Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каснӑ (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл арӑмӗпе вулӑс писарӗ сухалне е хырнӑ, е каснӑ тесе тавлашнӑ.

Он поспорил с женой: стрижена или брита борода у волостного писаря.

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Эпӗ ӑна — хырнӑ тетӗп, вӑл мана — каснӑ, тет.

— Я ему — брито, а он мне — стрижено.

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мотя ӑна хӑйӗн кровачӗ ҫине вырттарнӑ тирпейлӗ пуканисене, пӗчӗк плитана тата ашшӗ шӑвӑҫ таткисенчен туса панӑ каструлькисене кӑтартма пуҫласан, каструлькисем Петя кӑмӑлне питех те килчӗҫ пулсан та, вӑл шӑл витӗр йерӗннӗ пек сурчӗ те мӑшкӑлласа кулса: — Мотька, сан ҫӳҫне мӗншӗн каснӑ? — тесе ыйтрӗ .

Едва Мотя вежливо стала ему показывать своих кукол, аккуратно уложенных по кроваткам, и маленькую плиту с всамделишными, но только маленькими кастрюльками, сделанными отцом из обрезков цинка — что, если правду сказать, Пете ужасно понравилось, — как мальчик презрительно сплюнул сквозь зубы и, оскорбительно хихикая, спросил: — Мотька, чего ты такая стриженая?

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Терентий хӗрачана хулпуҫҫинчен ачашларӗ, унӑн кӗске каснӑ ҫӳҫӗ ҫинчи пӗрмеллӗ калпакне тӳрлетрӗ те:

Терентий погладил дочку по плечику, поправил на ее стриженной под нуль голове беленький чепчик с оборочкой и сказал:

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пысӑк хачӑ хулӑн цинка, хута каснӑ пекех, каснине куҫне илмесӗр пӑхса тӑрать.

Он не отрываясь следил за движением громадных ножниц, режущих толстый цинк, как бумагу.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тусанлӑ сывлӑш вӑл пайӑркапа, ҫӳлтен аялалла пӑчӑкӑпа каснӑ пекех, икӗ пая уйӑрӑлать.

Пыльный воздух был как бы косо распилен сверху донизу на две части.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ҫӳҫне чалӑш каснӑ, кукӑр ураллӑ, кӗпи витӗр ҫӑмлӑ кӑкӑрӗ курӑнакан ҫынна, ытти ачасем пекех, питӗ юратнӑ.

Он, как и все другие дети, почему-то очень любил этого человека с косо подрезанными бачками, с кривыми, как у таксы, ногами, с волосатой грудью, просвечивавшей сквозь сетчатый тельник густой татуировкой.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эсӗ манӑн тикӗслесе каснӑ, изумруд чулӗ пек симӗс газонсем тӑрӑх, унта ҫӳреме чараҫҫӗ пулсан та, ҫӳреме юрататтӑн!

Ты так любил ходить по моим великолепно выстриженным изумрудным газонам, хотя это строжайше воспрещалось!

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн ҫаврака, ҫӳҫне кӗске каснӑ пуҫӗ ҫинче пиртен ҫӗленӗ тӳмеллӗ ҫӗнӗ картуз, ун пек картузсене мастерсем праҫниксенче тӑхӑнаҫҫӗ.

На его круглой, ежом стриженной большой голове неловко сидел новенький люстриновый картузик с пуговкой, вроде тех, какие носят мастеровые в праздник.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шӗлепки айӗнчен ҫамки ҫине илемлӗ каснӑ ҫӳҫ пайӑрки ӳсӑнса тӑнӑ.

На лобик спускалась из-под шляпки аккуратно подстриженная челка.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӑҫта кӑна пӑхатӑн, пур ҫӗрте те йывӑҫ ҫине йывӑҫ тултарнӑ, патмар николаевски ҫуртсенче халӗ госпитальсемпе шкулсем вырнаҫнӑ, ҫав ҫуртсене тӑрӑх тӑвӑр йывӑҫ кӗперсем пур, урама та йывӑҫпа сарса тухнӑ, шыв хӗрринче вара темӗн чухлӗ тин каснӑ хӑма купала-купала хунӑ.

Куда ни взглянешь, везде было дерево и дерево: узкие деревянные мостки вдоль приземистых николаевских зданий, в которых были разбиты теперь госпитали и школы, деревянные мостовые, а на берегах целые фантастические здания из штабелей свежераспиленных досок.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗтелсем ҫине ҫитӗсем витнӗччӗ, ҫӳлӗксене чӗнтӗрлесе каснӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑччӗ.

Стол покрыт скатертью, белая, вырезанная узорами бумага висела на полках.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйрӑмлӑхӗ хуть пысӑк та мар кунта, пире махорка параҫҫӗ, командирсен палатине вӗтетсе каснӑ табак параҫҫӗ.

Впрочем, разница сказывалась лишь в том, что нам выдавали махорку, а в командирские палаты — лёгкий табак.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑкӑрӗ, палланӑ пек мар, Ленинградра пӗҫерни мар, ӑна пысӑк чӗлӗсемпе нимӗн уямасӑр каснӑ.

Хлеб, незнакомый, не ленинградский, был нарезан щедро, большими ломтями.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнер илнӗ пӗр хӑпарту ҫӑкӑртан ташлама чӗл каснӑ.

От буханки хлеба, полученной нами вчера, была отрезана небольшая краюшка.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫывӑрнӑ чухне вӑл — каснӑ лартнӑ тухтӑрах.

Во сне это был настоящий маленький доктор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл, хӑшпӗр картинӑсем ҫинче, каснӑ лартнӑ анне пекех туйӑнать.

Быть может, поэтому на некоторых полотнах она была так необыкновенно похожа на мать.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каснӑ лартнӑ!

— Точь-в-точь!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

А Петр Андреич суранӗ сылтӑм хулӗ айӗн-че, шӑпах шӑмӑ айнерехрен, кӑкӑрне пӗр вершук ҫурӑ тарӑнӑш каснӑ.

А Петр Андреич ранен был под правое плечо, в грудь под самую косточку, в глубину на полтора вершка.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мересьев ҫак самӑр, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалакан, нихҫан пӑлханас ҫук пек лӑпкӑн ларакан ҫын ҫине, унӑн типтерлӗ кителӗн ҫухавийӗ айӗнчи шурӑ ҫухави ҫине, тикӗссӗн каснӑ илемсӗр чӗрнеллӗ ҫӑмламас аллисем ҫине ҫав тери кураймасӑр пӑхса илчӗ.

Мересьев с ненавистью посмотрел на этого сытого, самодовольного человека, такого самоуверенного, спокойного, вежливого, на чистенький подворотничок его аккуратного кителя, на его волосатые руки с тщательно подстриженными большими и некрасивыми ногтями.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех