӗпе те вашават вӑл.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иммунитета вӑйлатакан курӑксен йышӗнчен, пыршӑлӑхран наркӑмӑшсене сӑхса илет, вӗсене организмран кӑларать.
Ӳсентӑран витӗмлӗрех // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№