Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сир 29

Пай: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:53

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 406

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Кам ырӑлӑх тӑвать, ҫавӑ ҫывӑх ҫыннине кивҫен парать, кам ӑна алли вӑйӗпе пулӑшать, ҫавӑ Турӑ хушнине тӑвать. 2. Ҫывӑх ҫынну хӗсӗкре пурӑннӑ чухне ӑна кивҫен пар, ҫывӑх ҫыннуна памаллине вӑхӑтра тавӑрса пар. 3. Сӑмахна ҫирӗп тыт, ӑна ан улӑштар — вара кирек хӑҫан та хӑвна мӗн кирлине тупӑн эсӗ. 4. Кивҫен илнине нумайӑшӗ тупӑш вырӑнне хучӗ, хӑйсене пулӑшакансене сӑтӑр турӗ. 5. Кивҫен иличчен вӑл параканӗн аллине чуптӑвать, ыйтнӑ чухне сассине ҫемҫетсе калаҫать; 6. тавӑрса парас тапхӑр ҫитсессӗн вара вӑхӑта тӑсса пырать, йӗрмӗшсе калаҫать, парӑмне памалли кун ҫитнӗшӗн ӳпкелешет. 7. Тӳлеме мехелӗ ҫитсессӗн, аран-аран ҫур парӑмне парать те — ӑна ӗнтӗ парне тунӑ вырӑннех хурать; 8. мехелӗ ҫитмесессӗн, кивҫен параканӗн укҫи сая кайрӗ вара, тата пӗр сӑлтавсӑрах хӑй валли тӑшман тупрӗ: 9. вӑл ӗнтӗ парӑмлӑ ҫынран ылхану та ятлаҫу илтӗ, хисеп вырӑнне мӑшкӑл курӗ. 10. Нумайӑшӗ усал пулнипе мар, чееленсе те мар, укҫине ҫапла ҫухатасран шикленсе кивҫен памасть. 11. Ҫавах эсӗ мӗскӗн ҫынна кӑмӑл ту, ӑна пулӑшасран туртӑнса ан тӑр; 12. Турӑ ячӗпе ан пӑрах мӗскӗн ҫынна, ӑна пушӑ алӑпа кӑларса ан яр. 13. Ылтӑнпа кӗмӗлне тӑванушӑн, тусушӑн тӑкакла — вӑл чул айӗнче тутӑхса-ҫӗрсе ан вырттӑр; 14. пурлӑхна Ҫӳлти Турӑ хушнӑ пек тыткала, ҫакӑ сана ылтӑнран та ытла усӑ кӳрӗ; 15. мӗскӗнсене памаллине кӗлетне питӗрсе хур, ҫакӑ сана кирек мӗнле инкекрен те ҫӑлса тӑрӗ: 16. вӑл сана тӑшманусенчен ҫирӗп хулканран та, сулмаклӑ сӑнӑран та лайӑхрах хӳтӗлӗ.

17. Ырӑ ҫын ҫывӑх ҫынни хутне кӗрет, намӑса пӗлмен ҫын ӑна пӑрахса хӑварать. 18. Хӑвӑншӑн ҫӑка кӗнӗ ҫынна ан ман: вӑл саншӑн хӑйӗн чунне кӑларса хунӑ. 19. Ҫылӑхлӑ ҫын хӑйӗншӗн ҫӑка кӗнӗ ҫыннӑн пурлӑхне аркатать, пархатарсӑр этем хӑйне хӑтаракана пӑрахать. 20. Ҫыншӑн ҫӑка кӗни тулӑх пурӑнакансенех нумайӑшне ҫука тӑратса хӑварнӑ, тинӗс хумӗ пырса ҫапнӑ пекех тайӑлтарнӑ вӗсене; 21. тӗреклӗ арсене килӗ-ҫуртӗнчен хӑваласа янӑ, лешӗсем ӗнтӗ ют халӑхсем хушшинче хӑшкӑлса ҫӳренӗ. 22. Ҫылӑхлӑ ҫын вара, ҫыншӑн ҫӑка кӗнӗ чухне те услам шыраканскер, тава кӗрсе сутлашма тытӑнать. 23. Ҫылӑхлӑ ҫын пек пулас темесессӗн, ҫывӑх ҫынна вӑю ҫитнӗ таран пулӑш.

24. Пурӑнӑҫра чи кирли — шывпа ҫӑкӑр, тумтир тата харпӑр ҫын пурӑнӑҫне хӳтӗлекен кил-ҫурт. 25. Начар пӳртре пурӑнакан чухӑнӑн пурӑнӑҫӗ ют ҫын килӗнчи чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗрен лайӑхрах. 26. Сахаллипе те, нумаййипе те кӑмӑллӑ пул, вара сана ютран килнӗскер тесе ятламӗҫ. 27. Ҫын патӗнчен ҫын патне куҫса ҫӳресси — япӑх пурӑнӑҫ, вырӑнаҫнӑ вырӑнта ҫӑвар уҫма та хӑяймастӑн; 28. ӗҫме-ҫиме парса тӑрӑн — тав тӑваканӗ пулмӗ, ҫийӗнчен тата ҫакӑн пек йывӑр сӑмах илтӗн: 29. «эй ютран килнӗскер, кил-ха кунта, сӗтел ҫине хатӗрле, аллунта мӗн пуррине мана пар, мана ҫитер»; 30. «эй ютран килнӗскер, каях, ман патӑма чыслӑ ҫын килчӗ, тӑванӑм хӑнана килчӗ, ун валли вырӑн кирлӗ». 31. Хӑй килӗнче хӳтлӗх паракантан ят илтесси, унран кивҫен илнӗ чухне ӳпкеленине тӳсесси туйӑмлӑ ҫыншӑн йывӑр вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех