Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «кусем кӗлмӗҫ ҫынсем пулӗ, вӗсем ӑссӑр: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ; 5. чаплисем патне каям та вӗсемпе калаҫса пӑхам: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем те сӳсменне ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тӑллисене салтса янӑ».
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куҫӑма уҫсам, вилмеллех ҫывӑрса ан каям; 5. тӑшманӑм: «эпӗ ӑна ҫӗнтӗм» тесе ан калайтӑр.Просвети очи мои, да не усну я сном смертным; 5. да не скажет враг мой: «я одолел его».
Пс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Адер, Давид хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешни ҫинчен итсессӗн, Иоав ҫарпуҫ та вилни ҫинчен илтсессӗн, фараона каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана, эпӗ хамӑн ҫӗршыва каям, тенӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лешӗ хуравланӑ: патша хуҫамӑм! мана хамӑн тарҫӑ улталарӗ; эпӗ, сан чуру: «Ашака йӗнерлесе утланам та патшапа пӗрле каям» терӗм, сан чуру уксах-ҫке-ха.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ; 2. вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп, 3. мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Авесса — Саруия ывӑлӗ — патшана каланӑ: мӗншӗн ҫак вилӗ йытӑ патша хуҫамӑма хӑртать? каям та пуҫне касса татам, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид патшана ларни хӗрӗх ҫул ҫитсессӗн, Авессалом патшана ҫапла каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах панӑччӗ, ӗнтӗ Хеврона каям та мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерем, тенӗ; 8. эпӗ, санӑн чуру, Сирири Гессурта пурӑннӑ чухне сӑмах панӑччӗ: эхер те Ҫӳлхуҫа мана каялла Иерусалима тавӑрас пулсассӑн, эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗп, тенӗччӗ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ионафан ӗнтӗ Саула хуравланӑ: Давид манран Вифлеема кайма ирӗк ыйтса илчӗ; 29. вӑл ҫапла каларӗ: «кайма ирӗк парсамччӗ мана: пирӗн хулара хамӑр тӑвансем парне кӳме пуҫтарӑнаҫҫӗ, пиччем ман пата йыхрав ячӗ; санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, каям та пиччемсене курса килем» терӗ; ҫавӑнпа вӑл патша апатне килеймерӗ, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моав хӗрӗ Руфь Ноемине каланӑ: эпӗ хире каям та, кам мана кӑмӑллӑ пулӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн пучах пуҫтарса ҫӳрем, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Валак ӗнтӗ Валаама каланӑ: эпӗ сана тата тепӗр вырӑна илсе каям; тен, Турӑ хирӗҫ пулмӗ, эсӗ вара ку халӑха ҫав тӗлтен ылханӑн, тенӗ.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Валаам] Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ [Турӑпа] тӗл пулма [каям], тенӗ.15. И сказал [Валаам] Валаку: постой здесь у всесожжения твоего, а я [пойду] туда навстречу [Богу].
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Валаам унтан Валака каланӑ: эсӗ хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парнӳ патӗнче тӑр, эпӗ каям; тен, Турӑ мана хирӗҫ тухӗ, Вӑл мана мӗн уҫса панине кайран сана пӗлтерӗп, тенӗ.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей кайнӑ та, Иофор патне — хунӗ патне — таврӑнса, ӑна каланӑ: эпӗ каям, Египетри тӑванӑмсем патне таврӑнам та курам: чӗрех-ши вӗсем? тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей: каям та ҫакӑ аслӑ хӑвата курам, мӗншӗн-ха ку тӗм ҫунса пӗтмест? тенӗ.3. Моисей сказал: пойду и посмотрю на сие великое явление, отчего куст не сгорает.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑванӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем; 32. ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗсем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ача вырӑнне хам хуҫамӑм чури пулса юлам, ача вара хӑйӗн пиччӗшӗсемпе пӗрле кайтӑр, 34. мӗншӗн тесессӗн, ача манпа пӗрле пулмасассӑн, эпӗ аттем патне епле каям? апла эпӗ аттеме ҫитсе ҫапнӑ хурлӑха курмалла пулатӑп, тенӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Рахиль Иосифа ҫуратнӑ хыҫҫӑн Иаков Лавана каланӑ: яр ӗнтӗ мана, эпӗ хамӑн вырӑнӑма, хамӑн ҫӗрӗме каям; 26. [мана] хамӑн арӑмӑмсене, хамӑн ачамсене пар, эпӗ сана вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑм, эпӗ каям ӗнтӗ; эпӗ саншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ӗҫе эсӗ хӑв та пӗлетӗн, тенӗ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вӑл вӗсене каланӑ: чарса ан тӑрӑр-ха мана, Ҫӳлхуҫа манӑн ҫула ӑнӑҫлӑ турӗ; мана ярӑр ӗнтӗ, эпӗ хамӑн хуҫам патне каям, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ирхине тӑрсассӑн, вӑл: мана ярӑр ӗнтӗ, [эпӗ] хамӑн хуҫам патне [каям], тенӗ.Когда же встали поутру, то он сказал: отпустите меня [и я пойду] к господину моему.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.