Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачисене те пулин систересшӗн пулмасӑр вӗсене вӑл утӑ капанӗ ҫинче ҫывӑрттарчӗ, мунчи алӑкне шалтан сӑлӑп ярса питӗре-питӗре илчӗ, кӗске вӑхӑта ҫеҫ кӑтӑш пулнӑ хушӑра та сехрине хӑпартса вӑрана-вӑрана кайрӗ, унта-кунта сас-чӳ илтӗнмест-ши тесе, сӗм ҫӗр варринче алӑкӗ патне пыра-пыра сӑвӑр пек пӑшӑрханса итлерӗ.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унӑн ҫулӗ инҫе пулман, вӑл кунтах, сад пахчинче ларакан утӑ капанӗ ҫине тирпейлӗн тӑсӑлса выртрӗ.Путь его, впрочем, был недолог — он осторожно прилег на копенку сена тут же, в саду.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Утӑ капанӗ ҫине пӑрахнӑ йӗп пек.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вӑл аллине кӗсйине чикрӗ те, Жарнильские касса пӑрахнӑ утӑ капанӗ патӗнче хӑй тупнӑ ҫар куртки ҫине ҫӗлекен петличкӑна туртса кӑларчӗ.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Йӗнӗрен бинокль кӑларса, ун витӗр вӑл малтан аякра тӗтреллӗн кӑна курӑнакан утӑ капанӗ ҫине, унтан шурӑ тӗтре хумӗсем ҫийӗпе шыв ҫинчи хулккасем пек тухса силленсе ларакан икӗ хыр тӑрри ҫине тӗллесе пӑхрӗ.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Жарнильский утӑ капанӗ ӑшне, ҫул тата ҫул леш енчи уйӑн пӗр пайӗ курӑнмалла вырӑнта, шӑтӑк чавса кӗрсе выртрӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Улӑх хӗрринчи тӳпере ҫӳлӗ мар утӑ капанӗ ларать; унӑн тӑррин виткӗҫне илсе пӑрахнӑ.На краю лужка на холме стоял невысокий стог сена с вынутым стожаром.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вут-ҫулӑм, тӗтӗм, тусан капанӗ тем ҫӳллӗш ҫӗкленчӗ Ильински скверта, хӑрушшӑн, чӗрене ҫурса ямалла кӑшкӑрашнисем илтӗнчӗҫ, ҫуртсен чӳречисемпе хашакӗсем тухса сирпӗнчӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Бронетранспортер ҫинче вутлӑ-ҫулӑмлӑ тем ҫӳллӗш тӗтӗм капанӗ ҫӗкленчӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл утӑ капанӗ айӗнче ҫӗр каҫнӑ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Астӑватӑн-и, пӗррехинче эсӗ мана вагон чӳречи витӗр сарӑ кукшапуҫ чечекӗсемпе тулнӑ пушӑ уҫланкӑ, утӑ капанӗ, ӳпле, пысӑк тӗмеске, пӗр-пӗччен хурӑн кӑтартрӑн?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пысӑках мар утӑ капанӗ патӗнчи ҫул хӗрринче вӑл такама кӗтсе тӑракан винтовкӑллӑ икӗ ҫынна курчӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Аркадийпе Базаров пысӑках мар утӑ капанӗ сулхӑнӗнче, хӑйсен айне пӗр-икӗ ытам шатӑртатса тӑракан типӗ те симӗс, тутлӑ шӑршӑллӑ утӑ сарса выртнӑ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑҫтан-ха ман ҫӳҫ утӑ капанӗ евӗрлӗ пултӑр?
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Ҫӳҫӗ унӑн утӑ капанӗ евӗрлӗ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Партизансем, утӑ капанӗ ҫинчи йӗп пек, вӑрманта ҫухалнӑ, анчах каҫсерен вӗсем хӑйсем ҫинчен систермеллипех систереҫҫӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Катари тип ҫырма юппинче аҫа ҫапнӑ утӑ капанӗ ҫунса пӗте пуҫланӑ.У отножины дальнего буерака догорал подожженный молнией стог сена.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сасартӑк — тинкерет те ача: сӑмси умӗнчех юр купи — пуҫтармӑсӑр юлнӑ кивӗ утӑ капанӗ.И вдруг — присмотрелся мальчонка: у самого носа снежный бугор неубранный стог залежалого сена.
Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Тин ҫеҫ ҫулса купаланӑ утӑ капанӗ ҫинче выртнӑ пек, ҫил вара санӑн ҫӳҫне майӗпен вӗлкӗштернӗ пек туйӑнать, тӗрлӗ курӑк шӑрши, пиҫсе ҫитнӗ ҫӗр ҫырлипе пыл шӑрши ҫапать, хӗвел, куҫа епле хупсан та, куҫ хӑрпӑкӗсем хушшинчен кӗрет, — сан умӑнтан шӑрӑх ҫутӑ тӗтре пек шуса иртет, Ҫапла, ҫакӑн пек тахҫан авал пулнӑ…
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Евсей Нарыжнӑя эпир ҫак пӗр чӗрчун та ҫук ҫырмара хӑварар — е вӑл, утӑ капанӗ ҫумӗнче выртса, шухӑшлатӑр, е хӑйӗн Буланӑйӗ ҫине утланса ӑҫта каяс килнӗ ҫавӑнта кайтӑр.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.