Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫсене (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытармалла мар ҫав вӑхӑтри каҫсене.

Да, незабываемы те прекрасные ночи!

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Халь вӑл нихҫанхинччен те ҫивӗчрех илтет; ҫутта мӗнпур ӳт-пӗвӗпе туять, ҫакна ҫӗрле те асӑрхама пулатчӗ: тӗттӗм каҫсемпе уйӑхлӑ каҫсене вӑл лайӑхах уйӑрса илет, ҫавӑнпа-и, ӗмӗт-шухӑша яракан уйӑх ҫутин ӑнланма ҫук вӑйне парӑнса, час-часах вӑл, чӗмсӗр те салхускер, ыттисем пурте ҫывӑрнӑ чухне вӑрахчен картишӗнче ҫӳретчӗ.

Слух его чрезвычайно обострился; свет он ощущал всем своим организмом, и это было заметно даже ночью: он мог отличать лунные ночи от темных и нередко долго ходил по двору, когда все в доме спали, молчаливый и грустный, отдаваясь странному действию мечтательного и фантастического лунного света.

VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Хӑйӗнпе сывпуллашнӑ чух унӑн шурӑ аллисем чӗтренине, сасси тытӑннине, пӑлханнипе куҫӗсем тӗксӗмленнине аса илчӗ, йывӑр шухӑшсемпе асапланнӑ каҫсене, аманнисен транспорчӗсене ӑсатнӑ чух кашнинчех хӑранине, юнран, асапран, вилӗмрен хӑранисене аса илчӗ.

Ее дрожащие белые руки, когда она прощалась с ним, ее срывающийся голос, ее большие, потемневшие от волнении глаза; и свои ночи, полные тяжких размышлений, и страх, которого он не мог преодолеть, страх перед каждым новым транспортом раненых, перед кровью, страданием, смертью.

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫак иртнӗ кунсемпе каҫсене Раевски пӗтӗмпех вӗсене, авалхи ҫыхӑнусем тӑрӑх, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне шыраса ирттерчӗ.

Все эти дни и вечера Раевский отыскивал их одного за другим по старым связям.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ялсенче ҫӳресе таврӑнсан, Павел каҫсене Лисицын патӗнче ирттерет.

В те дни, когда Павел возвращался из сел, он проводил вечера у Лисицына.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ыйхӑланӑ пит-куҫлӑ фельдшер, ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсене пула тата тифпа чирлисемпе, аманнӑ ҫынсемпе вӗҫӗмсӗр аппаланса ывӑннӑскер, карӑнкаласа илсе, ҫатан урапа ҫинчен анчӗ, ларкӑч ҫинчен ҫыхӑ илчӗ те пӳртелле утрӗ.

Заспанный фельдшер, усталый от бессонных ночей и бесконечной возни с тифозными и ранеными, потягиваясь, вылез из тарантаса, взял с сиденья сверток, пошел в дом.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ӗмӗтленнӗ чухнехи евӗр йӑвашшӑн йӑл кулчӗ, куҫӗсене ҫаплах Константин ҫинчен илмерӗ: ҫав асран кайми ҫулсенчен пуҫласа, Мажаров ӑна канӑҫсӑр каҫсене, вут-кӑвар ялкӑшнине, чан ҫапса йынӑшнине аса илтерчӗ.

Он улыбнулся с мечтательной ласковостью и все не отрывал глаз от Константина: будто шагнув из тех незабываемых лет, тот вернул его к далеким тревожным ночам, грозовым сполохам, к стонам набата.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кудинов ҫурӑмне мӑкӑртнӑ та ҫыру сӗтелӗ хушшинче типшӗм хӑмӑр пӳрнисемпе пилӗкӗнчи Кавказ пиҫиххийӗн вӗҫне пӗтӗркелесе ларать; вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсене пула пӳрленекен пулнӑ тӑртанчӑк куҫӗсене ҫӗклемесӗр, хӑйне хирӗҫ ларакан казакпа калаҫать.

Кудинов, сгорбясь, сидел за письменным столом, вертел в сухих смуглых пальцах кончик своего кавказского ремешка и, не поднимая опухлых, гноящихся от бессонных ночей глаз, спрашивал у казака, сидевшего против него:

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Теме пула-ҫке ку каҫ кӗркуннехи кичем каҫсене аса илтерсе тӑрать.

Чем-то напоминал этот вечер осеннюю пору.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗркуннехи вӑрӑм каҫсене вӑл Аникушка арӑмӗ патӗнче ирттерчӗ, ҫав турткалашса тӑма юратман юмарт хӗрарӑма шеллесе, унӑн чуна тӗлкӗштерсе тӑракан вӗри ҫуйкӑнлӑхне пусӑрӑнтарса хӑварчӗ.

Ночи проводил у Аникушкиной жены, сжалившись над горькой бабьей нуждой и над самой над ней, безотказной и простенькой бабенкой.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак вӑхӑтрах каҫ ҫакӑн тӗслӗ пулни куҫшӑн ним кӗтменни те пулман, — хӗл кунӗ час-часах лӑпкӑ каҫсене ҫак тӗспе сӑрлать.

И в то же время не было ничего неожиданного для глаза в красках этого вечера, — зима очень часто раскрашивает так цветисто свои тихие вечера.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку ӗҫ ҫӑмӑл маррине пӗлетӗп, кунта вӑй нумай хумалла, нумай каҫсене ҫывӑрмасӑр ирттермелле пулать, анчах чи кирли — ӗҫлеме пӗлни… «такӑрлатнӑ та ҫӑмӑл аслӑ ҫула кам суйланӑ-ха?»

Знаю, работа эта нелегкая, тут потребуется много сил и бессонных ночей, а главное — умения… «кто же выбрал самую легкую и проторенную?»

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл хӑй тахҫан курса ҫӳренӗ Бирма ҫинчен шухӑшлать, унти ҫуллахи каҫсене аса илет…

Он думал о Бирме, по которой когда-то путешествовал, и вспоминал бирманские летние ночи…

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Ҫурҫӗр ҫӑвӗн вӗҫӗмсӗр вӑрӑм кунӗсене, тӗттӗмленме пӗлмен ҫап-ҫутӑ каҫсене, сиввӗн курӑнакан ҫурҫӗр шупка тӳпине, ҫӗнӗ тусӗсем васкамасӑр олатса калаҫнине Володя ниепле те хӑнӑхайман.

Не привычны были для Володи бесконечно длинные дни северного лета, ночи, светлые напролет, прохладная бледность северного неба, окающий неторопкий говор его новых друзей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫавӑнпа вӗсем каҫсене ҫурри таран виҫҫӗн ирттереҫҫӗ, ун чухне вӗсем ялан тенӗ пекех виҫҫӗн лараҫҫӗ.

Поэтому только половину вечеров проводят они втроем, но эти вечера уже почти без перерыва втроем.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫак картишӗнче ирттернӗ ҫуллахи сулхӑн каҫсене аса илчӗ.

Тут он вспомнил летние ночи, полные прохлады.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Халӗ вӑл каҫсене ҫакӑнта ларса ирттерет.

Там он и стал просиживать ночи.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑкӑнса кайнӑ миррӑн техӗмӗ юратуллӑ каҫсене аса илтернӗ пекех, Соломон ятне сасӑпа каланиех те пӑлхатса-пӑтрантарса янӑ хӗрарӑмсен чӗрисене.

Одно имя царя Соломона, произнесенное вслух, волновало сердце женщин, как аромат пролитого мирра, напоминающий о ночах любви.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӗсем ире ним пӑлханмасӑр кӗтсе илмеҫҫӗ; ҫӑлтӑрлӑ, ӑшӑ каҫсене те ним туйӑмсӑр ирттермеҫҫӗ.

Не встречали они равнодушно утра; не могли тупо погрузиться в сумрак теплой, звездной, южной ночи.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тунсӑха та, ыйхӑсӑр каҫсене те, савӑнӑҫлӑ е хурлӑхлӑ куҫҫулӗсене те — ним те пӗлмест вӑл.

Тоски, бессонных ночей, сладких и горьких слез — ничего не испытал он.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех