Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак вунӑ кун, иртен пуҫласа каҫченех, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех хӑйӗн кӗлеткине итлесе, вӗҫӗмсӗр, таттисӗр, ухмаха ерес пек шутласа пурӑннӑ вунӑ кун нимрен те йывӑртарах пулчӗ, — анчах кулленех тепӗр кун хутшӑнса пычӗ, халӗ ӗнтӗ вунӑ куна ҫитрӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вунӑ кун, ҫапах та шухӑш вӗсем ҫинче чарӑнса тӑмарӗ, вӑл малтан мала вӗҫсе пычӗ, кун хыҫҫӑн кун шутларӗ, хӑйӗн пурнӑҫне икке хуҫса пӑрахнӑ кун таранчченех шутласа пычӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Сергей нумай вӑхӑт ҫырчӗ, вӑл ҫырнисем пит вӑрӑм докладӑн кӗске тезисӗсем евӗр пулчӗҫ, кунта: Семен Гончаренкӑпа Виктор Грачева турбинӑна лартма, уй-хирте электролини тума задани пани тата ҫак ӗҫе хӑҫан туса пӗтермеллине те палӑртни; техникӑна вӗрентмелли курса миҫе ҫын ямаллине те ҫырса хучӗ; кунта тата унӑн шухӑшӗпе оборудовани чи малтан пама тата кӑҫалах механизацилесе ҫитерме кирлӗ сакӑр ферма списокӗ те пур; кунтах вӑрман лартас ӗҫе пуҫламалли тата ултӑ питомник тумалли ӗҫсене те палӑртса хунӑ; исполкомӑн пулас сессийӗн кун йӗрки те пур…
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Нумай кунсем хушши илтӗнсе тӑчӗ пире ҫав кӗрлевлӗ сасӑ, кунран кунах ӑнланмалла та уҫҫӑнрах илтӗнекен пулса пычӗ те вӑл, пирӗн чӗресене ҫӗнтерӳҫӗсен хаваслӑ шухлӑхӗ ҫавӑрса илчӗ — эпир вара, усал сывлӑш пек, ӳтсӗр-чунсӑр пек, ывӑннине туймасӑр, хушнине кӗтсе тӑмасӑр ӗҫлерӗмӗр — хӗвеллӗ кун ташланӑ пекех пит лайӑхчӗ!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ куна хирӗҫ кӗрешетӗп, пӗр сӑлтавсӑр шанчӑксене пӑрахӑҫа кӑларатӑп, — вӗсем ҫынсене ҫирӗплетмеҫҫӗ, ҫемҫелтерсе ҫеҫ яраҫҫӗ, — оптимизм суялӑх ҫинче мар, чӑнлӑх ҫинче, ҫӗнтерӳ пулассине уҫҫӑн курса тӑни ҫинче никӗсленсе ҫирӗпленмелле, анчах ман чӗрере те пӗр-пӗр кун — ӗҫе татса паракан кун пуласса, эпӗ пурӑнса ирттернӗ ытлашши кун мана хам пуҫ ҫине килсе тӑнӑ вилӗм урлӑ каҫарса каясса, мана пурнӑҫ патне илсе каясса шанни пур, — пурнӑҫран ҫав тери уйрӑлас килмест-ҫке-ха.
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Участокри суйлав комиссийӗн ҫӗнӗ йышӗ тӗлӗшпе сӗнӳсем йышӑнмалли срок 30 кун шутланать тата вӑл суйлав результачӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран маларах пуҫланмалла мар тата суйлав результачӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа 60 кунран кая юлмасӑр вӗҫленмелле.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
Территорири суйлав комиссийӗн ҫӗнӗ йышӗ тӗлӗшпе сӗнӳсем йышӑнмалли срок 30 кун шутланать тата вӑл суйлав результачӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран маларах пуҫланмалла мар тата суйлав результачӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа 60 кунран кая юлмасӑр вӗҫленмелле.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
10) 81 статьян 3-мӗш пунктӗнче: а) виҫҫӗмӗш абзацра «Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенкин тӗп администраторӗ палӑртнӑ йӗркепе хатӗрленӗ вырӑнти бюджетсен (маларах уйӑрса панӑ тӗллевпе тӳр килекеннисене) тӑкакӗсем ҫинчен калакан отчечӗпе (ӑна асӑннӑ укҫа-тенкӗ Чӑваш Республикин республика бюджетне пырса кӗнӗ кунран пуҫласа 30 календарлӑ кун иртиччен тунӑ пулсан) килӗшӳллӗн» сӑмахсене «Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенкин тӗп администраторӗ палӑртнӑ йӗркепе хатӗрленӗ тата тӑратнӑ вырӑнти бюджетсен тӑкакӗсем (вӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫсем республика бюджетӗнчен уйӑрса панӑ бюджетсем хушшинчи трансфертсем шутланаҫҫӗ) ҫинчен калакан отчечӗпе (ӑна республика бюджетӗнчен маларах уйӑрса панӑ асӑннӑ укҫа-тенкӗ Чӑваш Республикин республика бюджетне пырса кӗнӗ кунран пуҫласа 30 календарлӑ кун иртиччен тунӑ пулсан) килӗшӳллӗн» сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) улттӑмӗш абзаца «Чӑваш Республикин Финанс министерстви» сӑмахсем хыҫҫӑн«, патшалӑхӑн бюджет тулашӗнчи территори фончӗн управлени органӗ» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
36. Унтан пурте пӗрле калаҫса татӑлса ҫапла тума палӑртнӑ: ҫакӑ куна нихӑҫан та чаплӑн уявламасӑр хӑвармалла мар, ҫирӗммӗш уйӑхӑн, Сири чӗлхипелен адар уйӑхӗ тенӗскерӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунне, Мардохей кунӗнчен пӗр кун маларах килекен куна, уявпа чысламалла тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пур уяв та, шӑматкун та, ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те, ятарлӑ кунсем те — уяв умӗн виҫӗ кун, уяв хыҫҫӑн виҫӗ кун — ҫав кунсем пурте манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан пур иудейшӑн та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмалли вӑхӑт, ирӗк вӑхӑт пултӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑн тӑванун хура кунӗшӗн, ӑна нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ куншӑн санӑн хӗпӗртеме кирлӗ марччӗ; Иуда ывӑлӗсене пӗтернӗ кун савӑнма, синкерлӗ кун шӑл йӗрсе тӑма кирлӗ марччӗ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак уяв кунӗсенче, ҫичӗ кун хушши, кашни кун унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнене ҫичӗ пӑру тата айӑпсӑр ҫичӗ сурӑх таки кӳмелле, ҫылӑх парнине унӑн кашни кун качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки кӳмелле.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӑххӑрмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! ҫакӑ кун ятне, шӑп ҫакӑ кун ятне ҫырса хур: шӑп ҫакӑ кун Вавилон патши Иерусалима тапӑнӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тасатма пуҫланӑ та ҫав уйӑхӑн саккӑрмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрне кӗнӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫуртне сакӑр кун хушши тасатнӑ, пӗрремӗш уйӑхӑн вунулттӑмӗш кунӗнче тасатса ҫитернӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр; 4. ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 34. Израиль ывӑлӗсене кала: ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа Ҫӳлхуҫашӑн ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ тӑвӑр; 35. пӗрремӗш кунӗнче сӑваплӑ пуху пултӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 36. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; саккӑрмӗш кунне сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр: ку — уявпа сывпуллашни, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: хӗрарӑм йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратсассӑн, вӑл ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; уйӑх хушши вӑхӑтӗнче тасалса асапланнӑ кунсенчи пек, вӑл таса мар пулӗ; 3. саккӑрмӗш кунне ачийӗн хӗрринчи ӳтне касӗҫ; 4. амӑшӗн вӑтӑр виҫӗ кун хӑй юнӗнчен тасалса килте лармалла; тасалмалли кунӗсем иртмесӗр нимӗнле сӑваплӑ япалана та сӗртӗнмелле мар, кӗлӗ чатӑрӗ патне те пымалла мар.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Сире Турра халаллас кунсем иртиччен ҫичӗ кун пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнчен ан кайӑр, мӗншӗн тесессӗн сире Турра халаллас йӗркене ҫичӗ кун хушши туса тӑмалла; 34. паян епле тунӑ, сире тасатмашкӑн Ҫӳлхуҫамӑр ҫапла тума хушрӗ; 35. ҫичӗ кун хушши кунӗн-ҫӗрӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче пулӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче сыхӑ тӑрӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн [Ҫӳлхуҫа Турӑ] мана ҫапла хушнӑ, тенӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Шӑматкуна уяма астусах тӑр; 9. ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту; 10. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.