Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Эпир пурте, сурӑхсем пек, аташса ҫӳрерӗмӗр, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пӑрӑнса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пирӗн пурсӑмӑрӑн ҫылӑхӗсене Ун ҫине хучӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион вара: «Ҫӳлхуҫа мана пӑрахрӗ, Туррӑм мана манса кайрӗ!» теетчӗ.14. А Сион говорил: «оставил меня Господь, и Бог мой забыл меня!»
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӗр пӑшӑрханать, типет; Ливан намӑса юлчӗ, шанса кайрӗ; Сарон пушхир евӗрлӗ пулчӗ, Васан та, Кармил та — ҫулҫӑсӑр, ҫаралса юлчӗҫ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӳрӗлӗхе хапӑл тунӑ тӗп хула епле-ха аскӑн арӑм пек пулса кайрӗ!21. Как сделалась блудницею верная столица, исполненная правосудия!
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӳлеме мехелӗ ҫитсессӗн, аран-аран ҫур парӑмне парать те — ӑна ӗнтӗ парне тунӑ вырӑннех хурать; 8. мехелӗ ҫитмесессӗн, кивҫен параканӗн укҫи сая кайрӗ вара, тата пӗр сӑлтавсӑрах хӑй валли тӑшман тупрӗ: 9. вӑл ӗнтӗ парӑмлӑ ҫынран ылхану та ятлаҫу илтӗ, хисеп вырӑнне мӑшкӑл курӗ.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тусна юрат, унпа тӳрӗ пурӑн; 18. пӗрре ун шанчӑкӗнчен тухсассӑн, текех ун хыҫҫӑн ан ҫӳре: 19. этем хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ пек, эсӗ ҫавнашкал ҫывӑх ҫыннун туслӑхне вӗлернӗ; 20. аллунти кайӑка вӗҫтерсе янӑ пек, эсӗ тусна ҫапла вӗҫертрӗн — ӗнтӗ тытаймӑн ӑна; 21. ан та хӑвала: аякка кайрӗ вӑл, танатаран вӗҫерӗннӗ ту качаки пекех вӑркӑнчӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн савнӑ каччӑм хӑй пахчине, чечек пахчине, тухса кайрӗ: вӑл унта кӗтӳ кӗтсе ҫӳрет, лили чечекӗ пуҫтарать.2. Мой возлюбленный пошел в сад свой, в цветники ароматные, чтобы пасти в садах и собирать лилии.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайрӗ те — чунӑм хыпӑнса ӳкрӗ, эпӗ шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна, чӗнтӗм ӑна — вӑл сасӑ памарӗ.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Савнийӗме кӗртмешкӗн алӑка эп уҫрӑм, савнийӗм ҫаврӑнчӗ те — кайрӗ.6. Отперла я возлюбленному моему, а возлюбленный мой повернулся и ушел.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чун савнийӗм тӗнӗ витӗр тӑсрӗ те аллине, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм пӑлханса кайрӗ.4. Возлюбленный мой протянул руку свою сквозь скважину, и внутренность моя взволновалась от него.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ хӗл те иртсе кайрӗ; ҫумӑр та ҫуса иртрӗ; 12. ҫӗр питне капӑрлатрӗҫ хитре чечексем; юрӑ вӑхӑчӗ ҫитрӗ, ҫӗршывӑмӑрта улатӑпа сасси илтӗнет; 13. смоква йывӑҫӗ те папкине ӗнтӗ ҫурчӗ, иҫӗм турачӗсем, ҫеҫкене ларса, ырӑ шӑршӑ сараҫҫӗ.
Юрӑ 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Лешӗ вара тӳрех ун хыҫҫӑн уттарчӗ, пусма илсе каякан вӑкӑр пек, [касмӑка лартакан йытӑ пек,] ухӑпа перекен тӗле, 23. пӗверне ҫӗмрен шӑтарса тухас тӗле лекнӗ пӑлан пек, вӗҫен кайӑк хӑйшӗн вилӗмлӗх карнӑ серепене ним пӗлмесӗрех чӑмнӑ пек, кайрӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл Хӑйӗн хыпарҫине ячӗ те — мана аттем сурӑхӗсем патӗнчен илсе кайрӗ, сӗрмелли ҫӑвӗпе сӗрчӗ мана.4. Он послал вестника Своего, и взял меня от овец отца моего, и помазал меня елеем помазания Своего.
Пс 151 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Иаков Турри, Эсӗ хӑтӑрса илтӗн те — вӑрҫӑ урапи те, учӗ те тӗлӗрсе кайрӗ.7. От прещения Твоего, Боже Иакова, вздремали и колесница и конь.
Пс 75 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Халӑхсем шавлаҫҫӗ; патшалӑхсем тапранчӗҫ: [Ҫӳлти Турӑ] сасӑ пачӗ те — ҫӗр ирӗлсе кайрӗ.7. Восшумели народы; двинулись царства: Всевышний дал глас Свой, и растаяла земля.
Пс 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эпӗ йӗркесӗр ҫынна, хӑрушӑскерне, курнӑччӗ, вӑл Ливан кедрӗ пекех мӑнаҫлӑн курӑнатчӗ; 36. анчах вӑл иртсе кайрӗ те, акӑ вӑл ҫук та; шыратӑп ӑна — тупаймастӑп.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ шыв пек юхса тухрӑм; шӑммӑм-шаккӑм пӗтӗмпех шалтӑртатса кайрӗ; чӗрем ӑвӑс пек ҫемҫелчӗ, ӑшӑмрах шӑранса пӗтрӗ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ.11. И воссел на Херувимов и полетел, и понесся на крыльях ветра.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман ҫине сехмет йӑтӑнса анчӗ, чапӑм ҫил пек вӗҫсе саланчӗ, телейӗм пӗлӗт пек иртсе кайрӗ.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳтӗм-тирӗм хуртланса-кӗсенленсе кайрӗ, ӗнтӗ ҫуркаланса та пӳрленсе ҫеҫ тӑрать.5. Тело мое одето червями и пыльными струпами; кожа моя лопается и гноится.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.