Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килмен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнле-ха ҫаксем ӑна аса килмен!

Как это все ему в голову не пришло!

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗнер ун ҫине никамӑн пӑхас та килмен, ыран пурте, темӗнле путсӗр ҫын ҫине пӑхнӑ пек, куҫӗсене чарсах пӑхаҫҫӗ.

Вчера на него никто и смотреть не хотел, а завтра все глаза пучат, как на шельму какую-нибудь.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку вӑл — юратакансен пурнӑҫӗнчи чи кӗске те савӑнӑҫлӑ самант, чи пысӑк телей — ун ҫинчен лакейсем, кучерсем калаҫма пуҫларӗҫ, анчах хамӑр нимӗн те шут татман-ха, ялтан ответ та килмен, хамӑн укҫа карманӗ пуш-пушах, хваттер те тупса хуман…

Этот поэтический миг в жизни любящихся, венец счастья — о нем заговорили лакеи, кучера, когда еще ничего не решено, когда ответа из деревни нет, когда у меня пустой бумажник, когда квартира не найдена…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ҫакӑн пек аван ирттернӗ ҫу хыҫҫӑн хутран-ситрен, вӑрттӑн курнӑҫасси, юратакан ача вырӑнӗнче пуласси. Тӗрӗссипе, авланнӑ пулсан, эпӗ паян театра та килмен пулӑттӑм: ултӑ хут итлетӗп ӗнтӗ ҫак оперӑна…»

А то после такого лета да еще видеться урывками, украдкой, играть роль влюбленного мальчика… Правду сказать, я бы сегодня не поехал в театр, если б уж был женат: шестой раз слышу эту оперу…»

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Халӗ ҫук-ха вӑл, ӗҫрен килмен.

— Его нет дома; он еще из должности не приходил.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Сасартӑк эпӗ килмен пулсан? — ыйтрӗ Ольга.

— А если я вдруг умру? — спросила она.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ те эпӗ ним евӗрлӗ те мар, сехетсемпе минутсене шутламастӑп, хӗвел тухнипе хӗвел аннине пӗлместӗп, пӗр ҫакна ҫеҫ шутлатӑп: куртӑм-и — курман, куратӑп-и — курмастӑп, килсе кайрӗ-и — килмен, килет-и…

И теперь я уже ни на что не похож, не считаю часы и минуты, не знаю восхождения и захождения солнца, а считаю: видел — не видал, увижу — не увижу, приходила — не пришла, придет…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗнле, санӑн ҫапла пурӑнас килмен пулӗччӗ-и? — ыйтрӗ Обломов.

Что ж, тебе не хотелось бы так пожить? — спросил Обломов.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тата Марина Кулькова ятлӑ тӑлӑх арӑм, ҫирӗм сакӑр ҫула ҫитнӗскер, пӗр харӑсах тӑватӑ ача ҫуратса паман пулсан, нихҫан та, нимӗн те пичетлемен пулӗччӗҫ, ҫак ҫӗршыв ҫинчен илтмен те пулӗччӗҫ; анчах кун пирки мӗнле пулсан та шарламасӑр тӑма май килмен.

И никогда бы ничего и не было напечатано, и не слыхали бы про этот край, если б только крестьянская вдова Марина Кулькова, двадцати восьми лет, не родила зараз четырех младенцев, о чем уже умолчать никак было нельзя.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Турӑ пилленӗ ҫак кӗтесре мӗнле те пулин ҫавнашкал ӗҫсем пулса иртни ҫинчен никамӑн та, нихҫан та хаҫатсенче вулама тӗл килмен.

В газетах ни разу никому не случилось прочесть чего-нибудь подобного об этом благословенном Богом уголке.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хам чӗре ҫак ӑнланса пӗтермелле мар, тӗлӗнтерсе ярасла хитре хӗр ҫумне куҫа курӑнман мӗнешкел ҫинҫе те ҫирӗп ҫипсемпе ҫыхӑнса ларни вара ман асӑма та килмен.

Я и сам не подозревал, какими тонкими, крепкими, незримыми нитями было привязано мое сердце к этой очаровательной, непонятной для меня девушке.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Ҫук, май килмен.

— Нет, не приходилось.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пурнӑҫӗ ҫав тери йывӑр пулнӑран ҫырма май килмен.

Жить было тяжело, писать почти не удавалось.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Анчах та гироскоппа пурнӑҫра усӑ курма чылайччен май килмен.

Однако практически использовать гироскоп долго не удавалось.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑхӑт иртнӗ май хӑш-пӗр страницӑсенчи шупкалса кайнӑ текста вулама та май килмен.

Некоторые страницы вообще стерлись от времени, и их невозможно было прочитать.

Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Халӗ ӗнтӗ ку статьясене «асӑрхамасӑр» хӑварма май килмен, хуравсем памах тивнӗ.

Теперь уже нельзя было «отмолчаться» относительно этих статей, нужно было дать ответы.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫакӑнпа ниепле те ҫырлахса ларас килмен.

С этим нельзя было мириться.

Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Юлиан Васильевичӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен.

У Юлиана Васильевича была трудная судьба.

Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ку 9 уйӑха тӑсӑлнӑ, Александр Егоров пӗр суд ларӑвне те килмен, ваккачӗ ҫеҫ пулнӑ.

Это растянулось на 9 месяцев, Александр Егоров не пришел ни на одно судебное заседание, был только адвокат.

А.Никитин композитор Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра вӑрланине судра ӗнентернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23261.html

«Кэптен» кӑна килмен.

«Кэптен» не пришел.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех