Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килмен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вуҫех сирентен кулас тесе килмен.

Я приходил домой вовсе не затем, чтобы над вами смеяться.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пур хӑмисем ҫине те ӗлӗк: «Ҫак ҫынна ӗмӗр асӑнатпӑр», — тесе ҫырнӑ пулнӑ, анчах нумайӑшӗ ҫинче саспаллисем ҫухалса петнӗ, ҫавӑнпа ҫутӑ чухне те вӗсене вулама май килмен.

«Незабвенной памяти такого-то» — было начертано на них когда-то, но теперь почти ни одной надписи нельзя было прочесть даже днем.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫамрӑк мӑшӑра каллех ҫӑмӑл килмен.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Унчченхи «пуян ҫулсем» тапхӑрӗнче тӗрлӗ проект валли бюджетран калама ҫук пысӑк укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, анчах та пурпӗрех кӗтекен кӑтартусене тума май килмен вӑхӑтсем хыҫа тӑрса юлчӗҫ.

Остались в прошлом так называемые «тучные годы», когда в различные проекты вкладывались огромные бюджетные средства, но это не приносило ожидаемого результата.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тата мана киревсӗр сӑмахсем кӗртсе яни, ҫынран хӑйӗнчен килмен инкекшӗн вӗчеленсе виртлени килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Чи аслине пурнӑҫра ҫӑмӑл килмен, паллах.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Пирӗн ачалӑх та, ҫамрӑклӑх та ҫӑмӑл килмен.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Малалла вӗренме май килмен.

Учиться дальше не было возможности.

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Лавкка патне ҫуран мар, автомашинӑпа ҫитме те май килмен.

Куҫарса пулӑш

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

Ҫемйине илсе килмен.

Семью не привез.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ак тамаша, арӑмӗ килмен, выльӑх-чӗрлӗхӗ витере макӑрса тӑрать.

Вот беда, жена не пришла, домашние животные в хлеву кричат.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ак тамаша, арӑмӗ килмен, выльӑх-чӗрлӗхӗ витере макӑрса тӑрать.

Вот тебе и на, жена не пришла, скотина в хлеву кричит.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Анчах тепӗр ҫул унта кайма май килмен: вӑрҫӑ пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

1923 ҫулта Ишекри икӗ сыпӑклӑ шкулӑн пӗрремӗш класне вӗренме кӗнӗ, анчах та Ишек шкулне вӗренсе пӗтерме май килмен.

1923 году поступил учиться в первый класс двухступенчатой Ишакской школы, но закончить учебу в Ишакской школе не удалось.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Вӗҫне ҫитерме тӳр килмен самантсенчен пӗри — энергетика напитокӗсене ачасене сутмашкӑн чарма йышӑнманни.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ватӑ учителӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен, ырӑ тӗслӗх вырӑнне тӑван ашшӗ пулни ӑна ҫакӑн пек ҫын пулса ӗмӗр ӗмӗрлеме хистенӗ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Мӑшӑрсене чечек сапса тухнӑ пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх ҫеҫ утма тӳр килмен.

Парам пришлось пройти не только по усыпанной цветам дорожке.

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Темшӗн пӗрремӗш пулма тӳр килмен.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Пушкин дуэле чӗннине каялла илнӗ, паллах, арӑмӗн тӑванӗн пурнӑҫне пӑсас килмен унӑн.

Пушкин, конечно, не хотел портить жизнь родственницы супруги, отозвал вызов на дуэль.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Кил хуҫисем ӑна хӑйсем патӗнчех хӑварма та килӗшеҫҫӗ, анчах документ тӑрӑх вӑл «тӑлӑх маррине» пула Настьӑна опекӑна илме май килмен.

Хозяева согласились оставить ее у себя, однако они не смогли взять Настю под опеку, потому что она по документам была "не сирота".

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех