Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йыш сăмах пирĕн базăра пур.
йыш (тĕпĕ: йыш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ кил йыш альбомӗ мар, картина тӑвасшӑн.

— Я делаю картину, а не семейный альбом.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта сан таврашри чи лайӑх йыш пухӑнать…

Все здешнее лучшее общество…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Йыш пысӑкланнӑ пулин те аптӑраман туслӑ ҫемье.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ҫапах сутӑнчӑка пула фашистсен аллине лекнӗ ҫав йыш.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

- Пирӗн йыш юлса пыни пулман.

- Не было такого чтобы наше число уменьшалось.

«Эпир почтӑра ҫитӗннӗ» // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/%C2%ABepir-pochta ... C2%BB.html

Пирӗн йыш ҫуллен 2-3 ҫынна чакать, кам чӗре чирӗпе, кам ракпа вилет.

С каждым годом наше количество уменьшается на 2-3 человека, кто умирает от болезни сердца, кто от рака.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Тем тесен те, регионсенче ӗҫлекен наципе культура пӗрлӗхӗсем ҫакнашкал йыш хунани ҫине усӑллӑ витӗм кӳреҫҫӗ.

Что ни говори, работающие в регионах национальные и культурные объединения оказывают полезное влияние на этот рост.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Мӗншӗн вӑл йыш ытла хӑвӑрт ӳсмест-ха?

Почему бы их количеству не вырасти слишком быстро?

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Тата 10 ҫултан вӑл йыш тепӗр 20 процента чакӗ.

Ещё через 10 лет их численность ещё на 20 процентов сократится.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Айӑккинчи куҫа Анемподист Никодимович евӗрлӗ кадрсенчен тӑракан йыш, чӑн малтан, ӑслӑлӑх канашӗн пайташӗсем, обществӑн сывӑ ӳчӗ ҫине тухса ларнӑ ҫӑпана аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тепӗр саманта та палӑртрӗҫ: ҫынсем эрех ӗҫсе вилесси чакса пырать тесе савӑнма иртерех, мӗншӗн тесен хӑй вӑхӑтӗнче ҫын сахалрах ҫуралнӑ, 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара ача ҫуратасси ӳснӗ, халь ҫав йыш ҫитӗнсе пырать, эппин, ӗҫкӗпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсем те нумайланӗҫ - ҫакна тивӗҫлӗ тытӑмсен хатӗрленсе кӗтсе илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Илтнӗ тӑрӑх — ҫӗнӗ йыш чылай мероприяти ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

1960 ҫул вӗҫӗнче — 1973 ҫул пуҫламӑшӗнче Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ «Аслӑ йыш», «Пурӑнас килет» кӗнекесем кӑларма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак тӗлелле Валентин Урташӑн «Чун савнӑран» (1958), «Аслӑ йыш» (1966) кӗнекисем вулакансем патне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Поселокра пурте хисеплекен кинемей Чӑваш Ен ертӳлӗхне мӗнпур йыш ятӗнчен тав турӗ.

Уважаемая в поселке пожилая женщина от имени всех собравшихся поблагодарила Главу Чувашской Республики.

Уяври чи хаклӑ парне // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫак йыш ҫӳллен хушӑнса, республика туссемпе пуянланса пыни пире савӑнтарать ҫеҫ мар, республика ятне-сумне те ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ӑна пурнӑҫа кӗртесси иккӗлентермест — туслӑ пысӑк йыш кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтеретех.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ура ҫине тӑнӑ, йыш хушӑннӑ май Никоновсем икӗ хутлӑ кермен ҫӗкленӗ.

Встали на ноги, с прибавлением семейства Никоновы подняли двухэтажный дворец.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Хваттер черетӗнчи йыш та ҫав-ҫавах пысӑк — 71 пин ҫын.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Йыш пысӑках мар, 44 ҫын.

Численность небольшая, 44 человека.

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех