Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кун сăмах пирĕн базăра пур.
кун (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев паянхи кун тӗлне ӗҫ шыракансем республикӑра 5500 пулнине, е 0,78%, пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кун пек чухне вара поварсен хӑйне евӗрлӗ ӑшталану пуҫланать кухньӑра.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫак кун хевтеллӗ ырӑ чунсене мӗн пур арҫын пуҫ таять.

Куҫарса пулӑш

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Павелсен йывӑҫ ҫурчӗ паян кун та сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Шкул хыҫҫӑн, вырсарникунсӑр пуҫне, кунсеренех тренировкӑсенче, кашнинче – 4-5 сехет таранах», – кун йӗркипе паллаштарать спортсменка.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кун пек шухӑш пӗрре те пулман, – тет вӑл, унтан малтанхи ҫулсенчи йывӑртарах самантсене аса илет.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Амӑшӗ 6 ҫулти хӗрне Ҫӗнӗ Шупашкарти секцие алӑран ҫавӑтса кайнӑранпа хӗрача спорт гимнастикинчен пӗр кун та уйрӑлман темелле, спортӑн интереслӗ тӗсӗ тӳрех килӗшнӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Иртнӗ канмалли кун ирхи вунӑ сехет тӗлне яланхи пекех шкула ачасем, ҫамрӑксем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Хальхинче те кун йӗркине Муркаш районӗнчи ҫамрӑксемпе тӗл пулассине кӗртни республика ертӳлӗхӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ вӑйне ӗненнине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Эсӗ ҫак кун ҫулленех концерт ирттереттӗн, кӑҫал вара /вӑл ахальли мар тата/ - ҫук.

В этот день ты ежегодно проводила концерты, в этом году же (он еще не простой) — нет.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

- Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче - санӑн ҫуралнӑ кун.

— 23 февраля — день твоего рождения.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Чӑвашсем кун пек тӑхӑнмаҫҫӗ», - текенсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Ҫамрӑксем валли тесе ҫырнӑскере «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» повесть тата «Турамӑш ҫуралнӑ кун» калав кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Кӗнеке пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗр пин тиражпа кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведенипе наци литературин пайӗнче «Ҫыравҫӑпа ирттернӗ кун» мероприятисен ярӑмӗн ячӗпе черетлӗ тӗлпулу иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Паянхи кун вӑл «Барсшӑн» вылять, Аслӑ лигӑн пӗрлештернӗ командинче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Районтан Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе В.Александров сӑмах каларӗ: «9 ҫул, пӗр уйӑх та 18 кун пынӑ вӑрҫӑра Совет Ҫарӗ 15 пине яхӑн ҫын ҫухатнӑ, киле таврӑнсан сурансене пула пин ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ытти ҫухатусем те пур. Эпир наградӑшӑн ҫапӑҫман, хамӑр тивӗҫе пурнӑҫланӑ...»

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Митинга Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Виссарионов уҫрӗ, ҫак кун ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса район пуҫлӑхне М.Пуклакова сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Кун пирки пӗлтӗ-рех шутласа хунӑччӗ.

Это еще в прошлом году задумал.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех