Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кун сăмах пирĕн базăра пур.
кун (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Леш задачинче ҫирӗм пилӗк платник миҫе кун хушшинче сакӑр ҫурт туса лартассине пӗлмелле, кунта акӑ ултӑ шӑвӑҫ ӑсти миҫе кун хушшинче вӑтӑр ултӑ витре тума пултарнине пӗлмелле Икӗ задачине те пӗр пекех шутласа кӑлармалла.

— В той задаче нужно было узнать, во сколько дней двадцать пять плотников построят восемь домов, а в этой нужно узнать, во сколько шесть жестянщиков сделают тридцать шесть ведер Обе задачи решаются одинаково.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

«Иртнӗ кану кунӗсенче республикӑра 51 пушар пулнӑ. Вӗсен сӑлтавӗ те паллӑ — халӑх типӗ курӑксене чӗртсе яни. Усал ҫӳп-ҫапа та тепре чухне ҫынсем ҫунтарма пӑхаҫҫӗ. Кун пек пачах та тума юрамасть. Чӑваш Енри ГКЧС службине кашни кун хыпарсене пӗлтерсе тӑма хушатӑп», — тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регион Пуҫлӑхӗ.

«В минувшие выходные в республике произошел 51 пожар. Известна и их причина — сжигание населением сухой травы. Иногда люди также пытаются сжечь ненужный мусор. Это абсолютно недопустимо. Поручаю службе ГКЧС Чувашии ежедневно сообщать новости», — подчеркнул в своем выступлении глава региона.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркӑна ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=0f ... f82a8d46aa

Акӑ кун ҫине те… кун ҫине те, тата кун ҫине те…

И на это поглядите, и на это, и на это…

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Эсӗ пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун ҫук шкулта.

Три дня в школу не ходишь.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпӗ кунта виҫӗ кун пурӑнатӑп — виҫӗ кун ӗҫлемесӗр ырӑ курса пурӑннӑран вӑтаннипе манӑн пит-куҫ пӗҫерсе, ӑш-чик пӑшӑрханса тӑрать.

Три дня живу здесь — и три дня у меня уши горят от моего постыдного благополучия.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗр кун иртрӗ, икӗ кун, виҫӗ кун.

Прошел день, и другой, и третий.

Пирӗн халӑха мухтав! // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Луиза Пойндекстер Мигуэль Диаза хӑтарнӑ кун уншӑн хурлӑхлӑ кун, хӑйӗн пӗтӗм кун-ҫулӗнчи чи хурлӑхлӑ кун пулнӑ пулӗ.

Тот день, когда Луиза Пойндекстер освободила Мигуэля Диаза, был для нее мрачным днем, вероятно самым мрачным во всей ее жизни.

LIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсене каланӑ: «Кунта хусахсем нумай. Вӗсем пире кун ҫути те кӑтартмаҫҫӗ. Кунта Мишка Черкашенин хӑй хусахӗсемпе ҫӳрет, Сары Азман ҫӳрет, Ермак ҫӳрет. Ермак пек усалли тата урӑх пулмӗ те. Унӑн ушкӑнӗ пӗр 1000 ҫынна яхӑн. Унран хура халӑх мар, хуҫасем те хӑраҫҫӗ. Патша ҫарӗсем унӑн яхӑнне те пыраймаҫҫӗ», — тенӗ.

Им и говорят: «Казаков много. Житья от них не стало. Есть Мишка Черкашенин; есть Сары-Азман… Но нет злее Ермака Тимофеича, атамана. У того человек 1000 народа, и его не только народ и купцы боятся, а царское войско к нему приступить не смеет».

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапла майпа Казондепе Ибн Хамис караванӗ килнӗренпе пилӗк кун иртрӗ: Муани-Лунгӑна пытариччен икӗ кун, ун хыҫҫӑн виҫӗ кун.

Так прошли пять дней после прибытия в Казонде каравана Ибн-Хамиса: два дня до похорон Муани-Лунга и три дня после них.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эсир кунта пӗр икӗ кун тӑрсан эпӗ питӗ кӑмӑллӑ пулӑттӑм: ҫак икӗ кун хушшинче ҫыран хӗрне энтомологи енчен тӗпчесе пӑхасшӑн.

Если вы решите остаться здесь на день-другой, я буду очень доволен: я воспользуюсь этим, чтобы изучить побережье с точки зрения энтомологии.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

4. Муниципалитет службин должноҫне уйӑрса лартнӑ кун тӗлне ком-мерциллӗ мар организацине тӳлевсӗр йӗркепе ертсе пырас ӗҫе хутшӑнакан ҫынсем тивӗҫлӗ муниципалитет органӗн кадр службин право йӗркине коррупци майӗпе е ытти майпа пӑсасран асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен пайне ыйтса ҫырнине тата ун ҫумне хушса хумалли ҫак статьян 1-мӗш пайӗнче кӑтартнӑ документсене муниципалитет службин должноҫне уйӑрса лартнӑ кун хыҫҫӑнхи кунран кая юлмасӑр тӑратаҫҫӗ.

4. Лица, участвующие на безвозмездной основе в управлении некоммерческой организацией на день назначения на должность муниципальной службы, представляют в подразделение кадровой службы соответствующего муниципального органа по профилактике коррупционных и иных правонарушений ходатайство и прилагаемые к нему документы, указанные в части 1 настоящей статьи, не позднее следующего рабочего дня после дня назначения на должность муниципальной службы.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи муниципалитет служби ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №70 от 21 сентября 2020 г.

Пӗр кун кӗтетӗп, ик кун кӗтетӗп, виҫӗ кун

И день ожидаю, и два, и три…

7 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун та шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ.

День, и два, и три стояла жара.

Равипе Шаши чееленеҫҫӗ // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.

Пичче ытла та васканӑ пирки тата поезд пырса ҫитмелли сехетпе ҫав кун пӑрахут каймалли сехетсене тӗплӗн асӑрхаса шутламан пирки, пирӗн пӗр кун кунӗпех усӑсӑр ирттермелле пулчӗ.

Второпях дядюшка так хорошо рассчитал часы прибытия поезда и отплытия парохода, что нам пришлось потерять целый день.

VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах чӗре ҫурӑлмарӗ, тӑнлавсенчен малтанхи пекех мӑлатукпа шакканӑ пек пулчӗ, вара Малаша, тӗттӗмелле пӗтӗм куҫ вӑйӗпе пӑхса, унӑн малашне те кунсене — кун хыҫҫӑн кун, тивӗҫлӗ срок ҫитичченех шутламалла пуласси, вара унӑн, Малашӑн, красноармеец арӑмӗн, нимӗҫ йӗксӗкне ҫуратмалла пуласси ҫинчен шухӑшларӗ.

Но сердце не разорвалось, по вискам по-прежнему будто стучали молотком, и Малаша, вглядываясь в темноту изо всех сил, подумала, что ей и дальше придется отсчитывать день за днем, до положенного срока, и тогда она, Малаша, жена красноармейца, должна будет родить немецкую гадюку.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Е пулман та кун пӗкки, тен, ҫак куна, чӗре ҫакӑн пек кунсене ӗмӗрӗпе кӗтсе пурӑннӑ?»

 — Или не было этого, а только всю жизнь ждало-дожидалось сердце вот такого дня, вот таких дней?»

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кунта тепӗр виҫӗ кун ӗҫлетпӗр те, вара кунтан пурте каятпӑр.

 — Еще три дня поработаем здесь, а там все отсюда уйдем.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӑхатӑп: иӗр кун каҫаҫҫӗ, икӗ кун, виҫӗ кун каҫаҫҫӗ!

День глядишь, идут, два, глядишь, идут, три, глядишь, идут!

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кун пек сӑмахшӑн хулӑпа ҫаптарма та пултаратпӑр, кунта патша ҫарӗ мар та, анчах командир вӑл — кунта та командир, вӑл калать пулсан — итле, ӑнлан.

За такие слова можем плетей всыпать, хоть здесь не царская армия, но командир и у нас есть командир, и раз он говорит, то должен слушать и понимать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Район кашни ир, хӑш-пӗр чух пӗр кунрах темиҫе хут раскулачить тунисем ҫинчен сводка ыйтать, разнарядкӑсем ярса парать: паян ҫавӑн чул, ыран ҫавӑн чул ҫемье раскулачить тумалла тата ҫав хисепе кунран кун ӳстермелле, тыр-пул хатӗрлес ӗҫри пекех — унта тесен хуть миҫе пӑт турттарнин пӗлтерӗшӗ пысӑк.

Район каждое утро, а то и несколько раз на дню запрашивал сводки о раскулаченных, спускал разнарядки: сегодня раскулачить столько-то семей, завтра — столько-то, причем число день ото дня росло, словно бы это была хлебозаготовка, когда количество вывезенных пудов действительно имеет решающее значение.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех