Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тух 4

Пай: Библи –> Тухни

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.28 10:33

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 617

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Моисей хуравласа ҫапла каланӑ: эхер те вӗсем мана ӗненмесессӗн, манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн тата «сана Ҫӳлхуҫа курӑнман» тесессӗн? [вӗсене мӗн калас вара?] тенӗ. 2. Ҫӳлхуҫа ӑна: санӑн аллунти мӗн вӑл? тенӗ. Моисей хуравланӑ: туя, тенӗ. 3. Ҫӳлхуҫа: ҫӗре пӑрах ӑна, тенӗ. Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахнӑ та, туйи ҫӗлен пулса тӑнӑ, Моисей унран тара пуҫланӑ. 4. Вара Турӑ Моисее каланӑ: аллуна тӑс та ӑна хӳринчен ярса тыт, тенӗ. Вӑл аллине тӑснӑ та ӑна [хӳринчен] ярса тытнӑ; ҫӗлен унӑн аллинче туя пулса тӑнӑ. 5. Ҫакӑ [сана] Ҫӳлхуҫа — хӑйсен ашшӗсен Турри, Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — курӑннине ӗнентерме пулӗ, тенӗ. 6. Ҫӳлхуҫа ӑна тата каланӑ: аллуна хӗвне чик, тенӗ. Вӑл аллине хӗвне чикнӗ, унтан ӑна [хӗвӗнчен] туртса кӑларнӑ та, акӑ унӑн алли тилҫе сырса илнипе юр пек шуралса кайнӑ. 7. [Ҫӳлхуҫа ӑна татах] каланӑ: аллуна каллех хӗвне чик, тенӗ. Вӑл вара аллине хӗвне чикнӗ; унтан ӑна хӗвӗнчен туртса кӑларнӑ та, акӑ алли каллех ытти ӳчӗ пекех пулса тӑнӑ. 8. Ҫӳлхуҫа каланӑ: эхер те вӗсем сана ӗненмесессӗн, пӗрремӗш паллӑ хушнине итлемесессӗн, тепӗр паллӑ хушнине ӗненӗҫ; 9. эхер те ҫакӑ икӗ палла та ӗненмесессӗн тата санӑн сӑмахна итлемесессӗн, ҫырмаран шыв ӑсса ил те ҫӗре тӑк; ҫырмаран ӑсса илнӗ шыв ҫӗр ҫинче юн пулса тӑрӗ, тенӗ.

10. Вара Моисей Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: эй Турӑҫӑм! эпӗ калаҫма ӑста ҫын мар, ӗнер те, виҫӗмкун та, Эсӗ Хӑвӑн чурупа калаҫма пуҫланӑ чухне те ҫавнашкалччӗ: эпӗ такӑнчӑклӑ калаҫатӑп, эпӗ селӗп, тенӗ. 11. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: этеме чӗлхе-ҫӑвар кам панӑ? чӗлхесӗр е хӑлхасӑр, е куракан, е суккӑр тӑваканӗ кам? Эпӗ, Ҫӳлхуҫа [Турӑ], мар-и вара? 12. ӗнтӗ кай, Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа пулӑп, сана мӗн каламаллине вӗрентсе тӑрӑп, тенӗ. 13. [Моисей] каланӑ: эй Турӑҫӑм! урӑххине, кама яма пултаратӑн — ҫавна, яр, тенӗ. 14. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее ҫилленсе ҫитнӗ те каланӑ: ара, санӑн Аарон пиччӳ, Левий йӑхӗн ҫынни, ҫук-им? Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ; 15. эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп; 16. сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн; 17. ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.

18. Моисей кайнӑ та, Иофор патне — хунӗ патне — таврӑнса, ӑна каланӑ: эпӗ каям, Египетри тӑванӑмсем патне таврӑнам та курам: чӗрех-ши вӗсем? тенӗ. Иофор Моисее: ыррӑн-сыввӑн кай, тенӗ. [Чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн Египет патши вилнӗ.] 19. Мадиан [ҫӗрӗнче] Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кай, Египета таврӑн, санӑн чунна шыракансем пурте вилчӗҫ ӗнтӗ, тенӗ. 20. Моисей вара хӑйӗн арӑмӗпе ывӑлӗсене илнӗ те вӗсене ашак ҫине лартса Египет ҫӗрне тухса кайнӑ. Аллине вӑл Турӑ туйи тытнӑ.

21. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кунтан кайса Египета каялла таврӑнсассӑн, асту, фараон умӗнче Эпӗ хушнӑ пур хӑвата та ту, Эпӗ вара унӑн чӗрине хаярлантарӑп та, вӑл халӑха ямӗ. 22. Фараона кала: Ҫӳлхуҫа [еврейсен Турри] ҫапла калать, те: Израиль — Манӑн ывӑлӑм, Манӑн малтанхи ывӑлӑм; 23. сана: Манӑн ывӑлӑма яр, тетӗп, вӑл Маншӑн тумалли ӗҫе тутӑр; ӑна ямасассӑн акӑ Эпӗ санӑн ывӑлна, малтанхи ывӑлна, вӗлерӗп тесе калать, те, тенӗ.

24. Ҫул ҫинче, ҫӗр каҫнӑ вырӑнта, ӑна Ҫӳлхуҫа тӗл пулнӑ та вӗлересшӗн пулнӑ. 25. Ҫавӑн чухне Сепфора чул ҫӗҫӗ илнӗ те хӑй ывӑлӗн хӗрринчи ӳтне касса илсе, ӑна Моисей ури патне пӑрахса: эсӗ манӑн юнӑм каччи, тенӗ. 26. Ҫӳлхуҫа вара Моисей патӗнчен кайнӑ. Ҫавӑн чухне Сепфора: ӳт каснипе — юнӑм каччи, тенӗ.

27. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: пушхире Моисее хирӗҫ кай, тенӗ. Вӑл вара тухса кайнӑ, ӑна Турӑ тӑвӗ патӗнче тӗл пулнӑ та чуптуса саламланӑ. 28. Моисей хӑйне янӑ Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм сӑмахне тата Вӑл тума хушнӑ пӗтӗм хӑват паллисем ҫинчен Аарона каласа кӑтартнӑ. 29. Моисей вара Ааронпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм аслӑ ҫыннине пухнӑ та, 30. Аарон [вӗсене] Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее каланӑ пӗтӗм сӑмаха каласа панӑ; Моисейӗ халӑх куҫӗ умӗнче хӑват паллисем туса кӑтартнӑ, 31. халӑх вара ӗненнӗ; вӗсем Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсем патӗнче пулни ҫинчен, Вӑл вӗсен асапне курни ҫинчен илтнӗ, вара вӗсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех