Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫакӑ виҫӗ хутчен пулчӗ; унтан каллех пӗтӗмпе тӳпенелле ҫӗкленсе кайрӗ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Петр вӗсене йӗрки-йӗркипе кала пуҫланӑ: 5. эпӗ Иоппи хулинче кӗлтуса тӑраттӑмччӗ, кӗлӗ вӑхӑтӗнче чи ҫӗкленӳллӗ самантра курӑнах кайрӗ: темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытса тӳперен антаракан сарлака пир евӗрлӗскер, ман патӑмах анчӗ; 6. эпӗ тимлесе пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем тата вӗҫен кайӑксем куртӑм.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Патшалӑх хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть; 25. кил-ҫурт та хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн тытӑнса тӑраймасть; 26. шуйттан та хӑйне хӑй хирӗҫ тӑчӗ пулсан, пайланса кайрӗ пулсан — тытӑнса тӑраймӗ, ӗнтӗ унӑн пӗтес вӑхӑчӗ ҫитнӗ.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл вӗсене ҫакна каланӑ чухне Ун патне пӗр пуҫлӑх пынӑ та Ӑна пуҫҫапса каланӑ: тин ҫеҫ ман хӗрӗм вилсе кайрӗ; Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ — вӑл чӗрӗлӗччӗ, тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха Хӑй ҫине илчӗ, пирӗн чир-чӗре илсе кайрӗ» тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Халӑх, эпӗ каланӑ пек, хулана кайрӗ, 51. эпӗ вара, хама хушнӑ пек, ҫичӗ кун хушши хиртех пурӑнтӑм, ҫав кунсенче хир чечекӗпе ҫеҫ тӑранса пурӑнтӑм, маншӑн курӑк апат пулчӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ман патӑмран пӑрӑнса кайрӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ ӗнтӗ ӑстӑнӑм пӑтранать, чун хавалӗ шалтӑрах кайрӗ, ҫакӑ каҫ хытӑ хӑранипе манӑн чӗптӗм вӑй та юлмарӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тата ҫакна та куртӑм: акӑ вӗсем ҫухалчӗҫ, ӑмӑрткайӑк кӳлепи йӑлтах ҫунса кайрӗ — пӗтӗм ҫӗр сехӗрленсе ӳкрӗ, эпӗ те ӑшчик хускалнине, ӑс пӑтраннине тата хытӑ хӑранине пула вӑранса кайрӑм та хама хам каларӑм: 4. эпӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене тишкересшӗнччӗ, ҫавӑнпа манӑн ҫакна курмалла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн та вӗҫӗ ҫывӑхарса килчӗ, вӑл та, пӗрремӗш ҫунат пекех, ҫухалмаллаччӗ ӗнтӗ, 15. анчах акӑ ӑна каланӑ сӑмах илтӗнсе кайрӗ: 16. эй, итле эсӗ, ҫӗре нумай хушӑ тытса тӑнӑскер! ҫухалма тытӑниччен акӑ мӗн калатӑп сана: 17. сан хыҫҫӑн никам та ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑраймӗ, ҫакӑн ҫурри чухлӗ те пуҫ пулаймӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28. малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Акӑ вӑл кӗтмен ҫӗртен хыттӑн та хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ, хӗрарӑм сассипе ҫӗр чӗтренсе кайрӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпӗ хӗрарӑма ҫак сӑмахсене каланӑ чухне сасартӑк унӑн пичӗ-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, акӑ ӗнтӗ сӑнӗ те ялкӑшма тытӑнчӗ, эпӗ вара хӑраса ӳксе, мӗне пӗлтерет-ши ку тесе шухӑшласа тӑтӑм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ ӑна: кай ман ҫумран, ҫичӗ кун хушши ман патӑма ан ҫывӑхар, ман патӑма ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ кил, терӗм; вӑл, ҫакна илтсен, манран пӑрӑнса кайрӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эпӗ тӑтӑм та — куртӑм: акӑ ман умӑмран ҫунакан кӑмака иртсе пырать, ҫулӑм иртсе кайрӗ те, куртӑм эпӗ: тӗтӗм анчах тӑрса юлчӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗтӗм чун-чӗрем пӑлханса кайрӗ те, эпӗ хӑра-хӑрах калама пуҫларӑм та 4. Ҫӳлти Турра ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша!3. И возмутился дух мой, и я начал со страхом говорить ко Всевышнему, 4. и сказал: Владыко Господи!
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Маттафийӑн вилес кунӗсем ҫывӑхарса ҫитнӗ, вӑл вара ывӑлӗсене каланӑ: ку чухне мӑнаҫланасси ӳссе кайрӗ, тӳсӗмлӗх ҫитерме йывӑр, халӗ — самана улшӑнас вӑхӑт, хаяр ҫилӗ вӑхӑчӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ икӗ хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вӗсенӗн ҫуначӗсене ҫил карӑнтарнӑ, ҫуначӗсем вара аист ҫуначӗ пекех, вӗсем ефана ярса тытрӗҫ те ҫӗрпе пӗлӗт хушшипе илсе кайрӗҫ.
Зах 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна илтрӗм те, ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ; ҫав хыпар ҫитсенех, тутам чӗтреме пуҫларӗ, шӑмӑ варрине ҫитичченех ыраттарса ячӗ, ура айӗнчи ҫӗр кисренчӗ; анчах хӗн-асап ҫитнӗ кунхине, халӑхӑм ҫине вӑрӑ-хурах килсе тапӑнсан, манӑн лӑпкӑ пулмалла.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.