Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кун сăмах пирĕн базăра пур.
кун (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; килӗрти йӳҫӗлле ҫӑкӑра пӗрремӗш кунах пӗтерӗр, мӗншӗн тесессӗн пӗрремӗш кунран пуҫласа ҫиччӗмӗш куна ҫитиччен йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиекен чуна Израиль хушшинчен пӗтерӗҫ.

15. Семь дней ешьте пресный хлеб; с самого первого дня уничтожьте квасное в домах ваших, ибо кто будет есть квасное с первого дня до седьмого дня, душа та истреблена будет из среды Израиля.

Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗтӗмӗшле илсен, Тхане климачӗ тикӗс, кунта ҫумӑр ҫӑвакан кун чылай, темиҫе кунта кӑна сывлӑш температури ҫав тери хӗрсе кайма пултарать.

В целом климат Тхане ровный, со значительным числом дождливых дней и несколькими днями с экстремальными температурами воздуха.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Ирина ҫак кунран пуҫласа хӑй ҫӗр-ҫӗр ҫын сывлӑхӗшӗн те пурнӑҫӗшӗн яваплӑ пулса тӑнине ӑнланса илчӗ, савӑнӑҫлӑ ачалӑх кунран кун аяккарах та аяккарах тӑрса юлнине туйрӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ырӑ кун… ырӑ кун… ырӑ кун… — хумӑн-хумӑн сарӑлса хуравларӗ ахрӑм.

— Добрый день… день… день… — откликнулось эхо.

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Маларах «Башинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрӗн 11-мӗшӗнче — Республика кунӗ — Пушкӑртсен Совет Социализмлӑ халӑхӑн государство суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацие йышӑннӑ кун — ӗҫ кунӗ мар пулса тӑрать.

Как сообщал ранее «Башинформ», 11 октября — День Республики — День принятия Декларации о государственном суверенитете Башкирской Советской Социалистической Республики является нерабочим праздничным днем.

Октябрӗн 10-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикинче кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... un-3471483

Пӗррехинче тата, килсен пиллӗкмӗш кунӗнче, пӗчченех ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те ҫийӗнчи кӗпине ҫурса ывӑтрӗ, тепӗр кун уншӑн аслашшӗнчен кунӗпех каҫару ыйтрӗ, кӗпине сурни ҫинчен никама та ан кала тесе тархасларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫапла пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун иртет.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ кун кунӗпе сиплерӗ ҫав карчӑк аманнӑскере, иккӗмӗш кунне, каҫалапа, таркӑн каччӑ хӑйие лайӑхрах туйма тытӑнчӗ, суранӗ туртӑнса ӳт илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак кун кунӗпе фашистсем вӑрманта пӑшал-пулеметпа печӗҫ, кунӗпе такама шырарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр кун… пӗр кун… чим-ха, пӗр кун кӑна-ши вара?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗр кун чул тӑва кунӗпе кисретнӗ хыҫҫӑн пӑлхав пуҫлӑхӗсем ҫапӑҫӑвӑн иккӗмӗш кунне тарӑн шӑтӑкра ларакан ӑтӑрсем пек кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни уйрӑм кун вунӑ кун пек туйӑнтарса хӑварать пулсан, Ваҫукӑн кунта 240 ҫул шутне пурӑнса ирттермелле-и?

А если учесть, что каждый год службы стоит не менее десяти, получается, что Васюк прослужил все 240 лет.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паян — вырӑс эрни кунӗ, ӗҫлеме юрамасть, чӑвашсем ҫапах та ӗҫе тухнӑ, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ ҫавнашкал: халӗ пӗр кун юлнине кайран ҫӗр кун хӑваласа ҫитеймест.

Сегодня суббота, работать грех, но люди все равно вышли в поле: время страдное, пропустишь теперь день — потом месяцы его не нагонишь.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

2004 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи «Ҫар мухтавӗн кунӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен йышӑну тунӑ хыҫҫӑн ҫак кун канмалли кун пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пӗрлӗхӗ – пысӑк хӑват // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %b0%d1%82/

Юлашкинчен сире ҫакна калам паянхи кун сирӗншӗн те, пирӗншӗн те паллӑ кун пултӑр, Ту енчи ҫӗр-шыв Хусан патшалӑхӗнчен уйрӑлса вырӑс патшалӑхӗпе пӗрлешнӗ кун пултӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав хӑнасене часрах хӑваласа кӑларса ямаллаччӗ. Злобина ӑсатнӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех тухмаллаччӗ ҫула. Эх, виҫӗ кун ҫитмерӗ ҫӗнтерӳ тума, виҫӗ кун!

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Виҫӗ кун ҫитмерӗ мана Ока урлӑ каҫса вырӑссене аркатса тӑкма! — тулашрӗ хӑй тӗллӗн Сахиб-Гирей тӑшман енне ҫиллессӗн пӑха-пӑха илсе. — Вӑтӑр кун мар — виҫӗ кун!

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теле- тата (е) радиохыпарлав ӗҫне пурнӑҫлакан регионти патшалӑх организа-цийӗсен каналӗсенче суйлав умӗнхи агитаци Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн тепӗр хут сасӑлав ирттересси ҫинчен калакан йышӑнӑвне пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен пуҫланакан тапхӑрти ӗҫ кунӗсенче ҫӗнӗрен пуҫланать те ҫак статьян 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн вӗҫленет.

Предвыборная агитация на каналах региональных государственных организаций, осуществляющих теле- и (или) радиовещание, возобновляется по рабочим дням в период, который начинается на третий день после дня опубликования решения Центральной избирательной комиссии Чувашской Республики о проведении повторного голосования и прекращается в соответствии с частью 3 настоящей статьи.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

2. Кандидат хӑйне хӑй тӑратмалли тапхӑр, ҫавӑн пекех хӑйне хӑй тӑратнӑ кандидата ырласа алӑ пуснисене пуҫтарасси Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне ҫирӗплетнӗ кун ҫинчен калакан йышӑнӑва пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн, анчах та сасӑлав кунӗччен 80 кунран кая юлмасӑр пуҫланать тата сасӑлав кунӗччен 50 кун маларах вӗҫленет.»;

2. Период, включающий в себя самовыдвижение кандидата, а также сбор подписей в поддержку самовыдвижения кандидата начинается после опубликования решения о назначении выборов Главы Чувашской Республики, но не ранее чем за 80 дней до дня голосования, и заканчивается за 50 дней до дня голосования.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Кунта виҫ кун пурӑнма пулать, тӑватӑ кун.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех