Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кун сăмах пирĕн базăра пур.
кун (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун йӗркинче пӗтӗмпе те ултӑ ыйту кӑна пулчӗ, анчах ЧР Правительствин ытларикунхи черетсӗр ларӑвӗ самай вӑраха кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пек условисенче вӗренӳ пахалӑхне ӳстернипе пӗрлех ҫамрӑксен хушшинче рабочи профессийӗсен ят-сумне ҫӗклеме май килӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ачапа амӑшӗн сывлӑхне упрани, садиксемпе яслисем, шкулсем ҫӗклени, ҫемьери иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкене кун ҫути парнеленӗ е усрава илнӗ хӗрарӑма амӑшӗн ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ капиталӗн сертификачӗсӗр пуҫне республика Пуҫлӑхӗ ҫирӗплетнипе, пособисемпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене шанӑҫ парать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пирки мӗн калатӑн?

- Что скажешь об этом?

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шел те, Чӑвашра кун пекки курӑнсах каймасть.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пек инкек пирӗнпе урӑх нихӑҫан та ан пултӑрччӗ тесе аса илтерсе тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ун пеккисем темиҫе те кунта: Федор Васильев композиторсӑр пуҫне Хурӑнкассинчи Юрий Скворцов ҫыравҫӑпа, Кивӗ Матекре кун ҫути курнӑ, Тюмень облаҫӗнче Социализм Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Поликарп Прокопьевпа, Вӑрманкасси шӑпчӑкӗпе Виталий Гордеев юрӑҫпа ҫыхӑннӑ документсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пирки район администрацийӗн ялхуҫалӑх пайӗн ертсе пыракан эксперт специалисчӗ А.Борисов чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйту - районта ҫурхи шыв-шур тапхӑрне йывӑрлӑхсемсӗр, пӑтӑрмахсемсӗр ирттерсе ярасси.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Паян кунта илемлӗ литература, вӗренӳ, ача-пӑча кӗнекисем кун ҫути кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ҫавӑн пекех ӗҫтешсем ҫинчен «Чӑваш Ен журналисчӗсем», «Чӑваш Республикинчи хуласемпе район хаҫачӗсем» кӗнекесем кун ҫути курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Пурте те - хӗвеллӗ ҫурхи кун пек ҫутӑ тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Татьяна Владимировна Волкова ертсе пынипе ялти хӗрарӑмсем эрнере икӗ кун - юнкунпа эрнекун - вулавӑша пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Туслӑ мӑшӑр 5 ачана кун ҫути парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Кун пек чухне, икӗ тӗслӗхӗнче те, ҫак меслетсем пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Кун пек чухне ӑна Раҫҫейри уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине тӗпе хурса шыраса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кун пирки Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Анатолий Иванов тытӑмӑн коллегийӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Иринӑпа Володьӑн хутшӑнӑвӗ питӗ хӑвӑрт аталаннӑ: паллашнӑранпа 10 кун иртсенех вӗсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мана ачасем кун пирки кайран ҫеҫ систерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пиччен Сашӑн — ывӑлпа хӗр, Юрккан — виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр, Сергейӑн — икӗ ывӑл, манӑн — пӗр ывӑл, йӑмӑкӑн Надьӑн — пӗр ывӑл, шӑллӑмӑн хӗрпе ывӑл кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех