Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каланипе (тĕпĕ: калани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ку ҫамрӑкла именӗвӗн чӗтревӗ мар, малтанхи хут хӑй юратни ҫинчен каланипе шикленни мар ҫавӑрса илчӗ ӑна: ку ун ӑшӗнче вӑйлӑ та йывӑр ҫилӗ евӗр, е унпа тӑванлӑ вӗри кӑмӑл вӗрени…

Но это было не трепетание юношеской робости, не сладкий ужас первого признания овладел им: это страсть в нем билась, сильная и тяжелая — страсть, похожая на злобу и, быть может, сродни ей…

XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Губернири архитектор икӗ ҫуртне те ҫӗнӗрен нимӗнле усӑсӑр япала хушса лартнине те юратман Одинцов каланипе килӗштерсе туса лартнӑ.

Губернский архитектор воздвигнул оба здания с одобрения покойного Одинцова, не терпевшего никаких пустых и самопроизвольных, как он выражался, нововведений.

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Мӗн туятӑп-ха вара эпӗ? — терӗм эпӗ, ҫапах та ӑшӑмра тухтӑр каланипе килӗшрӗм.

— Да что же я чувствую? — сказал я, а сам в душе сознавал, что доктор прав.

X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Унӑн ним кӗвӗ манерӗ те тухмасть, старикӗн ҫапах та хӑй каланипе кӑмӑлӗ тулнӑ.

Плохо у него выходило, но старик и тем был доволен, что у него своя музыка.

Музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 17–86 с.

Анчах ырӑ кӑмӑллӑ пул та, тытса ан тӑр, — сӑмахӗсене хӑвӑрттӑн каланипе чыхӑнкаласа илчӗ вӑл.

Только, будь ласкова, не задерживай, — зачастила она, захлебываясь словами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Обком каланипе Певск комсомол организацйӗ унта, укреплени тунӑ ҫӗре, икҫӗр ҫын ямалла.

По разверстке обкома партии певская комсомольская организация должна послать на строительство укреплений двести человек.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хӗрсем каласа панисем пурте — уяв кунӗ хӑйне Катя каланипе ҫыхӑнса тӑнӑ пек.

Все рассказанное девчатами переплеталось в ее мыслях с тем, про что говорила ей Катя в тот праздничный день.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Фомин Вакулин каланипе ӑшра килӗшрӗ-ха, анчах ҫутҫанталӑк панӑ ӑс ҫуккипе ун вырӑнне, яланхи пекех, чеелӗхӗпе усӑ курчӗ, — хӑйне асӑрханса тытрӗ.

В душе Фомин был согласен с высказываниями Вакулина, но держался осторожно, с хитрецой, часто заменявшей ему отсутствие природного ума.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Крыльца ҫине тухсан, вӑл тӗлӗнсех кайрӗ — картишӗнче (хӳме тытман, юр хӳсе лартнӑ кил вырӑнне картиш теме юрать пулсан) халӑх тулли иккен: пӗрисем хыттӑн та хавассӑн темскер каласа кӑтартакан Ромкӑ патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ; теприсем хулпуҫҫипе хапха юпине тӗревлесе тӑракан Никодим патне пуҫтарӑннӑ; виҫҫӗмӗшӗсем Иван мучи патне пухӑннӑ — кусем, Иванпа пӗр ҫулти кӑвак сухаллӑ стариксем, туратлӑ туйисем ҫине тайӑнса тӑраканскерсем, йӑл кулса, старик каланипе килӗшсе, пуҫӗсене сула-сула илнӗ.

Выйдя на крыльцо, он удивился — весь двор, если можно было назвать двором заваленную снегом, неогороженную усадьбу, был полон народу: одни толпились около Ромки, громко и задорно вещавшего о чем-то; другие сгрудились возле Никодима, подпиравшего плечом воротный столб; третьи собрались вокруг деда Ивана — седобородые старики, его сверстники, стояли, опершись на суковатые палки, и, улыбаясь, согласно кивали ему.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пуҫтарӑнкаларӗҫ, шӑпӑрт тӑчӗҫ, мӗн каланипе пуринпе те килӗшем пек турӗҫ.

Приходили, молчали, со всем соглашались.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйне тивес-тӗкӗнес ҫукки ҫинчен шантарса каланипе хӗпӗртесе кайнӑ Петро килне каҫ пулас умӗн тухса кайрӗ.

Уехал Петро уже перед вечером, обнадеженный и веселый.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суеҫтерсе каланипе Бунчукӑн чӗлхи ҫыхланчӗ: ку каҫсенче вӑл Сиверс штабӗнче, пӗр пӳлӗмре, ҫӗр вырткаласа пурӑнчӗ.

Бунчук замялся, сказав неправду: эти ночи проводил он в помещении штаба Сиверса.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та казаксем ӑна чӗререн хӗрхенсе итлерӗҫ, теплерен ҫеҫ, хӑйсем вӑл каланипе килӗшнине палӑртса, кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ.

Но казаки слушали его с большим сочувствием, изредка лишь прерывали криками одобрения.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тимофей Ильич апла каланипе ҫырлахмарӗ.

Такой ответ не удовлетворил Тимофея Ильича.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Евчӗсем хӑйсене ҫапла тӳрӗ каланипе кӳренни-тунине систермен.

Сват и сваха даже не подали виду, что такой прямой отказ их огорчил или обидел.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ каланипе эпӗ пӗтӗмпех килӗшетӗп.

— И я согласен со всем, о чем ты говоришь.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дорофей вырӑн айӗнчен чемодан туртса кӑларчӗ, Сергей вӑл каланипе килӗшнӗшӗн савӑнса, лашисене кӳлме тухса кайрӗ.

Дорофей вынул из-под кровати чемодан и, довольный тем, что его совет принят, пошел запрягать лошадей.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий Пантелеевич сыснасем пирки ҫав тери мухтавлӑ сӑмах каларӗ, вӑл ытла тӗплӗ каланипе ҫынсем умне халех ҫӑвӑрлас пек сысна амисем, сысна ҫурисем тухса тӑчӗҫ.

Григорий Пантелеевич произнес такое похвальное слово свиному поголовью, что у всех перед глазами встали, как живые, и супоросные матки, и поросята, которые, как уверял Григорий Пантелеевич,

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех астӑватӑп эпӗ, Сережа, эсӗ ӗнер каланипе пуҫӑм ҫаврӑнать.

— Я все помню, Сережа, все, от твоих слов у меня голова кружится.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«А!» терӗ аппӑшӗ, Иван Федорович каланипе кӑмӑллӑ пулнӑскер; анчах Иван Федоровичӑн ҫак сӑмахсемпе аппӑшне ырлас шухӑш пачах пулман.

— А! — сказала тетушка, будучи довольна замечанием Ивана Федоровича, который, однако ж, не имел и в мыслях сказать этим комплимент.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех