Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иер 5

Пай: Библи –> Иеремия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 11:58

Пуплевӗш: 28; Сӑмах: 562

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иерусалим урамӗсем тӑрӑх ҫӳресе пӑхӑр-ха, тӗпчесе пӗлӗр-ха, урам тӑваткӑлӗнче шырӑр-ха: тӳрӗлӗхе уяса пурӑнакан, чӑнлӑха шыракан ҫын пур-и? Эпӗ Иерусалима хӗрхеннӗ пулӑттӑм. 2. Вӗсем: «Турӑ пур!» теҫҫӗ те, анчах улталаса тупа тӑваҫҫӗ. 3. Эй Ҫӳлхуҫамӑм! ара, Санӑн куҫу тӗрӗссине курмӗ-им? Эсӗ вӗсене ӳкеретӗн — вӗсем ыратнине туймаҫҫӗ; Эсӗ вӗсене пӗтеретӗн — вӗсем ӑс панине йышӑнасшӑн мар; вӗсенӗн чун-чӗри чулран та хытӑ — вӗсем ӳкӗнесшӗн мар. 4. Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «кусем кӗлмӗҫ ҫынсем пулӗ, вӗсем ӑссӑр: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ; 5. чаплисем патне каям та вӗсемпе калаҫса пӑхам: вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫулне, хӑйсен Туррийӗн саккунне пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем те сӳсменне ҫапса ҫӗмӗрнӗ, тӑллисене салтса янӑ».

6. Ҫавӑншӑн вӗсене вӑрманти арӑслан тапӑннӑ, вӗсене пушхир кашкӑрӗ тӑпалать, хула хӗрринче вӗсене барс сыхласа тӑрать: хуларан тухакана туртса ҫурӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем нумайланчӗҫ, Турӑран уйӑрӑлсах кайрӗҫ.

7. Манӑн ҫакӑншӑн мӗнле каҫарас-ха сана? Санӑн ывӑлусем Мана пӑрахрӗҫ, вӗсем турӑ маррисен ячӗпе тупа тӑваҫҫӗ. Эпӗ вӗсене тӑрантартӑм, вӗсем вара асӑхрӗҫ, кӗпӗрленсех аскӑн хӗрарӑмсен ҫуртне ҫӳрерӗҫ. 8. Вӗсем — самӑртнӑ ӑйӑрсем: кашниех ют арӑма курса кӗҫенет. 9. Ҫавӑншӑн хӗн кӑтартмӑп-и Эпӗ? ҫакӑн пек халӑха тавӑрмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа. 10. Унӑн хӳмисем ҫине хӑпарӑр та аркатӑр, анчах тӗппипех мар, тураттисене иртсе тухӑр: вӗсем — Ҫӳлхуҫа валли мар; 11. Израиль килӗпе Иуда килӗ Мана сутрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 12. Вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпрӗҫ: «мӗнех тӑвайӗ Вӑл? пирӗн пата инкек-синкек килмӗ, эпир хӗҫ те, выҫлӑх та курас ҫук. 13. Пророксем те — ҫил анчах, вӗсем [Ҫӳлхуҫа] сӑмахне пӗлмеҫҫӗ, вӗсене хӑйсене ҫапла пултӑр!» терӗҫ.

14. Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ вара ҫапла калать: вӗсем ҫавнашкал сӑмахсем калаҫҫӗ, ҫавӑншӑн акӑ вӗсен чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑма кӗртӗп, ӑна вут-ҫулӑм пек тӑвӑп, ҫак халӑха вутӑ тӑвӑп, вара ӑна ҫав вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ. 15. Ах, Израиль килӗ, акӑ Эпӗ сирӗн ҫине инҫетри халӑха, вӑйлӑ халӑха, авалхи халӑха илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ унӑн чӗлхине пӗлместӗн, вӑл мӗн каланине ӑнланмастӑн. 16. Унӑн йӗнни — уҫӑ тупӑк евӗрлӗ; пурте вӗсем — паттӑр ҫынсем. 17. Вӗсем санӑн тырру-пуллупа ҫӑкӑрна та, ывӑлусемпе хӗрӳсене те, сурӑхусемпе вӑкӑрусене те, иҫӗмӳпе смоква ҫырлине те ҫисе ярӗҫ; ху шанса тӑракан тӗреклӗлетнӗ хулусене хӗҫпе аркатса тӑкӗҫ.

18. Анчах ҫавӑн чухне те Эпӗ сире тӗппипех пӗтерсе тӑкмӑп, тет Ҫӳлхуҫа. 19. Эхер те: «Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, мӗншӗн пире ҫапла тӑвать-ха?» тесе ыйтсассӑн, эсӗ ҫапла хуравла: «эсир Ӑна пӑрахрӑр та хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче ют турӑсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн ют ҫӗрте ют ҫынсемшӗн ӗҫлесе пурӑнмалла пулӗ» те. 20. Ҫакна Иаков килӗнче пӗлтерӗр, Иудейӑра хыпарлӑр, ҫапла калӑр: 21. эй куҫу пулсан та курман, хӑлху пулсан та илтмен ухмах та ӑссӑр халӑх, итле ҫакна: 22. эсир Манран хӑрамастӑр-им, тет Ҫӳлхуҫа, Ман умӑмра чӗтреместӗр-им? Эпӗ тинӗс хӗррипе хӑйӑр сапса тухрӑм, вӑл ӗмӗрлӗх чикӗ пулса тӑчӗ; хумсем тем тӗрлӗ талпӑнсан та, ун урлӑ каҫаймӗҫ, тем тӗрлӗ кӗрлесен те, унран иртеймӗҫ. 23. Ҫак халӑхӑн чӗри вара чӑрсӑр та пӑлхавлӑ: вӗсем итлемерӗҫ — пӑрӑнса кайрӗҫ; 24. хӑйсен ӑшӗнче: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан хӑраса тӑрар» теме пӗлмерӗҫ, «кирлӗ вӑхӑтра пире малтанхи тата кайранхи ҫумӑр Паракантан, пирӗн валли ӗҫҫи эрнине Палӑртаканран хӑраса тӑрар» темерӗҫ. 25. Ҫапла каламашкӑн сире йӗркесӗр ӗҫӗрсем чӑрмантарчӗҫ, ҫак ырлӑхран сире ҫылӑхӑрсем пӑрса ячӗҫ: 26. Манӑн халӑхӑм хушшинче усал ҫынсем пур: вӗсем кайӑк тытакан пек сыхласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнаҫҫӗ, тапӑ лартаҫҫӗ, ҫынсене тытаҫҫӗ. 27. Читлӗх кайӑкпа тулса ларнӑ пек, вӗсен ҫурчӗсем ултавпа тулнӑ; ҫавна пула ҫӗкленсе-пуйса кайрӗҫ вӗсем, 28. самӑрланса-мӑнтӑрланса кайрӗҫ, усал ӗҫре пур виҫерен те тухрӗҫ, тӗрӗс мар сут тӑваҫҫӗ, тӑлӑха сут туса пайта кураҫҫӗ; чухӑнсенӗн ӗҫне сут патне ҫитермеҫҫӗ. 29. Ҫавӑншӑн хӗн кӑтартмӑп-и Эпӗ? ҫакӑн пек халӑха тавӑрмӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа. 30. Ҫак ҫӗр ҫинче тискер те хӑрушӑ ӗҫ пулса пырать: 31. пророксем суя сӑмах пӗлтереҫҫӗ, вӗсем пулӑшнипе священниксем хуҫаланаҫҫӗ, Манӑн халӑхӑм вара ҫакна юратать. Ҫакӑн пек ӗҫсем хыҫҫӑн эсир ӗнтӗ мӗн тӑвайӑр?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех