Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кати сăмах пирĕн базăра пур.
кати (тĕпĕ: кати) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳлӗрен хир енчи сӑрталла Ҫӗнӗ Ырӑ кати пуҫланатчӗ, ҫав катана халь кӑкласа сухаланӑ та ҫырма хӗррине чикӗнекен пӗр сӑмсаха ҫӗҫ сухаламасӑр хӑварнӑ: Кантюкӑн ҫавӑнта вӗр-ҫӗнӗ акапуҫӗ шалтӑрах ванса кайнӑ имӗш.

От озер вверх начинаются кустарники Нового Святилища, которые сейчас выкорчевал почти все и вспахал Кандюк, лишь у самой реки остался небольшой загончик: у Кандюкова пахаря как раз на том месте сломался новехонький железный плуг.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Халӗ кунта хир: ял вӗҫӗнче ҫеҫ, хӗвелтухӑҫнелле, Юман кӳлли хӗрринчи сӑртра, ҫӗрӗшнӗ тункатасем палӑраҫҫӗ тата Ҫӗнӗ Ыр тӑрӑх, ял халӑхӗ ҫулсерен чӳк тӑвакан вырӑнта, халь те кӑкланса пӗтмен вӗтӗ хӑвалӑхпа нухӑт кати кӗҫеленсе выртать.

Сейчас же тут стелется равнина, лишь на краю деревни, на востоке, на крутом берегу Дубового озера торчат трухлявые пни да вдоль Нового Святилища, куда народ ходит молиться, все еще сохраняются мелкий кустарник да бобровник.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унтах пӗчӗк йӑмра кати сырса илнӗ.

И потому ивовый подрост выглядит болезненным и хилым.

I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӗрлехи ҫутӑра таҫта аякра, ҫыран хӗрри пекех, вӑрман кати хура тӗслӗн курӑнса ларать.

И при свете ночи вдали, будто берег, смутно чернела кромка леса.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Саншӑн хурӑн кати те, юманлӑх та, хыр вӑрманӗ те ҫук, пӗлместӗн эсӗ: ӑҫта ӳсет ҫирӗк, ҫамрӑк, хӗрлӗ ӳтлӗ ҫирӗкрен хӗлле ҫӗмрен йӗппи евӗр тем вӑрӑмӑш туясем туса вӗсене юр кӗрчӗсем ӑшне пемеллине те пӗлместӗн эсӗ.

Для тебя нет березовой рощи, нет дубравы, нет соснового бора, не знаешь ты, где растет ольха, не знаешь и того, что из молодой краснотелой ольхи можно зимою смастерить юлу — длинную стреловидную палку, — и пускать ее под снежные сугробы.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ӑна Кипеней кати теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялӑн анат вӗҫӗнчи лупашкара халӗ те-ха шӗшкӗ кати пур.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнта, кашласа ларакан чӑрӑшсен хушшинче, уҫланкӑ-тавраш нумай, унта ӳплесем тӑваттӑмӑр эпир, йӗрлемелле выляттӑмӑр; кунтах ҫамрӑк хурӑн кати те пурччӗ, вӗсем вара ҫумӑр ҫунӑ чухне те хӗвел пӑхнӑ пек савӑнӑҫлӑн курӑнатчӗҫ, кунтах тата ем-ешӗл ҫӑра курӑк пуснӑччӗ, унта эпир тӳшек ҫинчи пек пуҫхӗрлӗ сике-сике выляттӑмӑр-и, кӗрешеттӗмӗр-и…

Здесь среди густых неподвижных елей было много полянок, где мы строили шалаши, играя в следопытов; здесь были заросли молодых березок, которые даже в дождь казались освещенными солнцем, и здесь всюду была такая густая, мягкая трава, что на ней мы кувыркались и боролись, как на матраце.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Машинӑ хӗвел витӗрех ҫутатнӑ хурӑн кати тӗлне ҫитрӗ, Пробатов хумханса кайрӗ, портсигар хуппине шатлаттарчӗ, пирус туртса ячӗ.

Машина поравнялась с березовым, пронизанным солнцем перелеском, и Пробатов заволновался, щелкнул крышкой портсигара, закурил.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Апла пулин те, ҫуркуннесенче тункатасенчен хӑрма пӗлмен ҫамрӑк хунавсем ашкӑрса тухаҫҫӗ те пӗр-икӗ ҫул майӗпен ӳсеҫҫӗ, унтан каллех Алешка кати ҫу кунӗсенче сарлака туратлӑ ҫутӑ симӗс тум тӑхӑнать, кӗркуннесенче ылтӑн тӗслӗ эрешӗсемпе, ир енне ӳкнӗ тӑм хӗмлентернӗ капӑр юман ҫулҫисен хӗрлӗ ҫулӑмӗпе йӑлкӑшать.

Но от коренастых пней весною выметываются живучие молодые побеги, год-два неприметного роста, и снова Алешкин перелесок летом — в малахитовой зелени распростертых ветвей, осенью — как в золотой кольчуге, в червонном зареве зажженных утренниками резных дубовых листьев.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Улӑхалла Алешка кати сӑмсаланса кӗрет.

Мысом вдается в займище Алешкин перелесок.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аслӑраххисем кимӗ пуҫне ларчӗҫ те пакур тытса ҫыран патӗнчен ишме тапратрӗҫ, унтан кӗсменсемпе авӑсса ишме пуҫларӗҫ, «ырӑ кӑмӑллӑ карчӑка» вӑрҫа-вӑрҫа, кипарис кати патнелле ҫул тытрӗҫ.

Трое или четверо мальчишек так же быстро, как при отправлении сюда, бросились на корму, вытащили шесты и оттолкнулись от берега, прошли немного назад, затем повернули лодку, вставили весла в уключины и, ругая благородную старуху, поплыли к роще.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Ҫавӑнпа вӑл Мӑнастир шывӗ юхса тухакан ҫырмана ансан, чуллӑ ҫыран хӗрринче сайра кӑна ӳсен хыр кати курсанах хӑй шухӑшне тепӗр майлӑ улӑштарчӗ.

Поэтому, спустившись во впадину, из которой вытекала Монастырская река, и завидев на каменистом обрыве реденькую хвойную рощу, он тут же изменил свое решение.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Балканӑн ҫара тӳпинче бук кати те ҫук, пытанмалли урӑх вырӑн та курӑнмасть, ӗнтӗ тинех каялла кайсан ухмаха тухниех пулӗччӗ — унта хӑй вилӗмне кӗтсе илме кайнӑ пекех пулать, ҫавна ӑнланчӗ вӑл, пӗр кӗтмен ҫӗртен Бяла Черква тӗлне тухни те кӑнтӑр ҫутинче вырӑнсӑр.

Неожиданно очутившись над Бяла-Черквой, стоя среди бела дня на этой голой балканской вершине, где не было ни буковой рощи, ни другого укромного места, куда можно было бы спрятаться, он понял, что возвращаться назад безумие, — это значило бы добровольно идти на верную гибель.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кун ирхине Огнянов бук катинчеччӗ, бук кати ҫурҫӗр енчи сӑрта пӗтӗмпе хупӑрласа илнӗ, хӗвеланӑҫӗнче вара вӑрмансӑр Амбарицӑ, унта Осӑма шывӗ юхса иртет.

В этот день Огнянов встретил рассвет в буковой рощице, покрывавшей северный склон холма, к востоку от безлесной Амбарицы, у подножья которого вьется один из притоков Осыма.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑнтӑр ҫутинче Огнянов чӑтлӑх вӑрманпа та бук кати тӑрӑх иртсе пычӗ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче тискер кайӑк пек канса ҫывӑркаларӗ, сӗм ҫӗрлехи каҫсенче Балканӑн юрпа пӗркеннӗ тӑрринчен анакан сивӗпе ӗнтӗркесе те ҫумӑрпа шапарса, иртес ҫулне суйламасӑр урлӑ-пирлӗ кумрӗ, малалла утас вырӑнне хушӑран каялла та ҫаврӑнмалла пулса тухрӗ.

Огнянов днем пробирался сквозь леса и буковые заросли, спал, как зверь, в дуплах деревьев, скрываясь от карательных отрядов, а ночью шел по глухим местам и пустошам, под дождем, во мраке, дрожа от холода, веявшего с покрытых снегом балканских вершин; шел, не выбирая направления, нередко возвращаясь назад, вместо того чтобы идти вперед.

I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унӑн пӗр вӗҫӗ юханшыв хӗррине пырса тухать, тепри — вӑрман кати патне.

Примыкал одной стороной к реке, другой — к перелескам.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫап-ҫутӑ ялтӑртатса юхакан ҫырман хӑйӑрлӑ сӗвек ҫыранӗсем, сӑрт ҫинчен пуҫласа шыв патне ҫитиех анакан вӗтӗ тӗмесем, кукӑр-макӑр тарӑн вар, ун тӗпӗнчи пӗчӗкҫӗ юханшыв, хурӑн кати — ҫаксем пурте ятарласах пӗрне теприн ҫумне майлаштарса хурса, ӑҫтан ӳкернӗ картина пек туйӑнаҫҫӗ.

Песчаные и отлогие берега светлой речки, подбирающийся с холма к воде мелкий кустарник, искривленный овраг с ручьем на дне и березовая роща — все как будто было нарочно прибрано одно к одному и мастерски нарисовано.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗнчере нихҫан та ӑвӑслӑх кати те, йӗпе ҫулҫа куписем те, хама сулӑнса ҫапма кансӗрлекен вутӑ сыпписем те пулман тейӗн ҫав, ал вӑйӗпе ҫӗре тӗренсе «Ромашов, ҫаврӑн!» тесе калас мар тесе тӑрӑшса эпӗ пӗртте выртман тейӗн ҫав.

Как будто и не было никогда на свете осиновой рощи, кучи мокрых листьев и поленницы, которая помешала мне размахнуться, как будто я не лежал, опершись руками о землю и стараясь не крикнуть ему: «Вернись, Ромашов!» — 

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ав, ҫав ката патӗнче», терӗ мана шӑлавар тӑхӑннӑ сандружинница; пилӗкӗнчен хӑй пысӑк наган ҫакса янӑ; вӑл мана вӗтлӗх вӑрманалла кӗнӗ енне тӑсса кӑтартрӗ, тата леререхре, хӗвел ҫути ҫинче ҫиҫсе, хурӑн кати курӑнатчӗ.

«Вон там, где лесочек», — сказала мне сандружинница в штанах, с большим наганом на ремне, указав в ту сторону, где луга переходили в жидкий перелесок, а за ним, сияя под солнцем, стояла берёзовая роща.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех