Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кансӗртерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс чӗлхи телевизорпа та, лавккара та, шкулта та, тӳре-шара патӗнче те, урамра та илтенет, вырӑсла пӗлмесӗр паянхи пурнӑҫра кансӗртерех, ҫавӑнпа ӑна пурте пӗлеҫҫӗ.

Русский язык можно услышать и по телевизору, и в магазине, и в школе, и при приему у чиновников, и на улице, без знания русского трудновато в нынешней жизни, и поэтому его все знают.

Вырӑсла пӗлни ҫинчен // Александр Блинов. https://vk.com/im?sel=1644710&w=wall-129 ... 262f5c3dd3

Унсӑрӑн ҫул ҫинче кансӗртерех пулатчӗ.

А то застряли бы в дороге.

Умӗн калани // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Чӑнах та, кансӗртерех пулать ӗнтӗ.

 — Надо признать, что в этом есть доля неприятности.

XXXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫырма-ҫатра нумаййи, ҫул ытла пӑрланса-якалса ларни ҫеҫ кансӗртерех.

Плохо только, что путь наш лежал по скользкой тропке с бесконечными подъемами и спусками.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Парашюта кӑлармасӑр чылай хушӑ сикме е палӑртнӑ вырӑна тӗрӗс анса ларма ҫеҫ кансӗртерех.

 — Другое дело затяжные прыжки или там на точность приземления.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Арҫын ачан та ҫакӑн пек ӑслӑ йытӑ усрас килет, анчах та ӑна хулара тытма кансӗртерех.

Артем хочет иметь такую же верную и послушную собаку, однако в городских условиях ее содержать сложно.

Люси // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 51,53,55 с.

— Мана кансӗртерех пулать халь.

— Мне теперь будет трудновато.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Анчах пӗччен ҫӳреме кансӗртерех пулмалла.

— Только тяжеленько, должно быть, одному.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Ларса калаҫма кансӗртерех пирки вӑл ура ҫине ҫӗкленчӗ те, ҫурӑмӗпе хунар еннелле тӑрса, ерипен те йывӑррӑн пуҫласа ячӗ:

Ему неудобно было говорить сидя, он привстал и, поворачиваясь к фонарю спиной, медленно, натужно заговорил:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йывӑр ҫӳренӗ чухне кансӗртерех килчӗ-ха Наталйӑна: пӗҫ кӑкӗсем туртса ыратнӑ пирки, тепӗр чух вӑл кунӗ-кунӗпе те пӳртрен тухса кураймастчӗ, утнӑ чухне питне-куҫне пӗркелентерсе хуратчӗ те аран-аран ҫеҫ ураран ура ирттерсе пусатчӗ.

Беременность Наталья переносила болезненно, иногда целыми днями нельзя было ходить из-за мучительных болей в ногах, двигалась, приволакивая ногу, морщась.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Выҫӑ хырӑмпа тӑшман атакине сирсе яма кансӗртерех!

На голодный желудок сложновато отразить атаку врага!

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрейӑн тантӑшӗсем пурте харсӑр та чӑрсӑр, шавлама юратакан ачасем пулса ӳснӗ, — вӗсене пула ялта кансӗртерех те, савнӑҫлӑрах та пулнӑ.

Все сверстники Андрея росли отчаянными, дерзкими и шумными — от них беспокойно и радостно было в деревне.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каялла кайсан вара турӑ хамӑра вӑй патӑрах, кансӗртерех пулать вӗсене хуса ҫитме.

Ну, а тогда дай нам, боже, силы, — догнать их будет нелегко.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку тӗлӗшпе кансӗртерех пулать.

С этим будет сложнее.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Леш, малтанхи кулакӗпе вара, кансӗртерех пулать.

А вот с первым сложнее.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун ҫинчен шухӑшлас мар тенӗ чух ӑна тата кансӗртерех пулатчӗ.

И ещё тяжелее, когда она старалась не думать об этом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сире кансӗртерех ҫав мана пӗлме.

— Вам, конечно, трудно меня узнать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫ-кӳлӗм Сашӑна кӑшт йывӑртарах пула пуҫларӗ, мӗншӗн тесен каҫсенче ӑна куллен кансӗртерех пулатчӗ.

К вечеру Саше стало немного хуже, но я не очень расстроилась, потому что к вечеру ей обычно становилось хуже.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех