Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе ҫеккунт ҫил-тӑвӑл пек ӗрӗхтерсе кайнӑ хыҫҫӑн, лашан каҫӑртса хунӑ пуҫӗ вӗте пӑнчӑллӑ ҫутӑ пайӑркисемпе тӗрленчӗ, сарӑ хӗрлӗ ҫӑмӗ сасартӑк куҫа чӗпӗтмелле йӑмӑхса йӑлтӑртатма пуҫларӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Обоз малалла чӗриклетсе кайрӗ, каллех Иринӑн хавас кулли янӑрарӗ, калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Прохор та каллех хӑй юррине тӑсрӗ, шурӑ ҫеҫенхир варринче пӑхӑр пралуксем тепӗр хут хӗм-кайӑк пек йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ, леш ҫынсем, Усть-Невински ҫыннисене тӗл пулнисем, вырӑнтан та тапранман-ха, халӗ те шухӑша кайса, вӗсем хыҫҫӑн пӑхса тӑраҫҫӗ…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ ту хушшинчен хӗвел тухсан, сӑртсем вут хыпнӑ пек хӗрелсе кайрӗҫ, айлӑм вырӑнсем ҫав тери йӑмӑх йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ — пӑхмалла мар куҫа ыраттарать…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл Сергей ҫине хурлӑхлӑн пӑхрӗ, — унӑн куҫӗсем ӗнтӗ йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ, пичӗ ҫав тери мӑнаҫлӑ та илемлӗ пулса кайрӗ, Сергей ӑна ку тери илемлӗ пулнине нихҫан та курман.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей перископ витӗр малта пыракан танксен гусеницисем йӑлтӑртатма пуҫланине курчӗ.Припав к перископу, Сергей видел, как заблестели гусеницы передних танков.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун чухне пурте чӗрӗлет: ҫеҫенхир хӗрелет, кӑвакарать тата ҫеҫкесемпе йӑлтӑртатма тытӑнать; путенесем, хир кӑрккисем, чайкӑсем, шӑрчӑксем, пин-пин чӗрчун сӑрлани, кӑшкӑрашни, унтан сасартӑк ятарласа ӗнернӗ пек харӑссӑн юрлани илтӗнет; ҫаксем пурте ку вӑхӑтра пӗр минута та шӑпланмаҫҫӗ.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫурри ҫеҫ курӑнать-ха вӑл; анчах ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче чаплӑн ҫутӑлса кайрӗ Пӗвери шыв йӑлтӑртатма пуҫларӗ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кондратьев хыҫҫӑн Чурсуна кӗреҫе йӑтнӑ хӑнасем час-часах та час-часах килме пуҫланӑранпа Никифор Васильевич ытла улшӑннинчен унӑн арӑмӗ те тӗлӗннӗ: унӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ, вӑл тасарах тумланма пуҫланӑ, пӗррехинче хӑйӗн пиччӗшӗ канаш панипе вӑл вӑрӑм та ҫӑра, кӑвакарма пуҫланӑ сухалне, темиҫе ҫул хушши ачашласа ӳстернӗскерне, тап-таса хырса пӑрахрӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн шӑмӑллӑрах та сарлакарах, пысӑк сухан евӗр сӑмсаллӑ пичӗ палӑрмаллах ҫамрӑкланчӗ, халиччен тӗксӗмрех те ҫынсенчен ютшӑнакан куҫӗсем кӑмӑллӑ савӑнӑҫлӑхпа йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Николай Петрович, эпӗ хамӑн алӑпа пӗтӗмпех йышӑнатӑп, — шухӑшласа тӑмасӑр каларӗ Алешкин, халӗ унӑн куҫӗсем каллех савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта сентре ҫинчен тикӗт банкипе чышкӑ пысӑкӑш мелке илчӗ, вара атӑсем пӗр самант хушшинче пуҫӗ-кунчи мӗнӗпех йӑм-хура йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Марийкӑна курсан, вӑл хӑйӗн шӑлӗ ыратнӑ пек, питне чалӑштарса, пуҫне силлесе илчӗ, — унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинче те, сарӑ сухалӗ ҫинче те куҫҫулӗ йӑлтӑртатма пуҫларӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Бояркин ҫакна ҫав тери вӑйлӑн, ҫав тери хаяр ҫилӗпе каларӗ, каланӑ хушӑра унӑн питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайрӗҫ, кӑштах чармакланнӑ хӗрӳллӗ куҫӗсенче куҫҫулӗ йӑлтӑртатма пуҫларӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Поляницӑн пӗчӗк чее куҫӗ пӗтӗмпех кӳпшеке пичӗн пӗркеленчӗкӗ хушшине пытанчӗ те антрацит тӗпренчӗкӗ пек усаллӑн йӑлтӑртатма пуҫларӗ, ҫӑра хура куҫ харшийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫурма тӗттӗмре Половцев сасартӑк курах кайрӗ: хӗрарӑмӑн икӗ кӑкӑр хушшинчи путӑкӗ, тӗксӗм сарӑ ӳтлӗ хырӑмӗ питӗ хӑвӑрт тар тапса тухнипе йӑлтӑртатма пуҫланӑ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗлетсем сирӗлчӗҫ, тӗксӗм-кӑвак тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуттӑн йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, тинӗсӗн кӑпӑш ҫийӗнче те пулӑҫ киммисем ҫинчи пӗчӗк вут куҫӗсемпе ҫӑлтӑр мелкисем йӑлтӑртатни курӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫав хушӑра илемлӗ тирпейленӗ столовӑйра саламлӑ ҫутӑсем йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ, ҫаврака пысӑк сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ; кӑвакарнӑ бакенбардлӑ Захар, мажордом ятне илнӗскер, сӗтел ҫине шӑнкӑртаттарса хрусталь савӑт-сапасем лартать, кӗмӗл кашӑксем хурать, час-часах стакан е вилка урайне ӳкерет; сӗтел тулли лартса тултарнӑ апата ҫиме пикенеҫҫӗ; кунтах Обломовӑн ачаранхи ҫывӑх тусӗ Штольц та, ытти палла-тӑран та пур; унтан ҫывӑрма выртаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ «Фламмарион» саспаллисем те йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ…
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӗттӗм пӗлӗтре ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, хайхи вара тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ, кунта вӗсем хамӑрӑн ҫурҫӗртинчен чылай ҫӳллӗрех пек туйӑнаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ун умӗнче ҫӗҫӗсем йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949